27 сентября 2014 г.
Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 606 номерлĕ "О мерах по реализации демографической политики Российской Федерации" Указне пурнăçлассипе те тимлет. Ачине виçĕ çула çитиччен пăхма отпуск илнĕ хĕрарăмсене професси ăсталăхне ÿстерме е урăх профессие вĕренме пулăшатпăр эпир. Çак услугăпа тивĕçтернĕ чух ачи виçĕ çула çитмен хĕрарăмсем ĕç параканпа ĕç килĕшĕвĕ тунипе туманни те пĕлтерĕшлĕ пулса тăмасть.
Ачана пăхма виçĕ çуллăх илнĕ отпуск - ĕçрен айккинче ирттернĕ вăрăм тапхăр. Çавăнпа та нумай чух хĕрарăмăн ĕçри ăсталăхĕ чакать. Ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе вара хĕрарăм майĕпен ăсталăха лайăх шая çитерет, çапла май вĕсем отпуск хыççăн ĕçе пăрахманнисемпе танах ĕçлеме пултараççĕ. Тепĕр майлă каласан ĕç патне таврăнсанах пурнăç уттипе тан пыма пуçлаççĕ.
2014 çулта эпир ачине виçĕ çула çитиччен пăхма отпуск илнĕ 13 хĕрарăма çапла майпа вĕрентме палăртса хунă. Ытларах чухне хĕрарăмсем ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисене суйлама тăрăшаççĕ: маникюрша, çĕвĕç, парикмахер, кассир-сутуçă, повар, "1С: Предприятие" операторĕ тата ытти те.
Çак услугăпа усă курнă хĕрарăмсем ĕçре ÿсĕмсем тăваççĕ. Пирĕн центрта та, вĕренÿ курсĕсем вăхăтĕнче те ĕç рынокĕпе лайăх паллашма пултарнăран вĕсен конкурентлăх шайĕ ÿсет. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем отпуск вăхăтĕнче вĕреннĕ хыççăн коллектива та, ĕçе те çăмăллăн хăнăхаççĕ.
Каларăмăр ĕнтĕ, асăннă услугăпа ĕç параканпа килĕшÿ туман хĕрарăмсене те тивĕçтеретпĕр. Çакна валли хĕрарăмсен паспортăн 1 тата 2 страницисен копийĕсене, ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна, ĕç кĕнекине, вĕренни çинчен калакан документа, перекет кĕнекине е карттине, гаранти çырăвне (вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ĕç паракан ĕçе илме шантарнă хут) тата вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вунă кун хушшинче ĕçе илесси çинчен калакан справка туса хатĕрлемелле.
Программăна хутшăнас тĕллевпе ĕç параканпа ĕç килĕшĕвĕ тунă хĕрарăмсен çак документсене илсе килмелле: хĕрарăмсене професси вĕрентĕвне хутшăнмалли заявка, унта вĕренекен хĕрарăмсен шутне кăтартни тата вĕсемшĕн мĕн чухлĕ укçа тÿленипе стипенди виçине те кăтартмалла* ĕç паракан патĕнче хĕрарăм илекен специальноçпа ĕç вырăнĕсем пулнине тата ăна валли мĕнле квалификаци кирлине палăртса çырнă хушу копийĕ* вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хĕрарăм ĕçлеме пултаракан ĕç вырăнĕсен переченĕ* хĕрарăма вĕреннĕ вăхăтра стипенди тÿлесе тăма укçа-тенкĕ пуррине çирĕплетекен документ (хыççăн çак суммăна саплаштарма)* вĕренсе пĕтернĕ хĕрарăмсене ĕçе вырнаçтарни çинчен калакан информаци кирлĕ. Çак документсене ĕç параканпа пĕрле хатĕрлемелле.
Хĕрарăмсен вĕреннĕшĕн укçа тÿлемелле мар, ку вĕренÿ тÿлевсĕрех. Вĕренме тытăннă тĕле ача виçĕ çул тултарманни тĕп условисенчен пĕри шуланать. Вĕренÿ курсĕсене Чăваш Енри ĕç рынокĕнче ытларах мĕнле професси е специальность кирлине шута хурса йĕркелеççĕ.
Çак ĕç хучĕсене хатĕрлессинче йывăрлăх çук, анчах та ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракан специалистсем тĕрлĕ ыйтупа килекене яланах пулăшма хатĕр. Кунсăр пуçне пирĕн патра яланах кирлĕ сĕнÿ-канаш та илме май пур. Çапла вара ĕçпе тивĕçтерекен центрта хĕрарăмсен интересĕсене, вĕсем хăш енĕпе вĕренес тенине те шута илеççĕ.
Вĕреннĕ вăхăтра вĕренÿ учрежденийĕнчи йĕркене пăхăнса вĕренмелле. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хĕрарăм алла е свидетельство, е диплом, е удостоверени илет.
Ача çуратнă хыççăн ăна тивĕçлĕ пăхса ÿстересси - питĕ ответлă та йывăр ĕç, çапах та çак отпуск вăхăтĕнче вĕренни çамрăк амăшĕсене малашне пысăк пулăшу кÿрет: ĕçре çитĕнÿсем тăвассинче те, çемьери лару-тăрăва лайăхлатассинче те. Çавăнпа та Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра килме ан ÿркенĕр, вăхăтпа тан пулма тăрăшăр.