Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтпа тан пымалла

27 сентября 2014 г.

 

Районти 14 ача садне, шкулсем çумĕнче йĕркеленĕ 16 ушкăна, кĕске вăхăтпа ĕçлекен 2 ушкăна тата 3 пуçламăш шкул-ача садне хальхи вăхăтра пурĕ 1706 ача çÿрет. Районта вара шкул çулне çитмен ачасем 2490 ытла. Виçĕ çул тултарнă тата аслăрах ачасене çак вĕренÿ учрежденийĕсене явăçтарассинче ыйту çук, черетсене пĕтернĕ. Шкулчченхи ÿсĕме çитнисен (5-6,5 çулти ачасем) 99 проценчĕ ача сачĕсене е ушкăнсене çÿрет.

Садиксене çÿрекен ачасемпе районта пурĕ 145 педагог ĕçлет, вĕсенчен 73,8 проценчĕ аслă пĕлÿ илнисем (республикăри кăтарту - 48,3 процент). Квалификаци категорине 129 педагог çирĕплетнĕ. Воспитательсен йышĕнче пысăк опыт пухма ĕлкĕрнĕ 71 çын вăй хурать. Юлашки çулсенче садикра ĕçлекен педагогсен ĕç укçи ÿссе пыни те уççăн палăрать. Акă кăçалхи пĕрремĕш çур çулта педагогсен вăтам ĕç укçи (отпуск укçи-тенкипе пĕрле) 21497 тенкĕпе танлашрĕ.

Асăннă пур вĕренÿ учрежденийĕнче те ачасем валли пуçламăш условисене пĕр пек йĕркеленĕ. Ачасене аталанма,  вĕсен пултарулăхне уçса пама ĕç условийĕсем те çителĕклĕ. Вĕренÿпе воспитани ĕçне ача сачĕсенче федерацин патшалăх стандарчĕсемпе (ФГОС) килĕшÿллĕн йĕркелесе пыраççĕ. Çавăнпа та ачасем пĕчĕкренех воспитательсемпе пĕрле проект ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ, тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕсене, конструировани ĕçне хутшăнма тытăнаççĕ. Юлашки çулсенче кун пек конкурссем питĕ нумай иртеççĕ. Вĕсенче çулсеренех "Солнышко", "Путене", "Василек", "Малыш", "Колокольчик", "Мечта" ача сачĕсем активлă хутшăнаççĕ.

Кăçал республикăри педагогсен августри конференцийĕнче шкулчченхи вĕренÿпе воспитани шайĕ вăхăт ыйтнинчен юлса пыни пирки сăмах пулчĕ. Çавăнпах ĕç мелĕсене тишкерсе чи лайăх май суйласа илсе ачасене малалла аталантармалла. Çакăнта ачасен хăйне евĕрлĕхне, пултарулăхне мала кăлармалла. Çак задачăсене ăнланса, вĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута хурса, пирĕн районти педагогсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ шайра, ФГОС ыйтнă пек йĕркелесе эффективлă пурнăçласса  шанатăп.

Шкул çулне çитмен ачасем валли условисем тăвасси çине район администрацийĕ яланах пысăк тимлĕх уйăрать. Акă кăçал та юсав ĕçĕсем чылай ача садĕнче пурнăçлама пултартăмăр. Хальхи вăхăтра пысăк калăпăшлă ĕçсем пыраççĕ: Москакассинчи "Колокольчик" ача сачĕн уйрăм котельнăйне хута яма хатĕрленессипе, Муркашра ача сачĕ пулмалли çурта реконструкцилессине çине тăрсах вĕçлессипе, Орининти "Золушка" ача садĕнче хушма ушкăн йĕркелессипе.

Паян вара районти шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче вăй хуракансене пурне те професси уявĕпе саламлатăп. Иксĕлми ăшă кăмăл, хастарлăх, чăтăмлăх тата ăнăçу сунатăп.

З. Дипломатова,

район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата

физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика