04 октября 2014 г.
Пĕтĕмĕшле вĕренÿ тытăмĕнче пирĕн районта 424 педагог вăй хурать, вĕсенчен 372-шĕ - вĕрентÿ программипе çирĕплетнĕ предметсене вĕрентекен учительсем. Учительсенчен 95,3 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Квалификаци категорине çирĕплетсе панисем - 90,3 процент (республикăра - 81,4 процент), вĕсенчен аслă категорие çирĕплетнисем 15,3 процент чухлĕ (республикăра - 19,8 процент), пĕрремĕш категорие çирĕплетнисем - 70,8 процент (республикăра - 55,1 процент).
2013-2014 вĕренÿ çулĕнче педагогсен 15,6 проценчĕ аслă тата пĕрремĕш категорие хÿтĕлесе çирĕплетес тĕллевпе аттестацие хутшăнчĕ, педагогсен 24 проценчĕ хăйсен квалификацине ÿстерчĕ. Шкулта тивĕçлĕ квалификацисĕр ĕçлекенсен ыйтăвне татса парассипе тимлетпĕр. Çавна май юлашки виçĕ çулта 14 учитель ятарлă курссене вĕренсе пĕтерчĕ.
Çамрăк педагогсене шкула ĕçлеме явăçтарас тесе кадрсене тĕллевлĕ хатĕрлессине йĕркеленĕ. Çапла май И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе килĕшсе ĕçлетпĕр. Аслă шкулта тĕллев направленийĕпе вĕреннĕ пĕр çамрăк специалист кăçал районти шкулта ĕçлеме пуçларĕ.
Çамрăк учительсене социаллă пулăшупа тивĕçтерес тесе вĕсен ĕç стажĕ 3 çул çитиччен оклад çумне 0,5 чухлĕ коэффициент хушса тÿлеççĕ.
2014 çулта "Устойчивое развитие сельских территорий на 2014-2020 годы" федераци тĕллевлĕ программине хутшăнса вĕренÿ учрежденийĕсенче вăй хуракан 4 çамрăк специалист патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕ. Çапла май вĕсем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕç. Ку тĕллевпе черетре 35 çул тултарман тата 20 специалист тăрать.
2014 çулта пĕр педагог ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать.
"Вĕренÿ" наци проектне пурнăçлани класс ертÿçисен статусне çирĕплетме май пачĕ. Ял тăрăхĕсенчи шкулсенче 14 ачаран сахал мар ачаллă класпа вĕренÿпе воспитани ĕçне туса пыракан класс ертÿçисен ĕç укçи шутне кĕртсе федераци бюджетĕнчен хушма хавхалантару 1 пин тенкĕ тÿлеççĕ, вĕренÿ учрежденийĕсен бюджетĕнчен софинансировани шучĕпе - 300-350 тенкĕ таран. 2013 çулта класс ертÿçисен хавхалантарăвĕ вăтамран 1100,58 тенкĕпе танлашнă. 2005 çултан пуçласа çулленех "Чи лайăх класс ертÿçи" конкурс ирттеретпĕр. Ăна педагогика ĕçĕнче инноваци технологийĕсене усă курассин опытне сарас, класс ертÿçисен ĕçри кăмăл-туйăмне хăпартас тата вĕсене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Юлашки виçĕ çулта конкурсăн район тапхăрĕнче пурĕ 52 класс ертÿçи хутшăнчĕ, шкулсенче - 153. Кăçал республика тапхăрне Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта вăй хуракан класс ертÿçи Н. Варюхина хутшăнма тивĕçрĕ.
Пултаруллă педагогсем хастар ĕçленипе тĕрлĕ шайри конкурссенче, олимпиадăсенче ачасем лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Игорь Вячеславович Семенов (Мăн Сĕнтĕр шкулĕ), Елена Калистратовна Михайлова, Веста Николаевна Ананьева (Муркаш шкулĕ), Владислав Иванович Тихонов (Йÿçкасси шкулĕ) ертсе пынипе вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин регион тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăраççĕ. И. Семенов ертсе пыракан М. Шуйцев ячĕллĕ, В. Львов ертсе пыракан "Родина" çарпа патриот клубĕсен воспитанникĕсем çарпа спорт енĕпе иртекен ăмăртусенче тăтăшах район тата республика çĕнтерÿçисем пулма тивĕçеççĕ.
Юлашки çулсенче учительсен ĕç укçи палăрмаллах ÿсрĕ. 2014 çулти пĕрремĕш çур çулта отпуск укçине шута илсе палăртнă вăтам ĕç укçи 25163,23 тенкĕпе танлашрĕ (2013 çулта - 20425,4 тенкĕ), хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вăй хуракан педагогсен - 17896,67 тенкĕпе.
Кашни учителĕн хастар ĕçлеме майсем çителĕклĕ. Çавăнпа та учителĕн хăй суйланă ĕçе чунтан парăнса пурнăçлама тĕллевлĕ вăй хумалла кăна. Тăрăшсан ÿсĕмсем пулаççех.
Самантпа усă курса районти пур учителе те професси уявĕпе саламлатăп. Хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тивĕçлĕ пурнăçлама, ачасене тарăн пĕлÿ тата лайăх воспитани пама учительсене вăй-хал, çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, çемйисенче тăнăçлăхпа килĕшÿ сунатăп. Хастар та пуçаруллă пулма сĕнетĕп.
З. Дипломатова,
район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата
физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ.