01 октября 2014 г.
Район администрацийĕн савăнăçлă йăла-йĕрке залĕнче ĕнер Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе ĕç ветеранĕсене, аслă ăру çыннисене чысларĕç. Ял тăрăхĕсенчен пухăннă чи хастар та чи маттур ĕçченсене çитсе килекен уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Ванеркин, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн çумĕ, агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ В. Вязов, ветерансен районти канашĕн председателĕ Е. Куликова, пенсионерсен союзĕн районти уйрăмĕн канашĕн председателĕ А. Скворцов саламласа тав сăмахĕсем каларĕç.
Пурнăçра халĕ те активлăхпа палăрса тăракан ватăсем, çемье çавăрса 50 çул хушши килĕштерсе пурăнакансем район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç, "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят илнисене удостоверенисем пачĕç. Пухăннисене Муркашри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ уяв концерчĕ парнелерĕ.
Сăн ÿкерчĕкре эсир хисеплĕ ватăсене - Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Кÿстерек ялĕнчи Зинаида Сорокинăна тата вырăнти ветерансен канашĕн председательне Зоя Романовăна куратăр. Ял тăрăхĕнче ирттерекен кирек епле мероприятире те активлă вĕсем.
В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ.