Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стартра - "çăлтăрсемпе" пĕрле

24 сентября 2014 г.

 

Иртнĕ вырсарни кун Пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ" чупу кунĕнче Муркашри стадионта чăн-чăн спорт уявĕ пулса иртрĕ.  Тин кăна ура çине çирĕп тăма вĕреннĕ ачаран пуçласа 72 çулхи ветерансемпе пĕрле стартра пирĕн районтан тухнă паллă спортсменсене те курма май пулчĕ: Раççей тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕсем Вера Соколовăпа (хăвăрт утасси) Татьяна Моисеева (биатлон), хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт маçтăрĕсем  Петр Трофимовпа Александр Яргунькин, спорт маçтăрĕ Василий Трофимов тренер-преподаватель.

Муркашри искусство шкулĕнче хушма пĕлÿ илекен ачасен хаваслă ташшисем пурне те сцена патне йыхравларĕç. Чылаййăн пухăннă-мĕн стадиона. Шкул ачисемпе пĕрлех ача сачĕсене çÿрекенсем те йышлă пулни тÿрех куçа курăнчĕ.

Шăпах ачалăхран спортпа туслашмалла. Çакна валли вара пирĕн районта  условисем çителĕклĕ.

- Халĕ ĕçлекен спортзалсемпе, тÿрем площадкăсемпе, сооруженисемпе пĕрлех Муркашри шкула хирĕç нумай функциллĕ спорт площадки те кĕçех хута каймалла, - пĕлтерчĕ хăйĕн салам сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.

Çакăнпа пĕрлех кашни тăваттăмĕш шкул ачи тĕрлĕ секцие çÿренине, районта пурăнакансен 34 процентне яхăн массăллă спортпа физкультурăра активлă пулнине те палăртрĕ вăл. "Наци кросне" килсе çитнĕ спортсменсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ.

- Пысăк спортри «çăлтăрсем» çакăн пек ăмăртусенче çуралаççĕ, - аса илтерчĕ вăл.

Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров та, Вера Соколова спортсменка та Муркашсене ăнăçлă старт сунчĕç.

Тупăшу чи пĕчĕккисенчен пуçланчĕ. Стадионта 250 метр чупса ăмăртрĕç вĕсем. Никам та ывăнтăм тесе калакан пулмарĕ, пурте хаваслă, пурте савăнăçлă - вĕсемпе пĕрле паллă спортсменсем те старта тухрĕç вĕт-ха. Нумайăшĕн çак старт район шайĕнчи пĕрремĕш старт пулчĕ. Акă "Малыш" ача садне çÿрекен Максим Аверкиев та пĕрремĕш хут ăмăртăва тухнă. "Манăн анне спортпа туслă, эпĕ те тухрăм, манăн аппа та паян кунта", - тет вăл именерех.

Шăпăрлансенчен мала тухакансем Оля Старцевăпа Станислав Петров пулчĕç. Ăмăртăва хутшăннă кашни ача ятарлă значока тивĕçрĕ. Кун пек хавхалантарнине воспитательсем те ырларĕç, ачасен хавхалантарăвĕ куç умĕнче пулни малалла та лайăх витĕм кÿнине каларĕç. Сăмах май "Солнышко" тата "Путене" ача сачĕсенчи воспитательсем йышлăччĕ. Ачасене кашни утăмрах ырă тĕслĕх кăтартмаллине асра тытаççĕ вĕсем.

Ырă тĕслĕхне ертÿçĕсем те кăтартрĕç: Р. Тимофеевпа тата В. Петровпа пĕрле старта районти нумай ертÿçĕ тухрĕ. Вĕсен йышĕнче район администрацийĕн пай ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем тата ыттисем те. Стадионта икĕ çаврăм чупса çаврăнчĕç вĕсем.

- Чупу мĕнлерех пулчĕ; - кăсăклантăм Вениамин Петровран.

- Питĕ лайăх, питĕ лайăх. Ачасене ытларах явăçтармалла пирĕн, хамăрăн тĕслĕхпе те, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Вениамин Иванович.

Хыççăн вара чăн-чăн хĕрÿ тупăшу пуçланчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмре ăмăртрĕç ачасем. Ачасем йышлă пулнăран вăтам тата тĕп шкулсен чупăвне уйăрма та тиврĕ судьясен. Вĕсен вара ку ăмăртура ĕçĕ чăн та çителĕклех пулчĕ.

Чи массăллă старт, Раççейри ытти çĕрти пекех, пирĕн патра та 12 сехетре пулчĕ - 60 ытла арçын ача стартран ыткăнчĕ. 1 çухрăм тăршшĕ дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕç вĕсем.

Ÿсĕм аслăрах пулнине кура дистанци те "ÿссе пычĕ". Уншăн вара никамăн та кăмăл пăсăлмарĕ. Сăнама тата мĕн тери интереслĕ пулчĕ. Сăртлă вырăнта трасса пĕтĕмпех алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Кам малта пыни, пĕр-пĕринчен иртсе кайни ачасемпе çамрăксен хатĕрленĕвне курма та май пачĕ. Çын кашни кун тренировкăна тухни, спортра пысăк çитĕнÿсем тăвас тĕллевли те палăрчĕ кунта. Спортсменсен ăсталăхне тата чупу техникине сăнама питĕ кăмăллă пулчĕ - ырă ăмсану та çуралчĕ.

Ĕç коллективĕсем те, ветерансем те чупăва хаваспах тухнă.

 - Пирĕн ăмăртас кăмăл пысăк. Çанталăкĕ те пире валлиех - ăшă, хĕвеллĕ, - теççĕ спорт ветеранĕсем Михаил Романовпа Аверкий Васильев.

Чи кĕçĕн хутшăнакансем Милана Петровăпа  Ангелина Архипова пулчĕç, чи асли - 73 çула пуснă Аверкий Васильев. Вĕсене пурне те уйрăммăн чысларĕç.

Çак чупу шайĕнче В. Егорова Олимп чемпионкин  парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Унăн çĕнтерÿçисем - Муркашри вăтам шкулăн, Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулăн тата Çатракасси ял тăрăхĕн командисем медаль-дипломсемпе пĕрлех кубоксене те тивĕçрĕç. Уйрăм стартсенче çаксем палăрчĕç: 2005-2007 çулсенче çуралнисен ÿсĕмĕнче Стас Лоцмановпа Оксана Алексеева çĕнтерчĕç* 2002 çулта çуралнисен тата кĕçĕнреххисен ÿсĕмĕнче - Екатерина Старцева тата Артем Кузнецов* 2000-2001 çулсенче çуралнисен ÿсĕмĕнче - Роман Куликов (чи хыçалтине пĕр çаврăм майлах хăварма пултарчĕ) тата Люда Семеновская* 1998-1999 çулсенче çуралнă яшсенчен - Кирилл Поствайкин, хĕрсенчен - Анна Милютина.

Хĕрарăмсен чупăвĕнче Ольга Терентьева палăрчĕ, арçынсен йышĕнче - Александр Ораин.

Ветерансем те ачасем пекех хаваслă кăмăл-туйăмли сисĕнче. Вĕсенчен Раиса Куликова культура ĕçченĕпе Мари Эл республикинчен килнĕ Ипполит Лобанов мала тухрĕç.

Спорт уявĕн кунĕ чăннипех хаваслă та массăллă иртрĕ.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика