Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра

27 сентября 2014 г.

 

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен сентябрĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ канашлăвĕнче паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра сăмах пычĕ. Кусем вĕсем чи малтанах "Халăх инвентаризацийĕн" пĕрремĕш тапхăрĕн итогĕсем, уйăрнă çĕр участокĕсемпе тĕллевлĕ усă курасси, ыйтман çĕр участокĕсене муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетесси, ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи хуçасăр шутланакан производство объекчĕсене тупса палăртасси, шывпа тивĕçтермелли объектсене харпăрлăха çирĕплетесси, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе çитесси т. ыт. те. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ирттерчĕ.

Малтанах çавна палăртса хăвармалла. Хуçасăр çĕр участокĕсене шута илессин, пусă çаврăнăшне кĕртессин, вырăнсенчи хуçасăр объектсен шăпине татса парассин ыйтăвĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркинчен кăлармасть. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕнче те ку тĕлĕшпе çивĕч калаçу пулчĕ.

"Халăх инвентаризацийĕн" пĕрремĕш тапхăрĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Илья Захаров çак кăтартусемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмпе 227 çĕр участокне тишкернĕ. Вăл шутран ирĕклĕ çĕр участокĕсене 40, усă курманнисене 26  тупса палăртнă. 29 çĕр участокĕ тĕлĕшпе вара камăн харпăрлăхĕнче пулнине палăртма май килмен. Харпăрлăх правине çирĕплетекен документсăрах çĕр участокĕсемпе усă куракансем те пур-ха. Кун пек çĕр участокĕсене 132 шута илнĕ.

Ростислав Николаевич ку ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ епле пысăк пулнине палăртрĕ. Тĕрĕссипе хăш-пĕр çĕрте çĕр участокĕсемпе усă курассинче йĕрке тăвасси, усă курманнисене шута илесси, пусă çаврăнăшне кĕртесси, харпăрлăх хуçисене палăртасси çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрмаççĕ. Тĕллевлĕ усă курман çĕр участокĕсем те тĕрĕссипе сахал мар. Халăхпа ытларах ĕçлени кирлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна "Халăх инвентаризацийĕ" тенĕ. Çĕрпе усă курассинче çирĕп йĕрке туни вара налуксем тĕлĕшпе вырăнти бюджета укçа-тенкĕ ытларах пухăнассипе тÿрремĕнех çыхăннă.

2015 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче "Халăх инвентаризацийĕн" иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Унччен ĕçлемелли сахал мар. Çĕр участокĕсене тупса палăртнă май кашни объект тĕлĕшпе вĕсене пăхса тухнин акчĕсене хатĕрлес пулать, участоксен чиккисене палăртмалла, харпăрлăха çирĕплетмелле е арендăна памалла.

"Халăх инвентаризацийĕн" пĕлтерĕшне пурте ăнлансах çитереймеççĕ пулас. Ку вăл ирĕклĕ, усă курман çĕр участокĕсем тĕлĕшпе йĕрке тăвасси кăна мар. Хальхи вăхăтра хăйсен ирĕкĕпе çĕр участокĕсем йышăннисем, вĕсемпе палăртнă тĕллевпе мар тата харпăрлăх правине çирĕплетекен документсемсĕр усă куракансем сахал мар. Теприсен тата арендăри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсем тахçанах ял территорийĕсен чиккине лекнĕ. Апла пулсан аренда тÿлевĕ те урăх, пысăкрах пулмалла. Çавăнпа та ĕçлемелле те ĕçлемелле. "Халăх инвентаризацийĕн" иккĕмĕш тапхăрĕ валли вара тупса палăртнă пур çĕр участокĕсене те чикĕлесе тухас пулать.

Пай çĕрĕсемпе ĕçлесси те, ку ĕçе тахçанах тытăннă пулин те, хăйĕн актуаллăхне çухатмасть. Ыйтман  пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетесси вăраха тăсăлать. Паянхи куна илес пулсан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 9023 пай çĕрĕ тĕлĕшпе кăна харпăрлăх правине çирĕплетнĕ. Ку вăл район территорийĕнчи пĕтĕм пай  çĕрĕсен 59,7 проценчĕ пулать. Кунта вара камран тĕслĕх илмелли çук мар. Акă Уйкас Янасал, Çатракасси, Хорнуй, Катькас, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче çак ĕçе япăх мар йĕркеленĕ.

Çак вăхăта ыйтман пай çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 12577 гектарпа танлашать. Ку вăл 8421 пай çĕрĕ. Вăл шутран 3337 пай çĕрне муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетнĕ. Çак пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетес ĕçсене çине тăрса вĕçлеме кирлине палăртрĕ Ростислав Тимофеев. Унăн шучĕпе ял тăрăхĕсенче çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлеме конкретлă уйрăм специалиста çирĕплетни те ытлашши мар.

Пĕлтерĕшлĕ пысăк ыйту - унчченхи колхоз-совхозсен пушă ларакан выльăх-чĕрлĕх фермисен çурчĕсем, вĕсен шăпине татса парасси. Ку ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн районта пулнă чухне те çĕкленĕччĕ. Илья Захаров палăртнă тăрăх район территорийĕнче выльăх-чĕрлĕх тытса усрамалли çурт-йĕр 91 шутланать. Вăл шутран ĕçлекеннисем 30, ĕçлеменнисем 10,  51 ферма çурчĕ вара пачах пушă ларать. "Вĕсен харпăрлăх хуçисене тупса палăртас пулать. Хуçасăррисене вара муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетмелле, сутмалла е арендăна памалла, юрăхсăррисене пăсмалла, территорисене тасатмалла. Урăхла май пулма пултараймасть". Район администрацийĕн пуçлăхĕн Ростислав Тимофеевăн çак сăмахĕсене ниепле те хирĕçлеме май çук.

Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче шывпа тивĕçтересси проблемăллă ыйтусенчен пĕри шутланать. Малашне вара ку тĕлĕшпе йĕрке тума палăртаççĕ. Ял тăрăхĕсенче шывпа тивĕçтерсе тăрассипе районта ятарлă унитарлă предприяти йĕркелесшĕн. Унччен вара пур çĕрте те шыв башнисем йышăнакан çĕр участокĕсене чикĕлессине, шыв башнисемпе шыв пăрăхĕсен сечĕсене кадастр учетне тăратассине, муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетессине вĕçлемелле. Кашни объект тĕлĕшпе регистраци докуменчĕсемпе кадастр паспорчĕсем е харпăрлăх свидетельствисем илмелле. Унитарлă предприятие 2 - 3 ял тăрăхĕ валли кăна йĕркелеме май çук. Çавăнпа та пур ял тăрăхĕнче те çак ыйтăва татса парассипе çине тăма сĕнчĕ Ростислав Николаевич.

Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен вăхăт нумаях юлмасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никитин палăртнă тăрăх пĕтĕмĕшле илсен хатĕрленÿ ĕçĕсем вĕçленнĕ. "Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн 16 котельнăйĕн, нумай хваттерлĕ 37 çуртăн, социаллă сферăн 46 объекчĕн паспорчĕсене хатĕрлесе çитернĕ.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем канашлура çавăн пекех муниципалитетсен программисене туса хатĕрлессин ыйтăвне те сÿтсе яврĕç. Районта кун пек программăсене 14 туса хатĕрленĕ. Кашни ял тăрăхĕнчех çавăн пек программăсем 1 - 2-рен кая мар пулмалла. Мĕншĕн тесен муниципалитет программине кура вырăнти бюджета йĕркелеме тивет.

Ватă çынсен кунĕ çитсе килет. Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумĕ ирттериччен те вăхăт нумаях юлмасть. Вĕсене хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусем пирки те сăмах пычĕ канашлура. Çавăн пекех çынсен сывлăх шайне палăртма анкетировани ирттерессипе, районта ГТО нормативĕсене пурнăçлассине йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика