27 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕнче "Çемьери килĕшÿлĕхпе ăнланулăха сыхласа хăварасси" ятпа тĕрлĕ шайри представитель хутшăннипе "çавра сĕтел" калаçăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, хĕрарăмсен районти канашĕн ертÿçи Лилия Тарасова уçрĕ тата ертсе пычĕ.
- Паянхи черетлĕ ĕç çемьесем арканнин профилактикипе çыхăннă. Çирĕп çемье - çĕр-шыв тĕрекĕ. Шайлашуллă та лăпкă çемьере пурăнакан çын чăннипех те телейлĕ, çакă - кашниншĕн чи пĕлтерĕшли. Паянхи лару-тăру вара питĕ пăшăрхантарать, - терĕ Лилия Юрьевна калаçăва пуçланă май.
Чи малтанах ЗАГС пайĕн ертÿçи Елена Иванова пурне те хумхантарма тивĕç ыйтăва - çемьесем уйрăлнин кăтартăвне тата сăлтавне - тишкерчĕ.
Туй илемĕпе хавасланакан çамрăк мăшăр хăйне чи телейли пек туять. Анчах та вăхăт иртнĕ майăн чăн пурнăç пуçланать, йывăрлăх та тĕл пулать, тус-юлташсемпе ирттернĕ савăк самант вара - хыçра.
Анчах та çамрăксем кĕтменлĕхе парăнтарма тăрăшманни курăнать. Вĕсен шухăшĕпе халĕ пĕрне-пĕри чăтса пурăнмаççĕ. Çавăнпа та уйрăлма васкаççĕ пулĕ. Кăçал 130 (иртнĕ çул 129) çемье пĕрлешнĕ, 51 (59) мăшăр уйрăлнă. 45-шĕ суд йышăнăвĕпе, 6 мăшăр вара хăйсем калаçса татăлнипе çак утăма тума ЗАГС пайне килнĕ.
- Çемьесене уйрăлма çак самант та васкатрĕ пулас. Патшалăх пошлини 400 тенкĕрен 30 пин тенкĕне çитет текен калаçу тухнипе заявлени çыракан мăшăр чылайланчĕ. Суд йышăнăвĕпе уйрăлнисен, анчах та çакна ĕнентерекен патшалăх регистрацине алла илме ĕлкĕрейменнисен шухăшĕсем те улшăнчĕç, патшалăх пошлини çав шайрах, - терĕ Елена Иванова.
Çапах ырă улшăну та сисĕнет, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 8 уйрăлу сахалрах. Ытларах 25 - 39 çулхисем уйрăлаççĕ, чылай чухне çакă хĕрарăмсем пуçарнипе пулать. 50 çул урлă каçнă хăш-пĕр мăшăр та ĕмĕр вĕçне пĕрле утса тухма хирĕç иккен.
51 мăшăра мĕн хистенĕ-ха уйрăлма; Вĕсем каланă тăрăх 24-шĕн характерĕ шайлашман, 17-шĕ пурнăç çине тĕрлĕрен пăхнă, 5-шне алкоголизм чирĕ ура хунă, 4-шĕ айккинче тус-юлташ тупнă, 3-шне республика тулашĕнчи ĕç уйăрнă, 2-шĕн харпăр хăй çурчĕ пулман, 2 çемьере пусмăр çиеле тухнă, 1 мăшăрăн вара ача çук. Çапла вара çаксемшĕн "çемье", "юрату", "ача-пăча", "ответлăх" ăнлавсем сÿннĕ пулĕ. Тĕпчевçĕсем çапла çирĕплетеççĕ. Уйрăлу сывлăх çине те витĕм кÿрет. Ун пеккисем ытларах чирлеççĕ тата пурнăçран уйрăлаççĕ, çакă арçынсем хушшинче нумайрах палăрать.
Мăшăрсен уйрăлăвĕн суд процесне район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн специалисчĕсем те хутшăнаççĕ, енчен те вĕсенче çул çитменнисем тĕлĕшпе тупăшуллă ыйтусем пулсан.
