27 сентября 2014 г.
Кунсем палăрмаллах кĕскелни Пукрав алăкран шакканине систерет. Апла пулсан ăшă тытасси - паян кашниншĕнех кулленхи ĕç. Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕле хатĕрлессипе ку ыйту çулленех - чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Çакна шута хурса район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи выльăх фермисене хĕле хатĕрлессипе ĕçсем епле пынипе паллашма тĕрĕслев ирттерме йышăну турĕ.
Йышăнăва пурнăçласа район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕхшĕн ответлă специалистсем иртнĕ эрнере вырăнсене çитсе обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле епле хатĕрленипе паллашма тухрĕç. Пирĕн тĕслĕхре тĕрĕслев серепине "Оринино", "Восток", "Герой" хуçалăхсемпе "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин тата "Гея" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн фермисем лекрĕç.
Хамăрăн рейд ĕç-хĕлĕ "Оринино" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи тирпейлĕхпе тĕл пулнинчен пуçланни ку хутĕнче ыррине ытларах тĕл пуласса шантарчĕ. Çапла пулса пычĕ те. Асăннă хуçалăхăн Атапайĕнчи пăру ферминче те, Патаккассинчи сĕт комплексĕнче те паян йывăрлăхран хăраман, ĕçчен те малашлăха пăхакан çынсем вăй хураççĕ. Чун савăнчĕ, нумай хуçалăхра курăмлă çитменлĕхсем хушшинче пĕр пĕлĕт айĕнчех Атапайсемпе Орининсем тата Патаккассисем мал туртăмлă ĕçлени алă усмасан ÿсĕм çулĕ никамшăн та айккинелле пулманнине кăтартрĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ - кашни хуçалăх экономикинех тĕреклетмелли тата ыранхи куна пăхса пурăнмалли çул-йĕр. Çакна "Оринино" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Юрий Шишокин çывăх ăнланнине ăна ирлесех сĕт комплексĕнче тĕл пулни çирĕплетрĕ.
- Ĕçе эпĕ ялан тенĕ пекех фермăран пуçлатăп. Нумай чухне хаксен политики пире тивĕçтерсех каймасть пулсан та, йывăрлăхсем умĕнче алă уссан малашлăх пирки ĕмĕтленме те кирлĕ маррине ăнланаççĕ пирĕн ĕçченсем. Çапла вара фермăсенче ĕçлекен кашни доярка, пăру пăхакан, мăйракаллă шултра выльăх самăртакан хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçлать. Çапла пулсан çеç аталану хумĕ çинче юласса ăнланаççĕ вĕсем, - Патаккассинчи сĕт комплексĕнче ĕçлекенсем çине пăхса калаçрĕ Юрий Николаевич.
Çитес хĕл кунĕсенче выльăхсен йышне тата продукци илессине тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварса аталану çулĕсене уçасси - кооператив ĕçченĕсен паянхи пĕрлехи тĕллевĕ. Çакна ĕненсе тата ăна пурнăçлассишĕн тимленине курса тухрăмăр эпир Патаккассинчен. Юсав ĕçĕсем çителĕклĕ пурнăçланă, производство пÿлĕмĕсене дезинфекцилесе шуратнă. Ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе тирпейлĕхĕ пирки ферма территорийĕнче хуçаланакан чечексем калаççĕ. "Пур çĕрте те çапла пулсанччĕ", - калаçса иртрĕ рейда тухнă ушкăн.
Хуçалăхра сарайсемпе ферма таврашĕнчи производство объекчĕсене хĕле хатĕрлесе çитерни кашни утăмрах паллăччĕ. Сарайсем патне пыма та, вĕсене кĕме те, янтă апат çителĕклĕ пулнине пăхма та кăмăллă.
Чечексемпе туслă Патаккассинчен "Восток" хуçалăхăн Мулкачкассинчи мăйракаллă шултра выльăх фермине çитсен пире ытларах çум курăкĕ тыткăнларĕ. Апла пулин те фермăра хĕле хатĕрленессипе ĕçсем пыни те куç хĕррине юлмарĕ. Урайсене, алăксене, кормушкăсене самай юсанă, хĕл каçмалăх апат хатĕрленĕ.
- Кĕркунне çитрĕ те сивĕ хĕлччен те вăхăт нумаях юлмасть. Çавăнпа та фермăна хĕле хатĕрлессипе пурте тăрăшса ĕçлетпĕр. Хĕл кунĕсенчи производство кăтартăвĕ паянхи тимлĕхрен никĕсленет, - терĕç 20 çула яхăн дояркăра ĕçлекен Анфиса Наумовăпа кунти ĕçсене пăхса тăракан Орининти ветеринари участокĕн ветфельдшерĕ Оксана Шидикова (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла).
Хамăр рейдра ку хутĕнче эпир выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хĕле хатĕрленнине тишкернипе пĕрлех фермăсене тирпей-илем кĕртессипе ĕçленине пăхассине те тĕп вырăна хутăмăр. Мĕншĕн тесен тирпейлĕ ферма хĕле хатĕр пулни никама та иккĕлентермест.
Катькас ял тăрăхĕнчи Çеçмер ялĕ. Елена Скворцова йĕркеленĕ тата ертсе пыракан "Гея" чикĕллĕ яваплăхлă обществăна çитсен сысна ĕрчетекен ферма çĕнĕ пурнăçпа пурăнни ума куç тулли тухрĕ. Ферма таврашĕнчи тирпейлĕх, сарайсене профнастил картапа тытса çавăрни, производство пÿлĕмĕсене пластик чÿречесем лартни, çĕнĕ дезбарьер тăвассипе ĕçлени, ĕçлекенсене ĕç çи-пуçĕпе çителĕклĕ тивĕçтерни, выльăх пăхакансен çурчĕ хулари хваттер майлах пулни кунта ĕç условийĕсене производствăран та маларах хуни пирки калать.
- Пирĕн шутпа урăхла пулмалла та мар. Ĕç параканăн малтанах ĕçлекен пирки шутламалла. Эпир çапла туса пыма тăрăшатпăр та, - терĕ нумай калаçма юратман Елена Николаевна. Ĕçлекенсемпе калаçнинчен тата ертÿçĕ шухăш-кăмăлĕпе паллашнинчен кунти сыснасемпе сурăхсен производстви те начар пулмалла мар. Çак ырă енсем асăннă фермăн пысăк малашлăхĕ пурри пирки хыпарларĕç.
Тирпейлĕх, тасалăх, хăтлăх ыйтăвĕсене "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче те тĕп вырăнта тытаççĕ. Сарайсем хушшипе иртекен çулсем хĕррипе кĕр кунĕсем çитнине пăхмасăрах илемлĕ чечексем йышлă ешерни, фермăри производство пÿлĕмĕсенче ыррине шантаракан çĕнĕлĕхсем хушăнсах пыни коллектив пысăк тĕллевсемпе пурăннине пĕлтерет тесе шухăш çуратрĕ.
- Хамăр лаптăксем çинче вырма ĕçĕсене вăхăтра вĕçлерĕмĕр, чăх-чĕп валли апат çителĕклĕ янтăларăмăр, сарайсемпе витесене хĕле тĕплĕ хатĕрлерĕмĕр. Пурнăçланă çак ĕçсене пăхсан эпир паян тесен паян хĕле кĕме хатĕр. Ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçин виçи пирĕн патăмăрта 15 пин тенкĕрен кая мар. Ыранхи кунпа пурăнса паян пирĕн механизаторсем çĕртме сухи тăваççĕ, - тесе ăнлантарнă май фабрикăн ĕç тăвакан директорĕ С. Шпарев пире кăçал туяннă комбикорм хатĕрлемелли мобильлĕ станци патне илсе пычĕ. Фабрикăна талăксерен 35 тонна комбикорм кирлĕ пулсан, Германире туса кăларнă çак станци сехетре 10 тонна паха апат хатĕрлеме пултарать. Ку вăл - ăнăçăвăн черетлĕ утăмĕ. Çакна шута илсех-тăр кунта кăçал 74 миллион штук экологи тĕлĕшĕнчен таса çăмарта илме пăхаççĕ. Сăмах май, фабрика ку ÿсĕме çитни иртнĕ çулсенче пулманччĕ-ха.
Черетлĕ ĕç коллективĕ - "Герой" хуçалăхăн Çĕньял Шурчари сĕт ферми. Вероника Степанова ертсе пыракан ферма ĕçченĕсем çитес хĕле яваплăха туйса хатĕрленеççĕ. Выльăх апачĕ кунта çителĕклĕ. Кĕрхи типĕ кунсемпе усă курса халĕ сарайсемпе ытти ĕç пÿлĕмĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
- Фермăна хĕл кунĕсене хатĕрлеме тата хамăр умра тăракан задачăсене татса пама пирĕн ĕçлекенсем çитеççĕ. Çавăнпа эпир çителĕклĕ усă курма тăрăшатпăр та. Юсав ĕçĕсене вĕçлесенех выльăхсем тăмалли сарайсене шуратма тата дезинфекцилеме палăртатпăр. Хамăр тĕллевсене пурнăçлама пирĕн майсем пур, - терĕ Вероника Владиславовна ĕнесене паян кĕтÿре кĕтÿç пăхнине тата тынасем электрокĕтÿç пур çаранта çÿренине палăртса.
"Герой" хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх сарайĕсенче тирпейлĕх вăй илсе пыни, витесенче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăсни курăнманни, ферма ĕçченĕсен активлăхĕ ку хуçалăх малашлăх ĕмĕтсемпе пурăнни пирки евитлерĕ.
Хамăр çитсе курнă фермăсенчи лару-тăрăва паян çапла пĕтĕмлетме майĕ пур: ĕç культурине тытса пыракан çыннăн ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕресси нихăçан та иккĕлентермест. Асăннă фермăсенчи ĕçченсен ĕç юратăвĕн палли ку.
РЕЙД УШКĂНĔ:
В. ПУШКОВА, район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕн пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ*
А. ФЕДОРОВА, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири выльăх тухтăрĕ*
А. БЕЛОВ, район хаçачĕн экономика пайĕн ертÿçи.