Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăс чĕлхи - тĕп вырăнта

27 сентября 2014 г.

 

2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре вăхăтлăх пурăнма е ĕçлеме ирĕк илес текен ют çĕр-шыв гражданĕсен вырăс чĕлхипе, Раççей историне тата РФ правин никĕсне пĕлнипе обязательнăй экзамен тытма тивет. Кун хыçĕнче конкретлă çынсен ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăç аталанăвĕ тата вăя кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсем тăраççĕ. Çак йĕрке Федерацин кăçалхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче йышăннă Федерацин "Ют çĕр-шыв гражданĕсен  Раççей Федерацийĕнчи праваллă лару-тăрăвĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн вăя кĕрет.

Вырăс чĕлхине, Раççей историйĕпе çĕр-шыври право никĕсне пĕлнине Раççей Федерацийĕнче вăхăтлăх пурăнма е ĕçлеме ирĕк илес текен ют çĕр-шыв гражданинĕн çак документсенчен пĕринпе çирĕплетмелле:

- вырăс чĕлхипе, Раççей историне тата РФ правин никĕсне пĕлнин сертификачĕпе*

- 1991 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен СССР тытăмне кĕнĕ çĕр-шывсенчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илнине çирĕплетсе панă патшалăх докуменчĕсем*

- 1991 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççей Федерацийĕн территорийĕнче патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухса пĕлÿ илнине е квалификацие ÿстернине çирĕплетекен  документ.

Сертификата Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи тата ун тулашĕнчи, анчах вырăс чĕлхипе ют çĕр-шыв чĕлхи шайĕнче, Раççей историйĕпе тата çĕр-шыври право никĕсĕпе  экзамен тыттаракан  вĕрентÿ организацийĕсем асăннă экзаменсене тытсан параççĕ. Сертификат вăйра тăракан вăхăт ăна илнĕренпе 5 çул.

Вырăс чĕлхине, Раççей историйĕпе çĕр-шыври право никĕсне пĕлнине çирĕплетессинчен çаксене хăтараççĕ:

- ют çĕр-шыври ĕçлеме пултарайман инвалид граждансене*

- 18 çул тултарайманнисене*

- ют çĕр-шывра пурăнакан 65 çултан иртнĕ арçынсене*

- ют çĕр-шывра пурăнакан 60 çултан иртнĕ хĕрарăмсене*

- ют çĕр-шывра пурăнакан тата Раççей Федерацине хăйсен ирĕкĕпе куçса килекенсене пулăшмалли Патшалăх программине лекнисене хăйсен çемье членĕсемпе пĕрле*

- Раççейре пурăнма ыйтса заявлени çырнă пысăк квалификациллĕ специалистсемпе вĕсен çемье членĕсене.

Раççей Федерацийĕнче ĕçлеме ирĕк ыйтса заявлени çырнă чух вырăс чĕлхине, Раççей историйĕпе çĕр-шыври право никĕсне пĕлнине çирĕплетессинчен  хăтарнисен йышне пысăк квалификациллĕ специалистсемпе пĕрлех хăйсен ĕçĕпе ют çĕр-шыв гражданĕсем валли ятарласа çирĕплетнĕ йĕркепе массăллă информаципе тивĕçтерекен журналистсем, патшалăх аккредитацийĕсĕр профессиллĕ вăтам пĕлÿ паракан тата аслă пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ют çĕр-шыв гражданĕсем те лекеççĕ.

Раççей Федерацине виза йĕркипе килнĕ ют çĕр-шыв гражданĕсен хăйсем вырăс чĕлхине, Раççей историйĕпе çĕр-шыври право никĕсне пĕлнине ĕçлеме ирĕк парсан 30 кун хушшинче çирĕплетмелле.

Ют çĕр-шыв гражданинĕн чи малтанах вырăс чĕлхинчи 780 сăмаха лайăх пĕлмелле. Кунпа пĕрлех мигрантсен хаçат-журналсенчи е ытти çĕрти кĕске текстсене вулама пĕлмелле, творчество пĕлĕвне кăтартса сочинени формиллĕ изложени çырмалла, йăлари калаçăва тăна кĕмелле, хăй тĕллĕн ансат йĕркепе калаçма пултармалла.

Иккĕмĕш категорие лекес тесен ют çĕр-шыв гражданинĕн вырăсла 1300 сăмахран кая мар пĕлмелле. Ун хыççăнхисен вырăсла хаçат-журнал вулама, хăйсем пăхакан телепередачăсемпе кинофильмсене ăнланма пултармалла.

Паян çĕнĕ йĕркепе паллашнисем кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнсах сертификат илмелли курссене çырăнма пултараççĕ.

Л. ПЛЕЧОВА,

федераци миграци службин районти территори пункчĕн

пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика