24 сентября 2014 г.
Сĕт тата сĕт продукчĕсене кăмăллакансене Шупашкар хули йыхравлать. Сентябрĕн 27-мĕшĕнче 10.00 сехетре "Николаевский" суту-илÿ комплексĕнче виççĕмĕш фестиваль уçăлать. Ăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ. Çакă сывă пурнăç йĕркине пропагандăлама тата çак продукта ытларах хаклама вĕрентме, хамăр патри паха продукци çине ытларах тимлĕх уйăрма пулăшмалла.
Кунта тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Аслисемшĕн те, кĕçĕннисешĕн те кăсăкли чылай: хавасли те, техĕмли те. Ачасем сăн ÿкерчĕк тăвассипе, сăвă йĕркисем шăрçалассипе ăмăртĕç. Ăсталăхпа палăрнисем парнеллĕ пулĕç, уйрăм ĕçсене ятарлă стенд çине вырнаçтарĕç. Аслисем те тĕрлĕ конкурса хутшăнĕç, концерт пăхма май пулĕ.
Фестивале хутшăнакан кашни çын сĕт продукчĕсенчен хатĕрленĕ апат-çимĕç тутанма тата туянма пултарать. Сĕт продукчĕсемпе косметикăра та анлă усă кураççĕ. Кăсăкланакансемшĕн косметолог, врач канашĕсем вырăнлă пулĕç.
Асăннă фестивале Мускав хулинчен "Союзмолоко" пĕрлĕхĕн ертÿçи Андрей Даниленко хутшăнма палăртнă. Вăл асăннă продукт туса илекенсен шухăш-кăмăлне шута илĕ. Район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕ пĕлтернĕ тăрăх фестивале Суворов яч. хис., Ильич. яч. хис. хуçалăхсем, "Свобода" хуçалăх тата "Путь Ильича" агрофирма хутшăнма палăртнă.
Р. Илларионова.