04 октября 2014 г.
Сентябрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та хутшăннă.
Канашлура нумай хваттерлĕ çуртсене ертсе пырассипе предпринимательство ĕç-хĕлне лицензилессин ыйтăвне сÿтсе явнă. Республикăри патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Олег Бирюков 2014 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне кĕнĕ тÿрлетÿсемпе паллаштарнă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн малашне нумай хваттерлĕ çуртсене ертсе пырассипе предпринимательство ĕç-хĕлне лицензилемелле пулать. Республикипе ертсе пыракан компанисен 136 ытла директорĕн лицензи илме экзамен тытма тивет. 2014 çулхи октябрьте вĕсен квалификаци экзаменĕ пулать, 2015 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара лицензи çук пулсан çак ĕçе явăçтармĕç.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева капиталлă строительство объекчĕсемпе çĕр участокĕсене регистрацилессипе тимлĕрех ĕçлени налук илмелли базăна пысăклатассипе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Кун пек объектсем çук мар, çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ку ыйтупа çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă республика Пуçлăхĕ.
Канашлура сÿтсе явнă тепĕр ыйту выльăх масарĕсем йышăнакан çĕр лаптăкĕсене патшалăх регистрацийĕ тăвассипе çыхăннă. Кун пирки республика патшалăх ветеринари службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Харитонов каласа панă. Чăваш Ен территорийĕнче выльăх масарĕсем 830. Вăл шутран 731-шне (80 процент) кадастр учетне тăратнă. 782 масарăн чиккисене палăртнă.
Муркаш районĕн территорийĕнче выльăх масарĕсем 84, вăл шутран Çĕпĕр чирĕпе çыхăнни 1. Ку выльăх масарне чикĕлесе кадастр учетне тăратнă. Ытти 83 масара та чикĕленĕ, 57-шне кадастр учетне тăратнă.
Канашлура территорисене тирпей-илем кĕртессин, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессин ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.