Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Учителе нихăçан та манмастăн"

04 октября 2014 г.

"Ача пуçламăш класра та, хыççăн та лайăх учительсем патĕнче вĕреннĕ пулсан, вăл хăйĕн пурнăç çулне чăнах та ăнăçлă пуçлать, мĕншĕн тесен учитель, шкул - пуçламăшсен пуçламăшĕ", - çапла палăртрĕ Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров Муркаш районĕнчи учительсене саламланă май. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Ванеркинăн салам сăмахĕсене çитерсе унăн ячĕпе учительсем валли "Чувашиякурорт" санаторие канма каймалли сертификатсем парнелерĕ.

Мĕн пур ăшă сăмахпа илемлĕ юрă-ташă çак кун учительсем валли пулчĕ: тĕрлĕ шкулта вĕренекен  ачасем, районти учительсен пĕрлештернĕ хорĕ (иртнĕ кунсенче вăл республикăри учительсен хорĕсен конкурсĕн зона тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ) хăйсен пултарулăхĕпе уяв тăршшĕпех кăмăла хăпартрĕç.

Кашни уяв пултаруллисене чысланипе паха. Кунта та чи хастаррисене Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерствин, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Чăваш Ен Вĕренÿ министерствин ачасене хушма пĕлÿ паракан "ЮНИТЕКС" центрĕн Тав çырăвĕсем, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе ытти шайри награда та чылай пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова та учительсене саламланă май хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне аса илчĕ, унран паян та канаш ыйтма пултарнишĕн савăннине пытармарĕ. "Шкулти пур саманта астумастăн, анчах та учителе вара нихăçан та манмастăн", - тесе питĕ тĕрĕс палăртрĕ вăл. Çавăнпах уява пухăннă ветеран педагогсене уйрăммăн тав туса вĕсем районăн "ылтăн" фончĕ пулнине палăртрĕ.

Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова учительсене саламласа вĕсене пысăк ăсталăхшăн тав сăмахĕ каларĕ. Вĕренÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе чысланă май шкул ачисен олимпиадисемпе конкурсĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ учительсене уйрăммăн палăртрĕ.

Паллах, çак уявра ветеран педагогсем чи сумлă хăнасем пулчĕç. Парнеленĕ чи çепĕç те ырă сăмахсемпе чечек çыххисем вĕсен сăн-питне те, чĕрисене те ăшăтрĕç.

Н. Николаева.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика