01 октября 2014 г.
Сентябрĕн 25-мĕшĕнче район бюджет тупăшне ÿстерессин тата ĕç укçи вăхăтра та туллин тивĕçтернин ыйтăвĕсемпе тимлекен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи ведомствăсем хушшинчи комиссин черетлĕ анлă ларăвĕ пулчĕ. Комисси ĕçне Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ В. Иванов, Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ С. Аристова тата ыттисем хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем - уйрăм предприятисемпе организацисем налук тÿлес йĕркене пăхăнманни, ĕçлекенсем тĕлĕшпе официаллă мар тата пĕчĕк шалу укçи тÿлессипе усă курни. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ тата асăннă комисси ертÿçи Р. Тимофеев уçрĕ тата ертсе пычĕ.
Чи малтанах вăл районти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Январь - август уйăхĕсенче ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсем пĕтĕмпе 2009237 пин тенкĕлĕх (121,7 процент) продукци туса кăларнă. Ял хуçалăх продукцине 312352,3 пин тенкĕлĕх (115,9 процент) туса илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вара йывăрлăх палăрать. Промышленность предприятийĕсем 1696884,4 пин тенкĕлĕх (122,9 процент) продукци кăларнă. Çакăнта акционерсен "Шупашкарти "Сеспель" предприяти" хупă обществин тÿпи пысăк, вăл 1061409 пин тенкĕлĕх продукци хатĕрленĕ. Район бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕ 111124,7 пин тенкĕпе танлашать е çакă иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 96,1 процент.
- Районăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕ, социаллă пурнăçĕ налук пухăнасси епле пынипе тачă çыхăннă, ку вăл - вырăнти бюджетăн тĕп тытăмĕ, - терĕ Ростислав Николаевич.
Парăмçăсен лару-тăрăвне кашнине уйрăммăн С. Аристова тишкерÿ турĕ. Комисси итлевне чĕннĕ çак предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе специалисчĕсем килчĕç. "Свобода" хуçалăхри тĕп ĕç-хĕл - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. Ĕç укçи тивĕçлĕ шайра пулманран, налуксене вăхăтра тÿлеменрен хуçалăх ĕç-хĕлне комисси ларăвĕнче пăхса тухма йышăннă. Л. Петров ертÿçĕ кулленхи тÿлеве вăхăтра куçарма, пухăннă парăма декабрĕн 15-мĕшĕччен татма шантарчĕ.
"Спецтехсервис" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçи В. Лаврентьев пĕлтернĕ тăрăх кунти тĕп ĕç-хĕл - техникăпа ĕçлесси. Ĕç укçи калăпăшĕпе ĕçлекенсен хисепĕ шайлашуллă мар. Пĕтĕм парăма октябрĕн 15-мĕшĕччен татма, сентябрĕн 30-мĕшĕччен комиссине çĕнетнĕ штат расписанине тăратма сĕнчĕç.
"Бездна" чикĕллĕ яваплăхлă обществăра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлеççĕ. Хăш-пĕр ыйту çине Л. Николаева специалист хуравларĕ. Тÿлевсем енĕпе йывăрлăх палăрмасть, шалу укçи пĕчĕкки вара комисси членĕсене тивĕçтермест. Çавăнпа та октябрĕн 15-мĕшĕччен кая юлмасăр штат расписанине çĕнетме, тата ĕç укçи шайне ÿстерме хушрĕç. Ку хушăва пурнăçланин информацине асăннă комиссие тăратмалла.
"Фаворит" чикĕллĕ яваплăхлă обществăра кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе тимлеççĕ. Унăн ертÿçи С. Григорьев каланă тăрăх кунти ĕç вăхăтлăх чарăннă. Çапах та документ çинче штат тăрать, ĕç укçи калăпăшĕ пĕчĕк. Çавăнпа та çулталăк вĕçлениччен ĕç укçи шайне хăпартмалла, унăн калăпăшĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен кая пулмалла мар. Тĕрĕслев органĕсемпе асăннă общество хушшинчи йывăрлăха кĕске вăхăтра татса памалла.
"Созвездие" чикĕллĕ яваплăхлă общество ĕçĕпе А. Портнова паллаштарчĕ. Кунта ачасен канăвне йĕркелеççĕ. Документсем тăрăх ĕçлекенсен шалăвĕ чылай пĕчĕк, çавна май çак ыйтăва комисси членĕсем октябрĕн 5-мĕшĕччен уçăмлатма, çĕнетнĕ штат расписанине тата налук тÿленин документне тăратма хушрĕç.
