Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕлĕх паракан таса Хĕрес праçникĕ

27 сентября 2014 г.

 

Туррăн таса Хĕресне тупнине, Ăна халăха çĕклесе кăтартнине чиркÿре авăн уйăхĕн (сентябрĕн) 27-мĕш кунĕнче асăнаççĕ.

Христоса ĕненекенсене иудейсем те, суя тĕнлĕ халăхсем те 300 çула яхăн асаплантарса хĕсĕрлесе пурăннă. Çав йывăр саманара нумайăшне тĕн пирки асаплантарса  вĕлернĕ. Римра аслă Константин патша пулса тăнă вăхăтра вĕсене хĕсĕрлеме чарăннă. Вăл Христоса ĕненекенсем хутне кĕрсе тăнă, хăй патшалăхĕнче Христос тĕнне пур тĕнсенчен те мала кăларнă.

326-мĕш çулта Константин патша Çăлакана пăталанă хĕресе шыраса тупасшăн пулнă. Çав шухăшпа вăл хăйĕн амăшне Еленăна Иерусалима янă. Унта пырсан Елена Иисус Хĕресĕ çинчен нумай ыйтса тĕпченĕ. Христос Хĕресне çĕре чавса пытарнă вырăна ăна пĕр ватă еврей кăтартнă. Çав вырăна чавса пăхнă та, унта виçĕ хĕрес тупнă. Анчах çав виçĕ хĕресрен Христос хĕресĕ хăшĕ иккенни паллă пулман. Çав вăхăтра пĕр вилнĕ çынна илсе пынă. Çак хĕрессене пĕр-пĕрин хыççăн вилнĕ çын çине хурса пăхнă. Икĕ хĕресĕнчен нимĕнле хăват та пулман, виççĕмĕш хĕресне хурсан вилнĕ çын чĕрĕлсе тăнă. Çавăн тăрăх вара ку хĕрес чăнахах та Христос Хĕресĕ иккенне пĕлнĕ те, Ăна пуç çапса чуптăва пуçланă. Унта халăх пит йышлă пулнă, пурте вĕсем Хĕрес патне пырайман. Вара ун чухнехи Иерусалим хулин патриархĕ Макарий, пĕр çÿллĕ вырăн çине улăхса тăнă та, Туррăн Хĕресне халăха çĕкле-çĕкле кăтартнă. Халăх Хĕресе курмассерен: «Эй Турă, çырлах», - тесе пуç çапнă.

Хĕрес çинче çакăнса вилсе Иисус Христос пире шуйттан ирĕкĕнчен çăлнă. Хĕрес çинче юнне юхтарса, Хăйĕн çылăхсăр пурнăçне çылăхлă этемлĕхшĕн Атте Турра парне кÿрсе, пире, çылăхлă этеме, Атте Турăпа мирлештернĕ, Çĕнĕ Килĕшÿ тунă. Хĕрес çинче пăталанса вилсе пире çылăхшăн тивнĕ ылханран хăтарнă, çылăх пирки вилес вилĕмрен çăлнă. Çавăнпа Христос çыннисемшĕн Хĕрес пит паха япала. Хĕресре Турă хăвачĕ пур. Çав хăват этеме усал сывлăшсенчен хăтарса тăрать. Эпир хĕрес паллине çавăнпа пур çĕрте те, пур вăхăтра та тăватпăр.

Йÿçкасси чиркĕвĕн настоятелĕ

Сергий атте.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика