04 октября 2014 г.
Таврари вăрмансемпе катасенчен ылтăн тĕс кайсах пĕтмен-ха. Апла пулин те юпа уйăхĕнчи сивĕ çил хĕл тепĕр утăм çывăхланнине систерет. Халăх сăмахлăхĕнче юпа уйăхĕ пирки ытарлă калани нумай. Çут çанталăкăн çак тапхăрĕ - ылтăн кĕркуннепе хура кĕркунне тĕл пулнă вăхăт. Ку чухне сивĕ кунсем ытларах пулаççĕ, ир-каç тăм ÿкме тытăнать. Çулçăсем тăкăннă май çаралнă улмуççисемпе çырла тĕммисем çинче сыхланса юлнă сăтăрçăсене, çĕрсе кайнă çимĕçсене асăрхама çăмăл. Вĕсене паянах пуçтарса тĕп тума тăрăшмалла.
Ăста пахчаçăн халĕ те сад-пахчаран кĕме вăхăт çук. Йăрансем çине авăн уйăхĕнче тислĕк тăкма ĕлкĕреймен пулсан юпа уйăхĕнче те ăна валли эсир каях юлман-ха. Юр айне укроп, шпинат, редис, сухан, ыхра, кишĕр, сельдерей акса-лартса хăварма йăрансем хатĕрлемелле. Уяр кунсен кашни сехечĕпе туллин усă курмалла.
Юпа уйăхĕ пирки халăхра çапла сăнанисем пур. Октябрь çĕре сарă çулçăпа та витет, юрпа та. Юпа уйăхĕнчи аслати юрсăр - кĕске те ăшă хĕле систерет. Тен сирĕн хăвăрăн сăнанисем пур - çырса пĕлтерĕр.
Малалла юпа уйăхĕнче пахчара куллен пурнăçламалли ĕçсен йĕркипе паллашар.
Юпа уйăхĕн 3 - 5-мĕшĕсем. Ÿсен-тăран лартма, шăварма тата апатлантарма мелсĕр кунсем. Нумай çул ÿсекен чечексене йывăç кĕрпипе, торфпа т. ыт. те хĕл валли витсе хумалла.
Юпа уйăхĕн 5 - 7-мĕшĕсем. Йывăçсемпе çырла тĕмĕсене типĕ туратсенчен касса иртме ăнăçсăр кун. Хĕл каçма пахча çимĕç, чечек вăррисем акса хăварма юрать. Пÿлĕмри чечексене шăвармалла, апатлантармалла. Çĕр çырли йăранĕсене хĕл каçма витмелле.
Юпа уйăхĕн 7 - 9-мĕшĕсем. Пахчара нимĕн те акма-лартма тата йывăçсемпе çырла тĕмĕсене пачах касса иртме юрамасть. Пÿлĕмри условисенче суханпа ыхра лартма юрать. Кăшлакан чĕр чунсем валли наркăмăш хурса тухмалла.
Юпа уйăхĕн 9 - 11-мĕшĕсем. Çĕр çырлине, чечексемпе декоративлă ÿсен-тăрана сивĕсенчен картламалла. Ăпăр-тапăра пуçтарса çунтармалла. Улмуççисене сыпмалли сапансем хатĕрлемелле.
Юпа уйăхĕн 11 - 14-мĕшĕсем. Нимĕн те акма-лартма, касса иртме, шăварма тата апатлантарма юрамасть. Путвалсемпе нÿхрепсене упрама хунă пахча çимĕçе тĕрĕслемелле.
Юпа уйăхĕн 14 - 16-мĕшĕсем. Çĕр çырлине, чечексемпе декоративлă ÿсен-тăрана сивĕсенчен картламалла. Хĕлле юр пусса амантасран çамрăк тĕмсемпе пĕр çулхи туратсене пĕр çыхха пухса çыхмалла. Çуркунне симĕсле çиме петрушкăпа сельдерей акса-лартса хăвармалла. Купăста йÿçĕтме меллĕ вăхăт.
Юпа уйăхĕн 16 - 19-мĕшĕсем. Пахчари çÿп-çапа пуçтарса пĕтермелле. Пÿлĕмри чечексене шăварма тата апатлантарма мелсĕр кунсем. Сивех мар пулсан жимолость, крыжовник, хурлăхан тĕммисене касса иртни ытлашши пулмасть. Путвалсемпе нÿхрепсене упрама хунă çимĕçсене тĕрĕслемелле. Симĕсле çиме пÿлĕмре суханпа ыхра лартма юрать.
Юпа уйăхĕн 19 - 21-мĕшĕсем. Сивве тÿсĕмлĕ чечексене юр айне акса хăвармалла. Кая юлса пулакан купăстана касма вăхăт. Çамрăк йывăçсен тураттисене шпагатпа кĕлтене пухса çыхмалла. Чечексемпе декоративлă ÿсен-тăрана сивĕсенчен картламалла. Шурă пуçлă купăстана йÿçĕтмелле.
Юпа уйăхĕн 21 - 23-мĕшĕсем. Пахчара юлнă ÿсен-тăрана йăлтах пуçтарса кĕртмелле. Улмуççи вуллисене шăшисем кăшласран хыр-чăрăш лăссисемпе çыхса хÿтĕлемелле. Симĕсле çиме пÿлĕмре ыхра, сухан, ытти çимĕç лартмалла. Сывлăш температури 5 - 8 градус сивĕ тăрать пулсан розăсене хĕл каçма витсе хумалла.
Юпа уйăхĕн 23 - 25-мĕшĕсем. Касма, лартма тата куçарса лартма юраман кунсем. Çĕр сивви 2-3 градуса çитме пултарать. Çавна май сивве тÿсĕмлĕ пĕр çул ÿсекен чечексене акма васкăр. Кая юлса пулакан купăстана касмалла. Палан консервлама пулать. Купăста йÿçĕтме меллĕ мар.
Юпа уйăхĕн 25 - 26-мĕшĕсем. Йывăçсене касса иртме мелсĕр вăхăт. Хăмла çырлине хĕл каçма çĕр çумне авса хурăр. Сывлăш температури 5-8 градус сивĕ тăрать пулсан роза чечек тĕммисене хĕл каçма витмелле. Купăста йÿçĕтме тата тăварлама юрăхлă.
Юпа уйăхĕн 26 - 28-мĕшĕсем. Йывăçсем çинчи типĕ туратсене иртмелле. Нумай çул ÿсекен чечексене йывăç кĕрпипе витмелле, торфпа, лăсăсемпе картламалла. Кăшлакан чĕр чунсем валли наркăмăш хурса тухмалла.
Юпа уйăхĕн 28 - 30-мĕшĕсем. Пÿлĕмре кресс-салат, симĕсле çиме çулçăллă горчица акмалла. Пÿлĕмри чечексене лартма та, куçарса лартма та юрăхлă.
Юпа уйăхĕн 30-31-мĕшĕсем. Ÿркенмесен пÿлĕмре апатра симĕсле усă курма ыхра, сухан лартсан ÿкĕнмелле пулмĕ. Купăста йÿçĕтме меллĕ кунсем пулнине шута илĕр.