Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра

04 октября 2014 г.

 

Обязательствăсем

пурте пурнăçланаççĕ

 

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Ларура "Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планланă 2016 çулпа 2017 çулхи республика бюджечĕ çинчен", "Обязательнăй медицина страхованийĕн Чăваш Республикинчи территори фончĕн 2015 çулхи тата планланă 2016 çулпа 2017 çулхи бюджечĕ çинчен" саккунсен проекчĕсене сÿтсе явнă. Тĕп финанс докуменчĕсене сÿтсе явма видеоконференци мелĕпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.

Бюджета ансат мар вăхăтра йышăнаççĕ пулин те, вăл социаллă тĕллевлĕ пулса тăнине, республика граждансем умĕнчи мĕн пур социаллă обязательствăсене пурнăçласа пынине палăртнă Михаил Игнатьев.

"Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планланă 2016 çулпа 2017 çулхи республика бюджечĕ çинчен" саккун проекчĕпе республика финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарнă. Республика бюджечĕ тупăшсем енĕпе 2015 çулта 33,4 млрд. 2016 çулта 35,3 млрд., 2017 çулта 36,9 млрд. тенкĕпе танлашмалла. Расхутсене çав çулсем валли 36,8 млрд., 37,7 млрд., 39,5 млрд. тенкĕ палăртнă.

2015 çулта вĕренÿ валли 11054,3 млн. тенкĕ, сывлăх сыхлавĕ валли 6770,3 млн. тенкĕ, республикăра пурăнакансем умĕнчи социаллă обязательствăсене пурнăçлама 7673,8 млн. тенкĕ уйăрĕç.

Обязательнăй медицина страхованийĕн Чăваш Республикинчи территори фончĕн 2015 çулхи тата планланă 2016 çулпа 2017 çулхи бюджечĕпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă. 2015 çулта фонд бюджечĕ 10570,5 млн., 2016 çулта 11152,2 млн., 2017 çулта 12416,6 млн. тенкĕпе танлашмалла.

 

Ĕçпе тивĕçтересси

лайăх шайра

 

Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ            М. Игнатьев Раççей ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕнчен М. Топилинран çыру илнĕ. Унта палăртнă тăрăх çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе Мордва, Удмурти, Чăваш Республикисенче ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Чăваш Ене ĕçсĕррисем тесе регистрациленисен шайĕ пĕчĕк регионсен шутĕнче асăннă. Раççейре кăçалхи пĕрремĕш çур çул итогĕсемпе ку кăтарту вăтамран 1,15 процентпа танлашнă пулсан, Чăваш Республикинче - 0,6 процент. Республикăра ĕçпе тивĕçтерекен органсене ĕç шыраса пыракансен 87,4 процентне ĕç тупса панă. Ку енĕпе республика Раççей субъекчĕсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнать. Инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессин шайĕ 66,4 процент пулнă (6-мĕш вырăн), ĕçсĕррисен шутне илнисен 13,9 процентне професси вĕренĕвне явăçтарнă (2-мĕш вырăн).

Республикăра çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă мероприятисем Чăваш Республикин 2012 - 2020 çулсем валли йышăннă "Çынсене ĕç тупма пулăшасси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ.

 

Предпринимательсене пулăшма

 

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2014 çулхи мартăн 31-мĕшĕнчи 476-р № хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикине "Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарасси" подпрограммăна пурнăçлассипе çыхăннă мероприятисене вăя кĕртме федераци бюджетĕнчен 142 млн. тенкĕ уйăрса панă. Республика Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх федераци субсидийĕпе Раççей Экономика аталанăвĕн министерстви ирĕк панă хыççăн усă курма пуçăнĕç.

 

Спорт форумне

хатĕрленсе

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 29-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина форума хатĕрленсе ирттерме укçа-тенкĕ уйăрасси пирки каласа панă. Расхутсен пĕтĕмĕшле смети 258 млн. ытла тенкĕпе танлашать. Вăл шутран 100 млн. тенкĕ федераци бюджетĕнчен, 34,6 млн. тенкĕ республика бюджетĕнчен, 124 млн. тенкĕ бюджетпа çыхăнман çăл куçсенчен уйăраççĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков форумпа çыхăнтарса ирттерекен тĕрлĕрен спорт мероприятийĕ çинче чарăнса тăнă. Йăлана кĕнĕ "Çăлтăрпа пĕрле зарядка" октябрĕн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре 10 сехетрен тытăнса 11 сехетчен иртет. 11 сехетре спорт парачĕ старт илет. Шăп кăнтăрла Хĕрлĕ тÿремре "Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи" ăмăртусем пуçланаççĕ. Çав вăхăтрах хулан тĕп сцена площадкинче савăнăçлă лару-тăрура Утассин пĕтĕм тĕнчери кунне уçаççĕ. 14 сехетрен тытăнса 18 сехетчен К. Маркс урамĕн тĕп тÿремĕ "Спорт бульварĕ" пулса тăрĕ. Кунта Шупашкарта йăлана кĕнĕ пур спорт тĕсĕпе ăмăртусем иртĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика