01 октября 2014 г.
Шăпа пÿрни тет умри йывăрлăхсене ыттисем çине тиеме хăнăхман чăваш çынни. Пирĕн паянхи тĕслĕхре те вăл çаплах килсе тухрĕ. Турай ял тăрăхĕнчи Анаткассинче пурăнакан Юлиана Филиппова та хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе тата ял пурнăçĕпе çыхăнтарнине шăпа пÿрни тесе пĕтĕмлетет.
1928 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче халĕ пурăнакан вырăнтах çуралнă Юлиана амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ пулнă. Çавăнпа та çĕр ĕçченĕн пĕтĕм йывăр ĕçне унăн та ачаллах хăйĕн хул пуççийĕ çине тиеме тивнĕ.
- Манăн ачалăхпа çамрăклăх Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе тÿр килчĕ. Çул çитсен эпĕ те шкула кайрăм. Анчах хам салтак çемйинчен пулманран 8 класс хыççăн малалла вĕренме май килмерĕ. Хамăн пурнăçăма вара çĕр ĕçĕпе çыхăнтартăм. Колхозра лашапа суха ĕçĕсем пурнăçлани, çĕр сÿрелени, ял çыннисемпе пĕрле çĕр улми лартни манăн кулленхи пурнăçăмăн ĕç сыпăкĕсем пулса тăчĕç. Йывăрлăхран хăраса ĕçрен тарса çÿременрен паян çын умĕнче пит хĕрелмест. Тĕрĕссипе вăл вăхăтра пĕр эпĕ çеç пулман ун пекки. Çавăнпа çĕнтертĕмĕр ĕнтĕ ирсĕр тăшмана, - терĕ пахчаран тирпейлесе кĕнĕ Юлиана Филипповна.
Юлиана Турай шкулне 5-мĕш класа кайнă чух пирĕн çĕр-шыва фашистла Германи вăрçăпа тапăнса кĕрет. Çав йывăр çулсем паян та Юлиана кинемей асĕнчех. Аслисене пулăшма шкула кайиччен те, уроксем хыççăн та кĕлте çыхма çÿрени, пур ĕçе те алăпа та лаша вăйĕпе пурнăçлани темĕн чухлĕ вăхăт иртсен те асран тухмасть.
Йывăр çулсенче ĕçре пиçĕхнĕ 86 çулхи кинемей паян та алă усса лармасть. Унăн килти хушма хуçалăхĕнче чăх-чĕпсĕр пуçне ĕне те пур. Вăл куллен 10 - 11-шер литр сĕт патшалăха сутни - асаннен паянхи паттăрлăхĕ. "Йывăр çулсенче те анне ĕнерен ютшăнман та, эпĕ паян мĕнрен кая;" - ыйтуллăн тинкерчĕ мана сĕт витри майлаштарса çакнă май Юлиана кинемей.
40 сотка пахчари ĕçсене вăхăтра пурнăçлассипе те кÿршисем пулăшнипе Юлиана Филипповна ял халăхĕнчен юлса пымасть. Çĕр улмийĕ те пур унта, суханĕпе ыхри те, хăярĕпе помидорĕ те, купăсти те.
Хăйĕн пурнăç ăнăçăвĕшĕн кÿршисене тав туса юлчĕ ĕç ветеранĕ.
А. БЕЛОВ.