Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн кулленхи тимлĕхе тивĕç

01 октября 2014 г.

 

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ умĕн район хаçачĕн сотрудникĕ районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕпе Валентина АНИКИНĂПА тĕл пулнă, патшалăх уйăракан социаллă хÿтлĕх майĕсене тивĕçекенсем çак куна мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илни пирки каласа пама ыйтнă:

- Ватă çынсен кунĕ вăл аслă ăру çыннисене хисеп туни кăна мар, ку вăл - ветерансемшĕн тимлесси ырă йăлана кĕни те. Ватă çынсен кунĕ пулин те, уявĕ çамрăк темелле. Ăна 1991 çултан тытăнса кăна паллă тăватпăр. Асăннă кун пире çулланнă çынсем тĕлĕшпе вĕçĕмех тимлĕх пулмалли пирки аса илтерсе тăма тивĕç. Ватă çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерсе пырасси пирĕн патшалăхăн тĕп задачисенчен пĕри пулса тăрать. Çапла вара социаллă пулăшăва тивĕçлисене патшалăх уйăхсерен укçа тÿлевĕсем, субсидисемпе пособисем уйăрса парать.

Паянхи куна пирĕн районта 9935 пенсионер пурăнать. Вăл шутран Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе вăрçă инваличĕсем 47 çын, вăрçăра вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсем 2 çын, вăрçă участникĕсен тăлăх мăшăрĕсемпе тыл ĕçченĕсем 1104 çын, ĕç ветеранĕсем 4015 çын. 11393 çын федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрса паракан социаллă пулăшу мелĕсемпе усă курать.

Социаллă пулăшу калăпăшĕ çултан-çул ÿссе пырать. Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме уйăхсерен укçа уйăрса параççĕ.

Социаллă хÿтлĕх пайĕ граждансене çурт-йĕрте пурăннăшăн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме субсидисемпе тивĕçтерессипе пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлать. Кăçал кăна 396 çемьене 3 млн. тенкĕ ытла субсиди уйăрса панă.

Инвалидсене, вăрçă участникĕсемпе вăрçăра вилнисен тăлăх мăшăрĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пырать. Социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă вĕсене пурăнмалли çурт-йĕр туянма укçа уйăрса парса пулăшатпăр. 2014 çулта 6 ветеран пурăнмалли çурт-йĕр туянма свидетельствăна тивĕçрĕ. Пĕтĕмĕшле вара 2009 - 2014 çулсенче 250 вăрçă ветеранĕпе 2 инвалид свидетельство илсе хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ. Черетре татах 6 ветеран. Свидетельствăпа тивĕçтерекен укçа тÿлевĕ 1050,66 пин тенкĕпе танлашать.

2014 çулта ватă çынсене медицина кăтартăвĕсене кура санаторипе курорт путевкисене 19 уйăрса патăмăр. Ĕç ветеранĕсемпе пенсионерсем 14 çын социаллă тата сывлăх сиплевĕн "Вега" центрĕнче хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарчĕ.

Ĕç стажне кура "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят парасси пирки йышăну тунăранпа Муркаш районĕнчи 1108 пенсионер çак ята илме пултарчĕ, удостоверени илнипе пĕрлех социаллă çăмăллăхсен правипе тивĕçлипе усă курма тытăнчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн ку ята парасси пирки Указĕ 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕчĕ. Çапла вара халĕ 45 çул ĕç стажĕ пур арçынсемпе 40 çул ĕç стажĕ пур хĕрарăмсем пенсие тухнă май "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ хыççăн уйăхсерен 1082 тенкĕ укçа тÿлевне илсе тăраççĕ, çыхăну услугисемшĕн 50 процент кăна тÿлеççĕ. 2014 çулта "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята 148 çын, "Ĕç ветеранĕ" ята 86 çын тивĕçрĕ.

Патшалăх тата общество тивĕçĕ - пирĕн аттесемпе асаттесене, аннесемпе асаннесене пулăшупа тата тимлĕхпе тивĕçтересси. Район территорийĕнче социаллă услугăсемпе тивĕçтерекен ятарлă 4 учреждени вырнаçнă. Кусем вĕсем çынсене социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерекен Муркашри центр, ватă çынсемпе инвалидсен Йÿçкассинчи 50 вырăнлă интернат çурчĕ, вăрçă тата ĕç ветеранĕсен Каршлăхри 25 вырăнлă интернат çурчĕ тата Шомикри 150 вырăнлă психоневрологи интерначĕ. Çынсене социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерекен центр çумĕнче Мăн Сĕнтĕрте ватă граждансен вăхăтлăх пурăнмалли 12 вырăнлă уйрăмне йĕркеленĕ. Пĕччен пурăнакан 95 ватă çынна хăйсен килĕсенче пăхса тăратпăр.

Ватă çынсемшĕн тимлесси, тăрăшасси - пирĕншĕн кашниншĕнех чи таса тивĕç. Ун пирки манма никамăн та право çук. Мĕншĕн тесен аслă ăру çыннисем - çĕр-шывăн ылтăн фончĕ, ырă йăла-йĕркесене упраса пурăнакансем. Вĕсем патриотизмăн, ĕçе парăнассипе пысăк тÿсĕмлĕхĕн тата оптимизмăн тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ.

Чылайăшĕ вĕсенчен ватлăх çулĕсене пăхмасăрах паянхи пурнăçра активлăхпа палăрса тăрать. Тивĕçлĕ канура пулин те, ветерансен юхăмне, çамрăк ăрăва патриотика тата нравственноç воспитанийĕ пама, культурăллă-массăллă мероприятисене активлă хутшăнаççĕ.

Пирĕн хисеплĕ ветерансем! Пĕтĕм чун-чĕререн сире çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, хăвăрăн ачăрсемпе мăнукăрсен юратăвĕпе хисепне, ăнăçу, çителĕклĕх тата чун-чĕре лăпкăлăхне сунатăп.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика