Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Порталта регистрациленме - МФЦ-на

04 октября 2014 г.

 

Чăваш Ен Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви республикăри нумай функциллĕ центрсен (МФЦ) сотрудникĕсемпе видеоконференци çыхăнăвĕн мелĕпе вĕренÿ семинарĕ ирттернĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту граждансене патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче нумай функциллĕ центрсенче регистрациленме май туса парассипе çыхăннă.

Аса илтеретпĕр, 2014 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче ансат мелпе регистрациленме май туса пачĕç. Халĕ кĕсье телефонĕн номерĕпе е электрон почтин адресĕпе усă курсах пĕрлехи порталта харпăр хăйĕн кабинетне йĕркелеме пулать. Анчах та çапла майпа регистрациленсен мĕн пур услугăпа усă курма май çук. Патшалăхăн тата муниципалитетăн пур услугипе те усă курас тесен вара харпăр хăйĕн кабинетĕнче çыннăн хăйĕн пирки сведенисене кĕртмелле: хушаматпа ята тата ашшĕ ятне, хăçан çуралнин датине, паспорт даннăйĕсене, СНИЛС.

Патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнчи мĕн пур услугăна электрон мелĕпе илме çын хăй кам пулнине çирĕплетни (çавна валли ятарлă код илни) кирлĕ. Ку тĕлĕшпе тĕрлĕ мелпе усă курма пулать: çирĕплетмелли код номерне Раççей Почти урлă çырупа илме заказ пама май пур (вăхăт икĕ эрнене яхăн иртет)* акционерсен "Ростелеком" обществин клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕсенчен пĕрне пыма пулать* квалификациллĕ электрон мелĕпе алă пуснин майĕпе е универсаллă электрон карттипе (картридерпа усă курса) код илме май пур.

Çывăх вăхăтрах вара республикăри кирек хăш нумай функциллĕ центрта та код илме май пулĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре çак сервиса тестлас ĕç пырать. Мĕн пур хатĕрленÿ ĕçне октябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Çапла вара патшалăх услугисене электрон мелĕпе илесси самай ансатланмалла.

Çавна палăртса хăвармалла. Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин даннăйĕсем тăрăх Чăваш Енре пурăнакансем хушшинче патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнисен шайĕ 6,54 процентпа танлашать. Вĕсем пурте электрон мелĕпе патшалăхăн федераци услугисене кăна мар, çавăн пекех регионăн тата муниципалитетăн 69 услугине те илме пултараççĕ. Сăмахран, порталпа усă курса мăшăрланнине регистрацилеме заявлени пама, ачана пăхса пурăннăшăн уйăхсерен тÿлекен пособие йĕркелеме, социаллă найм килĕшĕвĕпе пурăнмалли çурт-йĕр илме учета тăма т. ыт. те май пур.

Çынсене патшалăхăн тата муниципалитетăн услугисемпе пахалăхлă тивĕçтерессин, вĕсемпе усă курма пурне те майсем туса парассин темине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕрре кăна мар çĕклерĕ. 2014 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче, республика Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче республика Правительствин 2013 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки тухса калаçнă май, Михаил Васильевич çавна палăртрĕ. Çынсене "пĕр чÿрече" мелĕпе нумай функциллĕ центрсенче услугăсемпе тивĕçтерни тата вĕсене электрон мелĕпе илни граждансем тĕрлĕ справка илессишĕн инстанцисем тăрăх çÿрессине, чиновниксемпе хутшăнассине минимума çити чакарать, коррупци майĕсене самай пĕтерме пулăшать.

Чăваш Республикин Информаци политикипе

массăллă коммуникацисен министерстви.

 

Районта ку ĕç мĕнле пулса пынипе район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ Валерий ЛАВРЕНТЬЕВ паллаштарма кăмăл турĕ:

- Асăннă вĕренÿ семинарĕн ĕçне видеоконференци çыхăнăвĕн мелĕпе районти нумай функциллĕ центрăн мĕн пур ĕçченĕ тата эпĕ те хутшăнтăм. Сăмах унта нумай функциллĕ центрсенче патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче çынсен учет çыравĕсене çирĕплетекен пунктсем йĕркелесси пирки пычĕ.

Иртнĕ эрнерех ĕнтĕ Муркашри нумай функциллĕ центрта активаци кодне илессине (хăйсен учет çыравне патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче çирĕплетессине) йĕркеленĕ. Системăн тест тĕрĕслевĕсем ăнăçлă иртрĕç. Нумай функциллĕ центр сотрудникĕсем патшалăхăн федераци услугисене кăна мар, кунпа пĕрлех регионăн тата муниципалитетăн 69 услугине илме те май туса пама хатĕр.

Чăннипех те çак çĕнĕлĕх çынсемшĕн питĕ меллĕ. Енчен те унччен порталта регистрациленме Раççей почти урлă активаци кочĕ килессине икшер эрне кĕтмелле пулнă пулсан, халĕ ку ыйтăва МФЦ-ра темиçе минут хушшинчех татса параççĕ.

Сентябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне патшалăх услугисен порталĕнче Муркаш районĕнче 2137 çын регистрациленнĕ. Çакă вăл патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче çынсене регистрацилеме палăртнă виçен 17,79 проценчĕпе танлашать е районта пурăнакан çынсен пĕтĕм хисепĕн 6,1 проценчĕ пулать.

Шанатăп, тепĕр темиçе çултан патшалăх тата муниципалитет услугисене электрон мелĕпе илесси çĕр-шывра пурăнакан кашни çыншăнах пурнăç ыйтăвĕ пулса тăрĕ. Паян вара район хаçатне вулакансене пурне те патшалăх услугисен порталĕнче регистрациленме сĕнетĕп. Услугăсемпе электрон мелĕпе тивĕçтерессин условийĕсем пирки çывăхрах паллашма пултаратăр. Порталта хăвăр регистрацилентĕр пулсан, хăвăрăн тăвансем, çывăх çыннăрсем пирки те манса ан кайăр, вĕсене те регистрациленме пулăшăр. Çакă сире патшалăх тата муниципалитет услугисене хăвăрт тата пахалăхлă илме, ку системăна малалла аталанма пулăшĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика