Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ чукун çул пулатех

04 октября 2014 г.

 

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Раççей чукун çулĕ» АУОра Раççейри хăвăртлăхлă тата пысăк хăвăртлăхлă çÿревĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Общество  канашĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерĕ Александр Жуков тата «Раççей чукун çулĕ» АУОн пĕрремĕш вице-президенчĕ Александр Мишарин ертсе пынă канашлăвне хутшăннă. Унта пысăк хăвăртлăхлă «Мускав-Хусан-Екатеринбург» чукун çул магистралĕн «Мускав-Хусан» участокĕн строительствин малашлăхне сÿтсе явнă.

Ларăва уçнă май Александр Жуков пысăк хăвăртлăхлă магистраль строительстви çĕр-шывшăн экономикăн хăватлă ÿсĕмĕ пулассине, хальхи технологисене аталантарма, налук  пырса кĕрессине ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшассине палăртнă. «Проекта бюджетăн çăмăл мар условийĕсенче тытăнма тивет. Çапах та унта хывнă бюджет укçи уйрăм çынсен сумлă инвестицийĕсене илĕртме май парĕ», - палăртнă РФ Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерĕ.

Александр Мишарин шухăшĕпе  пысăк хăвăртлăхлă «Мускав-Ху-сан-Екатеринбург» магистраль - Раççейри малашлăхлă проектсенчен пĕри.

Проектлакан «Мускав-Хусан» трасса федерацин çĕр-шыв халăхĕн  20 проценчĕ пурăнакан çичĕ субъекчĕн  территорине пĕрлештерет. Магистраль Раççейĕн 12 миллионер-хулинчен 3-шне çыхăнтарать, пуйăссен хăвăртлăхне сехетре 400 километра çитерме тата пассажирсен çул çинчи вăхăтне перекетлеме май парать.

Пысăк хăвăртлăхлă «Мускав- Хусан» магистрале хута ярсан Чăваш Ен  2020 çул тĕлне 20 млрд  яхăн тенкĕ хушма тупăш илме пултарĕ, 2030 çул тĕлне - 43 млрд. Етĕрне, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри çĕрĕсемпе иртекен 118 километр трасса çинче Мăнал (Шупашкар районĕ) тата Полянки (Етĕрне районĕ) ялĕсем çывăхĕнче транспорт тата куçса лармалли хальхи йышши  икĕ комплекс  тума палăртаççĕ. Пысăк хăвăртлăхлă магистралĕн Шупашкар станцийĕ хулана çывăх пулать, Шупашкар магистральне халĕ ĕçлекен чукун çулпа çыхăнтарма палăртнă, çапла вара рельс тăрăх çÿрекен автобуса хута яма май килĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика