01 октября 2014 г.
Нискасси ялĕнче пурăнакан Лидия Ильина çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Лидия Алексеевна - Чăваш АССР сывлăха сыхлассин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хăйĕн пĕтĕм ĕç пурнăçне вăл çынсен сывлăхне сыхлассине халалланă. 1946 çултан тытăнса 1983 çулччен Нискассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче тăрăшнă.
Аса илмелли, каласа памалли унăн сахал мар. Лидия Алексеевна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче 1924 çулта çуралнă.
- Андриян Николаевпа эпир пĕр ялтан, пĕр урамра пурăннă, пĕр шкултах вĕреннĕ. Пĕррехинче вăл пирĕн пата Нискассине килнĕччĕ. Вăл ман çине пăхать, эпĕ - ун çине. Эпĕ унран: "Шуршăл Лидине ас тăватăр-и;" - тесе ыйтрăм. «Паллах ас тăватăп тесе вăл мана пырса ыталарĕ», - аса илет Лидия Алексеевна.
Шкул хыççăн Л.А. Ильина Çĕрпÿри училищĕре вĕреннĕ, кайран вара направленипе Нискасси ялне лекнĕ. Кунта вырăнти çамрăк каччăна Петр Дмитриевича тĕл пулнă, пĕрлешсе çемье çавăрнă. "Нискасси - манăн тĕпленсе пурăнмалли вырăн", - çапла тĕв тунă ун чухне Л. Ильина. Мăшăрĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, вăрçă хыççăн çул-йĕр маçтăрĕнче, прорабра тăрăшнă. Шел пулин те, паян çук ĕнтĕ вăл çемйипе, мăшăрĕпе пĕрле.
Ильинсем виçĕ хĕр пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă. Нина, Галина тата Валентина халĕ пурте пенсире ĕнтĕ, амăшне пулăшма тăрăшаççĕ. "Вĕсем пулман пулсан 90 çула çити пурăнаймăттăм. Питĕ лайăх манăн вĕсем", - хăйĕн хĕрĕсем пирки каласа парать ватă амăшĕ. 3 мăнукĕпе 2 кĕçĕн мăнукĕ те асламăшне савăнăç кÿреççĕ.
90 çул тултарнă май юбиляра район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев саламларĕ. "Эсир сывлăх сыхлавĕн сферинче чылай çул ырми-канми тăрăшнă, çапла вара районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Чăннипех мухтанатпăр эпир сирĕнпе. Сирĕн çине пăхатăн та ниепле те 90 çул тултарнă тесе калас килмест. Сăпайлăх, оптимизм, интеллигентлăх тата чун илемĕ сирĕнте палăрса тăраççĕ", - терĕ Владислав Кириллович. Юбиляра вăл Раççей Президенчĕн В.В. Путинăн, район администрацийĕн пуçлăхĕн Р.Н. Тимофеевăн саламлă çырăвĕсене, асăнмалăх парне тата чечек çыххи пачĕ.
"Эсир ырă ĕç тунă - çынсене сыватассишĕн тăрăшнă. Чун ăшшишĕн халĕ те тав сăмахĕ калаççĕ вĕсем сире. Татах нумай çул пурăнмалла, юбилейсене паллă тумалла пултăр", - палăртрĕ районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Валентина Аникина.
Юбиляра саламласа тав сăмахĕсене Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Я. Кожевников, медицина ĕçченĕсем те каларĕç. Лидия Алексеевна ячĕпе вырăнти артистсем илемлĕ чăваш юррисене шăрантарчĕç.
"Мана саламлама кун чухлĕ çын килет тесе шухăшламан та. В.В. Путин патне çыру çырса ярса салам сăмахĕсемшĕн тав тăвас килет. Татах пурăнасчĕ, ватлăхра савăнса пурăнма паян пурте пур", - савăнăçне пытараймасть юбиляр.
Эпир те Лидия Алексеевнăна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр. Çумра яланах юратнă ачисем, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем пулччăр. Вĕсен чун ăшши ăна пурăнма хавал кÿтĕр.
Н. ГРИГОРЬЕВА.