04 октября 2014 г.
Çирĕп çыхăну кирлĕ
Районта преступленисем тăвассине тата йĕрке пăсассине асăрхаттарассинчи чи пысăк ыйту - профилактика субъекчĕсем хушшинче тачă çыхăну çукки. Право йĕркине пăсассине асăрхаттарассипе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕнче шăпах çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне çитсе тухрĕç.
Ларура тăватă ыйту пăхса тухрĕç. Анчах та ÿсĕрле тунă преступленисем пирки калаçу çивĕч пулчĕ. Шалти ĕçсен министерствин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Евгений Плечов районта регистрациленĕ пур преступленин 44 процентне яхăн ÿсĕрле тунине палăртрĕ. Ытларахăшĕ - çыннăн пурнăçĕпе сывлăхне хирĕç тунисем: хĕнени, пĕлсе тăрсах сывлăха сиен кÿни, çынна вĕлерни тата ытти те. Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Юнкă, Ильинка тата Шетмĕпуç ял тăрăхĕсенчи лару-тăру уйрăмах пăшăрхантарнине пĕлтерчĕ вăл.
Халăх эрех ĕçнипе кĕрешесси тĕрлĕ енлĕн пурнăçланать, вĕсенчен пĕри - саккунсăр майпа спирт пур шĕвек сутнине тупса палăртасси те. Иртнĕ отчет тапхăрĕнче кун пек 8 тĕслĕхпе айăплисене явап тыттарнă. Комисси секретарĕ Лариса Петрова каланă тăрăх акă "Лотос" тата "Татьяна" суту-илÿ точкисем те спирт пур шĕвекпе сутă тума ирĕк паракан лицензи срокне малалла тăсмасса пĕлтернĕ. Ку та лайăх, анчах та ял тăрăхĕсенче вырăнти профилактика канашĕсем хăйсен тивĕçне куллен пурнăçласа пымаççĕ пулсан темĕнле лайăх утăм та мала кайма памасть. Çакна та палăртрĕ Евгений Иванович. Пĕрре преступлени тунă хыççăн татах çак утăма суйланисемпе те адреслă майпа ĕçлемеллине аса илтерчĕ вăл. Çапла кăна уйрăмах йывăр преступленисене асăрхаттарма пулать.
Çыннăн сывлăхĕпе пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратакан преступленисем ытларах çемьесенче тухаççĕ: 79 тĕслĕхре 44-шĕ хĕненипе çыхăннă, 7-шĕ - уйрăмах йывăррисем. Хăш-пĕр тĕслĕхе аса илтерсе Е. Плечов пур çĕрте те эрех айăплине каларĕ. Çавна май ку сферăра комиссин ĕçлемелли чылаййине те палăртрĕ, комиссин рольне те ÿстерме сĕнчĕ.
Районти нарколог врач А. Строганов пĕлтернĕ тăрăх хальхи вăхăтра диспансер учетĕнче 900 ытла çын тăрать-мĕн, вĕсенчен нумайăшĕ - "алкоголизм" диагнозпа. Учетрисенчен 32 çын кăна ĕçлекенсем, ыттисем е пачах та ĕçлемеççĕ, е вăхăтлăх республика тулашне кайса ĕçлесе килекенсем. Учетра тăракансемпе медицина ĕçченĕсем кирлĕ ĕç-пуç йĕркеленĕ ĕнтĕ. Анчах каллех кашни субъект хăй пĕлнĕ пек ĕçленипе ырă улшăну пулмассине палăртрĕç, медицина ĕçченĕсене район шайĕнче йĕркеленĕ профилактика кунĕсенче активлăрах хутшăнма сĕнчĕç.
Район прокурорĕ С. Павлов прокуратура ĕçченĕсем судьясемпе пĕрле çулталăкра пĕр хутчен те пулин пĕр-пĕр ял тăрăхĕнче пулса халăхпа курса калаçни те асăрхаттару ĕçĕн витĕмне ÿстерессинче пулăшнине палăртрĕ. Кун пек тĕл пулу Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче иртнĕ ĕнтĕ. Участковăйсем те халăх умĕнче тухса калаçнин витĕмĕ пур. Çакăн пек тĕл пулусене ял тăрăхĕсенчи актива кăна мар, йĕркене пăсма пултаракансене те явăçтарма сĕнчĕç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене.
Ларура районта 2014-2020 çулсем валли хатĕрленĕ "ЧР Муркаш районĕнче пурăнакансен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тата территорисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси" программăн "ЧР Муркаш районĕнче право йĕркине пăсасран асăрхаттарасси тата преступноçа хирĕç кĕрешесси" подпрограммипе палăртса хунă меропрятисем епле пурнăçланса пыни пирки те итлерĕç. Унпа пăхса хунă укçа-тенкĕпе вăхăтра усă курасси пирки те, 2014 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнчи 44 номерлĕ "Граждансен общество йĕркине сыхлассине хутшăнасси пирки" Федераци Саккунĕ тавра та, юсану учрежденийĕсенчен таврăннисене ĕçпе тивĕçтересси пирки те сăмах пулчĕ.
- Калаçу тĕрлĕ енлĕ пулчĕ, анчах та пирĕн тĕп задача паян - пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса асăрхаттару ĕçне туллин пурнăçласси, - пĕтĕмлетрĕ ларăва комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.
Н. Николаева.