- Иртнĕ çул çавăн йышши 51 заявлени пăхса тухнă. Кăçалхи 9 уйăхра 44 ĕç пулнă та ĕнтĕ. Çемье арканнин тĕп сăлтавĕ вара эрех ĕçнинче, харкашнинче, ниçта та ĕçлеменнинче, - палăртрĕ шухăшне асăннă сектор ертÿçи Ираида Кабуркина.
Август уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пирĕн районта пулнă май демографи лару-тăрăвĕ йĕркеллĕ маррине, уйрăлакансем йышлă пулнăран ачасем йывăрлăха лекнине палăртнăччĕ.
Çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комиссин ĕçне йĕркелекен сектор йывăр шăпаллă 127 çемьене кулленхи тимлĕхре тытать, вĕсенче 277 ача ÿсет, тулли мар 52 çемьере - 83 ача.
- Йывăр шăпаллă çемьесенче тăтăшах пулма тÿр килет. Чăннипех те çакăн пек лару-тăрура ачасем тертленеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ мĕн ĕçленине курса ÿсеççĕ. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ача пособийĕ валли документ пухма та ÿркенет, - терĕ Лариса Геннадьевна.
Тепĕр саманта та палăртмасăр иртес килмест. Уйрăлнă çемьесене анализ тунинчен çакă курăнать. Пĕтĕмĕшле илсен вара уйрăлакансем - вăтам тупăшлă, ăнăçлă пулнă çемьесем. Йывăр лару-тăруллисем хушшинче уйрăлакансем сахалтарах.
Йывăр лару-тăрăва ырă енне улăштарасси - пĕр кунхи ĕç мар. Çавăнпа та ачапа - пулас çемье членĕпе - вăл шкулта вĕреннĕ чухнех тимлеме пуçламалла. Çемье пурнăçĕн этикипе паллаштарни те вырăнлă. Иоанн атте те шкулпа тачă çыхăну тытма, ачасемпе профилактика калаçăвĕ ирттерме хатĕр. Ырă тĕслĕхрен вара ырă ĕç тума вĕренмелле. Кашни ялтах хисеплĕ мăшăрсем пурăнаççĕ. Вĕсене пирĕн асăрхама пĕлмелле. Ача хăй çирĕп çемьере пурăннине тата çемьен ытти пĕлтерĕшлĕ саманчĕ пирки сочиненире çырса кăтартма пултартăр. Çапла майпа "çемье", "килĕшÿ", "ача-пăча" ăнлавсен пĕлтерĕшне пĕрле ÿстерме тăрăшар. Çакăн пек шухăш патне пычĕç калаçăва хутшăнакансем.
Йăлтах пĕр тикĕс пулма пултарайманнине ăнланмалла, çапах та эрехне сахалрах ĕçсен тата пĕрне-пĕри ытларах хисеплесен ăнăçу ытлараххине ĕненмелле. Тĕрĕссипе вара йăлтах малтанхи пусăмран - хамăр çемьерен пуçланать. Уявсенче ача-пăча хăнапа танах сĕтел хушшине ларать, савăта пылак шыв ярса пĕр-пĕринпе шаклатса ĕçет. Вĕсен жаргонне итлер-ха тата. Малтанласа çакă питĕ кулăшла пек туйăнать пулас. Телеканалти мультсериалсем те пирĕн вăхăтри мар ĕнтĕ, вĕсенчи тĕп тема çапах та аслă çулхисенчисем валли.
Пĕр ача хăй тĕллĕн калаçать:
- Мĕншĕн-ха çынна икĕ алă кирлĕ; А-а-а! Пĕлтĕм! Пĕр аллипе аннерен тытăнмалла, тепринпе - аттерен! - тупсăмне тĕрĕс пĕлнĕрен хаваслăн кăшкăрать вăл.
Çынна чăннипех те икĕ алă кирлĕ вĕт, апла пулсан кашнин ялан пултăр вăл. Пĕр алăллă кăна хăварса никам шăпине те хуçар мар.
Р. Илларионова.