Малалла асăннисем комисси итлевне килмен. Çавна май район прокуратурин "Юлия" тата "Мастерсити" чикĕллĕ яваплăхлă обществăсен ертÿçисене налук тÿлеттерессипе ĕçлемелле. Комисси членĕсен "Моргаушский" сĕт-çу завочĕн, унпа пĕрлех "Путь Ильича" агрофирмăн, "Моргаушкорм", "ВТМ", "Лотос", "Чувашавтоком", "Павлов и Ко" чикĕллĕ яваплăхлă обществăсен ĕç-хĕлне уйрăм тĕрĕслеве илмелле.
Асăннă организацисемпе предприятисен, уйрăм предпринимательсен парăмсене татмалла, кулленхи тÿлевсене вăхăтра куçармалла. Çакăн пек йышăну турĕç комисси членĕсем.
Кун йĕркинчи черетлĕ ыйту официаллă мар шалу укçине те пырса тиврĕ. Организаци, предприяти ертÿçи, вăл шутра уйрăм предприниматель те унта вăй хума явăçтаракана саккунпа килĕшÿллĕн йышăнмалла (ĕç килĕшĕвĕ, контракт йĕркелемелле тата ытти те), шалу укçипе официаллă майпа тивĕçтермелле. Саккун ыйтнине туллин пурнăçласан кăна ĕçлекен çын социаллă хÿтлĕхре шутланать. Районта вара ку тĕлĕшпе хальлĕхе лару-тăру тивĕçлĕ шайрах мар. Официаллă майпа тÿлемен ĕç укçи граждансен прависене хĕсĕрлет, çак пулăм вĕсене каярах тÿнтерле пырса тивет. Ку йĕркесĕрлĕх уйрăмах коммерциллĕ организацисен, уйрăм предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕнче аван курăнчĕ.
Ертÿçĕсем Ĕç Кодексĕн йĕркисене сĕмсĕррĕн пăсни палăрать. Вĕсем ĕçлекенсене Чăваш Республикинче пурăнма кирлĕ минимум виçинчен самай пĕчĕк тÿлеççĕ (официаллă документ тăрăх). Анчах та ĕçлекен çын çакăн пек йĕркесĕрлĕх ăна хăш енĕпе ура хуни пирки шухăшламасть, уншăн пулсан шалу укçи килтĕр.
Ĕç паракан мĕнле усламшăн тăрăшать-ха; Уйрăм çыннăн тупăшĕ çине хуракан налука (налог на доходы физических лиц) ĕçлекен тÿлет, бюджет мар фонда каякан тÿлевсене - ĕç паракан. Çапла вара ĕçлекен çыншăн пулсан шалу укçи пысăкрах пулни лайăх, ĕç паракан, паллах, бюджет тата бюджет мар фонда сахалрах куçарассишĕн тăрăшать. Вăй питти çулсенче çакăн пек тÿлев ĕçлекене тивĕçтерет те пулĕ, анчах умра - пулас пенси. Официаллă мар шалу пенси калăпăшне тÿрремĕнех пырса тивет.
Ĕç килĕшĕвĕсĕр, контрактсăр ĕçлекен çын социаллă хÿтлĕхе лекеймест, çакă вĕсен прависене хĕсĕрленипе çыхăннă. Çавна май асăннă категорин медицина страхованийĕн полисĕсем çук, ĕçлеме пултарайман тапхăршăн паракан пособие илеймеççĕ, çурт-йĕр туяннăшăн, вĕренÿпе сиплевшĕн тÿленин налук вычечĕпе, кредит илес йĕркепе туллин усă кураймаççĕ. Çапла вара ĕçлеме пултаракан çулсенчи çыннăн шалу укçинчен налук куçаймасть, çавна май вăл ыттисемпе пĕр тан мар праваллă пек курăнать. Официаллă мар ĕç укçи тĕлĕшпе право йĕркине сыхлакан органсем тĕрĕслевсем ирттереççĕ-ха, анчах та çак йĕркесĕрлĕхе сирессинче граждансен ăнланăвĕпе активлăхĕ те кирлĕ. Кашни çын социаллă правана хÿтĕлеме пултармалла.
Р. Илларионова.