24 сентября 2014 г.
Кĕрхи кунсен пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе пырать. Çанталăк юлашки вăхăтра хĕвеллĕ тăрать пулин те, кĕрхи йĕпе-сапапа сивĕ кунсем çитсе килесси пирки те манма юрамасть. Апла пулсан çурт-йĕре, хваттерсемпе вĕренÿ, культурăпа йăла, социаллă ытти объектсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçăниччен вăхăт нумаях юлмасть. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх службисем çак тапхăра мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ-ха; Çакăн пирки калаçу пуçартăм район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА тĕл пулнă май.
- Владимир Германович, хваттерсенче хăçан батарейăсем ăшăнма тытăнĕç-ха;
- Хваттерсемпе ытти объектсене хутса ăшăтма тытăнассипе ятарлă йĕрке çирĕплетнĕ. Таврари çанталăк 5 кун хушши 8 градус ăшă е унран каярах тăрать пулсан, централизациленĕ котельнăйсене ĕçлеттерме тытăнма пăхнă. Çавăн чухне хваттерсене те, социаллă ытти объектсене те ăшă пыма пуçăнĕ. Паян-ыранах хутса ăшăтмалли тапхăра пуçăнасси пирки калаймастпăр-ха. Хальлĕхе çанталăк ăшă тăрать.
- Централизациленĕ майпа ăшă парса тăракан миçе котельнăй ĕçлеме тытăнмалла кăçал; Вĕсене пурне те хутса ăшăтмалли тапхăр валли хатĕрлесе çитерме май килчĕ-и;
- Юсавпа хатĕрленÿ ĕçĕсене çу каçа япăх мар туса пытăмăр. Кăçалхи июнĕн 2-мĕшĕнчех район администрацийĕн "Муркаш районĕнчи топливăпа энергетика комплексне тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха 2014 - 2015 çулсенчи кĕркуннехи - хĕллехи тапхăр валли хатĕрлесси çинчен" йышăнăвне кăларнăччĕ. Йышăнупа килĕшÿллĕн ответлă тапхăр валли хатĕрленессин ĕçĕсене йĕркелесе пыма, объектсене хутса ăшăтмалли тапхăр валли мĕнле хатĕрлесе çитернине палăртма ĕç комиссийĕ йĕркеленĕччĕ. Унăн йышĕнче район администрацийĕн, акционерсен "Чувашэнерго" уçă обществин Муркашри филиалĕн, акционерсен "Чувашская энергосбытовая компания" уçă обществин Етĕрнери филиалĕн, Ростехнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн, газпа тивĕçтерекен предприятин Муркашри филиалĕн тата ытти ответлă çынсем.
Топливăпа энергетика комплексĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăр валли хатĕрлесе çитерессипе туса ирттермелли ĕçсен планне çирĕплетнĕччĕ. Мĕн пур хатĕрленÿ ĕçĕсене планпа килĕшÿллĕн туса пыма тăрăшрăмăр.
Хальхи вăхăтра централизациленĕ майпа ăшă парса тăракан ĕçлекен котельнăйсем 16. Вĕсем пурте ĕçе хатĕр ĕнтĕ. Çак котельнăйсенчен нумай хваттерлĕ 37 çурт ăшă илсе тăрать. Ку çуртсем Муркашра, Мăн Сĕнтĕрте, Ярапайкассинче, Ильинкăра, Ярославкăра, Йÿçкассинче вырнаçнă.
- Владимир Германович, пысăкрах мĕнле юсав ĕçĕсене туса ирттерме тиврĕ кăçал хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе;
- Вак-тĕвек юсав тата хатĕрленÿ ĕçĕсене пур котельнăйра та туса ирттернĕ. Вĕсем пурте ĕçлеттерме тытăнма хатĕр ĕнтĕ. Пысăкрах юсав ĕçĕсем пирки калас пулсан, Муркашри 1-мĕш тата 3-мĕш номерлĕ котельнăйсенче икшер газ хуранĕ, Мăн Сĕнтĕр шкулĕн котельнăйĕнче, Мăн Сĕнтĕрти 1-мĕш номерлĕ блок котельнăйĕнче тата 2-мĕш номерлĕ котельнăйра хурансене юсанă.
- Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра централизациленĕ майпа ăшă парса тăракан котельнăйсене ĕçлеттерни пысăк тăкаксемпе çыхăннă. Çухатусем пысăк. Çавна май ăшăшăн тÿлесси те ÿсет. Хваттерсемпе ытти объектсене харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалла тăвассипе ĕçсем мĕнле пыраççĕ-ши районта;
- Тăкаксемпе çухатусем пирки калани тĕрĕсех. Апла пулин те хваттерсене харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалла тăвасси, вĕренÿпе культура тата социаллă ытти объектсем валли модульлă уйрăм котельнăйсем тăвасси йÿнех кайса лармасть. Çакă пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Укçине вара хваттерсенче пурăнакансен хăйсен кĕсйинчен кăларма, тĕрлĕ объектсем валли район бюджетĕнчен уйăрма тивет. Çавăнпа та пур ĕçе те тăрук пурнăçлама ниепле те май çук. Акă иртнĕ çул Чуманкасси шкулĕпе кунти ача садне хăйсен уйрăм котельнăйĕсенчен хутса ăшăтмалла туса çитерме май килчĕ. Кăçал Москакасси шкулĕпе кунти "Колокольчик" ача садне хăйсен котельнăйĕсенчен хутса ăшăтма модульлă котельнăйĕсене хута яма пăхнăччĕ. Ахăртнех ку ĕçсене хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен вĕçлеме май пулмасть. Çавăнпа та малтанлăха кунти тĕп котельнăя ĕçлеттерме тивет тесе шухăшлатпăр.
Пĕтĕмĕшле илсен коммуналлă служба хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр темелле. Халĕ тепĕр хут тĕрĕслев ĕçĕсене туса ирттеретпĕр, тупса палăртнă вак-тĕвек ĕçсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшатпăр.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.