01 октября 2014 г.
Эпĕ çамрăк-ха, анчах çĕр çинче ырă çынсем нумаййи пире те кулленхи пурнăçра курăнсах тăрать. Вĕсенчен пĕри - Шурчара пурăнакан манăн кукамай Дарья Кирилловна Терентьева. 1933 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнăскер, эпĕ хăйне тĕслĕхе лартнă пек, хăйĕн амăшне нумай çул иртнине пăхмасăрах ыррипе кăна аса илет. Ашшĕ - Кирилл Терентьевич - йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнăран 1941 çул пуçламăшĕнче Евдокия Ефимовна 5 ачипе тăрса юлать. Çăва тухсан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланать. Манăн кукамай ун чухне 8 çулта пулнă. Инçетри юнлă вăрçă чăваш ялĕсене те хуйхă-суйхă сахал мар илсе килнине унăн ачаллах курма тивнĕ. Вăрçă вăй питти арçынсемпе хуçалăхсенчи лашасене те фронта илсе кайнă. Хресченсем вăкăрсем кÿлсе суха тунă. Хĕллехи каçсенче хĕрарăмсем фронта валли чăлхасемпе алсишсем çыхнă. Тылра юлнисем окопсем чавма час-часах çÿренĕ.
Вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсем кашни утăмрах пулнă. Вĕсене ĕç кăна çĕнме пултарнине пирĕн кукамая амăшĕ куллен майлах аса илтерсе тăнă. "Ĕçлĕр! Ĕçлесен выçса вилмĕр", - тăтăшах вĕрентнĕ пепкисене 5 ачапа юлнă амăшĕ. Пирĕн кукамай çак сăмахсене ăша хывсах ÿснĕ. Вăрçă çулĕсенче 5 класс пĕтернĕ хĕр ача шкула çÿренĕ кунĕсене шутласан пĕр çул вĕреннĕ-ши - ытти вăхăт йăлтах ĕçре иртнĕ. "Шкула кайиччен кантăр хуралĕ тăни, ирлесе тата уроксем хыççăн авăн çапни паян та асра. Ĕçрен хăрамарăмăр та тăшмана та çĕнтертĕмĕр", - тет иртни патне таврăннă вăхăтсенче кукамай.
14 çул тултарсан вăл Иваново облаçне кĕтÿ пăхма тухса каять. Çу каçа унта ĕçлесе илнĕ укçапа хĕр ача киле пир тĕртмелли шурă çип туянса таврăнать. Килти кашни çынна хăй аллипе çĕнĕ кĕпе-тумтир çĕлесе çыхса парать вăл.
Яла таврăнсан та кукамай ял хуçалăх ĕçĕнчен пăрăнман. Сыснине те пăхнă вăл, ĕнине те сунă, пăрусем патĕнче те ятне ямасăр ĕçленĕ.
Яваплăха туйса ĕçленĕ хĕр ачана пăру кĕтĕвне сыватса тĕреклетсен вăл вăхăтри хуçалăх ертÿçи В. Соловьев мухтанине кукамай паян кунчченех асра тытать:
- Чăн-чăн ылтăн техник, - тесе лăпкарĕ Василий Егорович пĕтĕм халăх умĕнче унăн ĕçне ырласа.
Хыççăнхи çулсенче сысна ферминче ытларах ĕçленĕрен кукамай кунта та ырă ят хăварма ĕлкĕрнĕ. Пĕр ама пуçне вăтамран 26 çура илсе унăн ячĕ район хаçатĕнчи ĕç паттăрĕсен списокĕнче яланах малти ретре пулнă.
Ĕç ĕмĕрне выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлесе ирттернĕ кукамай паян хăйĕн хĕрĕ, пирĕн анне - Татьяна Ильинична Львова - выльăх тухтăрне вĕренсе хăйĕн ĕçне малалла тăснишĕн савăнать. Пире те - виçĕ мăнукне - ĕçе хăнăхтарать. "Ĕçлеме пĕлни пурнăçра кирлĕ пулать", - тет.
Эпир хамăр кукамая çав тери юрататпăр.
Валерия ЛЬВОВА, Шурча шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен.