Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех ăсран кăларать

06 февраля 2013 г.

Кулленех эрех сиенĕ пирки çыратпăр-калатпăр. Унпа усă курассине чакарас тĕлĕшпе суту-илÿ ĕçĕнче тĕрлĕ çĕнĕлĕх кăлараççĕ, çапах та çынсен ăнланулăхĕ курăнсах каймасть темелле.

Акă нумаях пулмасть полици ĕçченĕсем патне пĕр шăнкăрав çитрĕ, хĕрарăм хăйне мăшкăллани пирки пĕлтерчĕ. Çавна май асăннă ĕçе тĕпчес, преступлени фактне тупса палăртас тĕлĕшпе следстви пулчĕ.

Ĕçĕ вара çапларах пулса иртнĕ.

Январĕн 15-мĕш каçхине Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи пĕр хĕрарăм çав тăрăхри тепĕр ялта пурăнакан амăшĕ патне кайма тухнă. Çул çинче вара вăл пĕлĕшне курать. Хайхи ырă чунлă арçын ăна çитес çĕре автомашинăпа леçсе хăварма шантарать. Паллах, çакă хĕрарăм кăмăлне çемçетет. Çапла вара вĕсем, шăкăл-шăкăл калаçса пыраканскерсем, чĕлхе-çăвара çемçетме шухăшлаççĕ. Арçын лавккаран икĕ кĕленче шурă эрех туянать. Паллах, хĕл кунĕнче уçă сывлăшрах черкке хыççăн черкке ÿпĕнтерме меллех те мар, çавăнпа та вĕсем вăхăтлăх хваттер шыраççĕ. Ăшă вырăнта хăналанма аванрах вĕт, çавăнпа та тепĕр арçын çуртне кĕреççĕ. Ĕç-пуç çапла çаврăнса пынине хĕрарăм хирĕçлемест, амăшĕ пирки вара пачах та манать пулас.

Вăхăт малаллах шăвать, кун каçа ĕçлесе ĕшеннĕ çынсем тахçанах канлĕ ыйхăра ĕнтĕ. Виçĕ тус-юлташ вара хаяр шĕвекпе иленет. Черкке хыççăн черкке пушатни шухăш-кăмăла çăмăллатать, асар-писер туйăм çуратса йăлтах манăçтарать...

Январĕн 16-мĕшĕ. Ытлашшипех ĕçнĕ пирки урăлса çитеймен-ха хĕрарăм, çавăнпа та пуçра арăш-пирĕш хуçаланать. Икĕ арçын тус вара каллех эрехпе иленет.

– Эпĕ пÿрт алăкне питĕрнине асăрхарăм. Çавăнпа та пуçра иккĕленÿллĕ шухăш çуралчĕ. Кунта пÿтсĕр ĕç пулман-и-ха, мана ирĕксĕрлемен-и-ха тесе шиклентĕм. Пуç вара вăрман пекех кашлатчĕ – мĕн тата кам кăмăлĕпе, ирĕкĕпе пулса иртнине аса илме те пултараймарăм. Çапах та вĕсен аллинчен хăтăлас тесе алăка тĕртсе уçрăм та пускил патне тухса чупрăм, – каласа парать хĕрарăм следстви вăхăтĕнче.

Çапла вара шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ, тенĕ евĕр сыхлăх шучĕпе тата «айăплисене» ответ тыттарас тĕллевпе полици ĕçченĕсем патне шăнкăравлать, хăйне ирĕксĕрленине тата мăшкăлланине пĕлтерет.

Анчах та следстви ирттернĕ май хĕсĕрленĕ-хĕненĕ факт палăрман. Хĕрарăм кăмăлне кура судпа медицина экспертизи ирттермен. Следстви комитечĕ ку тĕлĕшпе преступлени факчĕ çуккине тĕпе хурса уголовлă ĕç пуçарассине хирĕçлерĕ. Енчен те харпăр хăйне кашниех виçеллĕ тытма пĕлнĕ пулсан асăннă пăтăрмах тухмĕччĕ те.

И. Федотов,

аслă следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика