Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене вăхăтра татса пама шантарчĕç

06 февраля 2013 г.

Районта маларах ирттернĕ профилактика кунĕсем манăçа тухнă хыççăн вĕсен витĕмĕ курăмлă пулни пирки калаçу тепĕр хут çуралчĕ. Калаçу кăна мар, ĕçĕ те тапранчĕ. Иртнĕ çулхи декабрьте районти полици пайĕ хăйĕн вăйĕпе темиçе ял тăрăхне çитсе асăрхаттару мероприятийĕсем ирттернĕччĕ. Кăçал вара профилактика кунĕсене чăнах та комплекслă ирттерме йышăнчĕç.

Профилактика ушкăнĕ чи малтанах Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхне çитсе килме шутларĕ. Районти полици пайĕн сотрудникĕсем, çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем, йĕркелĕхе тытса тăма пулăшакан ытти субъект представителĕсем Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи депутатсемпе тата специалистсемпе пĕрле ушкăнсем çине пайланса ялсене çула тухрĕ. Тирпей-илем тытса тăрасси, йывăр лару-тăруллă çемьесем, учетра тăракан çынсем, хĕç-пăшала мĕнле упрани – пурне те тĕрĕслеме вăхăт тупрĕç вĕсем. Кунсăр пуçне эрех-сăра продукцине сутассинчи йĕркелĕхе тĕрĕслес тĕллевпе ял тăрăхĕнчи суту-илÿ точкисенче те пулчĕç.

Пуçа ыраттаракан ыйтусенчен пĕрремĕшĕ тÿрех куç умне тухрĕ – урамсенче йытă нумай çÿрени. Кушак пек пĕчĕккинчен пуçласа пĕчĕк пăру пеккисем таранах. Паллах, нумайăшĕн хуçисем пур: мăйĕсенче сăнчăрланă йĕр те кăшт палăрать, патнерех çывхарсан киле кĕрсе тараççĕ. Хуçисем «йытти вĕрет кăна, çыртмасть» тени вара саккунпа килĕшсе тăмасть. Административлă право нормисене пăснин кодексне алла илсе вуламалла кăна. Йытта сăнчăрта тытмасăр чупса çÿреттернĕшĕн хуçин миçе тенкĕ штраф тÿлемеллине питĕ ăнланмалла çырса панă унта. Йытă хуçисене ответ тыттарас тĕллевпе полицейскисен ял тăрăхĕнче пĕр протокол кăна мар çырма тиврĕ. Çын йĕркене хăçан тата мĕнле майпа пăсма пултарнине пур чух чухлаймастăн пулсан, йытă пирки калама чылай йывăртарах. Паян вăл ача çумĕнче ачашланĕ, ыран, тен, çав ачанах тапăнĕ те...

Урамсенче тирпей-илеме пăснă тĕслĕхсем чылай: пÿртсем умĕнче мĕн кăна çук пулĕ – кивелнĕ транспорт хатĕрĕнчен пуçласа вутă-шанкă куписем таранах. Тата тепĕр самант – каяш шывне урама тухса тăкни те пĕр кил умĕнче кăна мар. Тирпейлĕ кил хуçисен 40 сотка çинче çак шыв валли вырăнĕ те çукрах пулĕ çав. Анчах та каяша урама тухса тăксан саккунпа явап тытмалла.

Тепĕр çивĕч ыйту йывăр лару-тăруллă çемьесемпе çыхăннă. Акă Лап Олкашри пĕр çемьене çитсен çакăн пек ÿкерчĕк пулчĕ. Тăватă-пилĕк çулхи икĕ ача хăйсем мĕнле пĕлнĕ çапла выляççĕ, вырăн çинче кукамăшĕ тĕлĕрсе выртать (эпир кĕрсен тăрса ларчĕ), сĕтел çинче тăварланă килька пулă, кружкăпа юнашар пушатнă эрех черкки тата ытти чашăк-тирĕк... Ачине пăхма хăйĕн амăшне шанса панă пĕр хĕрĕ упăшкипе (сожителĕпе тесен тĕрĕсрех) пĕрле ирех ĕçе тухса кайнă. Тепĕр ачин амăшĕ вара Шупашкарта çĕнĕ çемье çавăрнă, пĕчĕк пепкине пăхать. Кунта унăн аслă ачи çапла пурăнни ăна шухăшлаттармасть те пулас. Кукамай ачасене «çирĕп» алăра тытни тÿрех палăрчĕ: темĕнле çепĕç калаçсан та ачасен çилленчĕк те хаяр кăмăлĕ çаврăнмарĕ. Ÿсĕр кукамăшĕн çăварĕнчен вара пĕр ырă сăмах та тухмарĕ. Хытах хăваланăран пирĕн ушкăн лару-тăрупа паллашса участковăй ĕçе кайнă амăшĕ валли повестка парса хăварнă хыççăн пÿртрен тухрĕ. Анчах та амăшĕ ĕçрен киличчен вĕри апат çирĕç-ши çак ачасем; Маларах кайса çакна пĕлтермелле: профилактика кунĕн пĕтĕмлетĕвĕнче çак çемье валли обществăлла воспитательсене çирĕплетрĕç.

Чылай çемьере пулма тÿр килчĕ çав кун. Нумайăшĕ пÿрте çут çанталăк газĕпе мар, халĕ те кăмака хутса ăшăтса пурăнать. Ял тăрăх газ пăрăхĕсене хунă вăхăта «сиссе юлайман» курăнать вĕсем.

Профилактика кунĕнче шкулпа çыхăннă икĕ ыйту çиеле тухрĕ. Пĕри – Мăн Сĕнтĕрти шкулта хĕр ачана çапнă тĕслĕх. Хĕр ача каланă тăрăх пĕрре кăна пулман çакă, ку хутĕнче те çав арçын ачах ăна пуçпа çапнă иккен. Хĕр ача çапнă вырăна (вăл шăпах профилактика кунĕнче пулнă) кăтартрĕ, ыратнине каларĕ. Çак ĕç-пуçа уçăмлатма пакунлисем пикенчĕç.

Тепĕр тĕслĕхĕ ялсенче пулнă май тухрĕ. Уроксем хыççăн шкултан килнĕ ача апат çинĕ хыççăн тÿрех ноутбук умне вырнаçса ларнă. Шкулта кружок-секцисем çук-им тесе кăсăклантăмăр. «Спорт секцийĕ çук, манăн унта çÿрес килет», – çапла каларĕ Мăн Хураçкари тĕп шкулта вĕренекен ача.

Çак материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра Мăн Хураçкари шкулпа телефонпа çыхăнтăмăр. Унтан пĕлтернĕ тăрăх шкулта ытти кружоксем пур, спорт секцийĕ вара чăнах та çук иккен. Технологи тата физкультура урокĕсене пĕр учитель ертсе пынăран вăл «Йывăçран касса кăларасси» кружока ертсе пырать-мĕн, спорт енĕпе вара ачасен ăмăртусем умĕн хушма тренировкăсем ирттернипех çырлахма тивет. Паллах, ку ыйту тĕлĕшпе шкултан кам та пулин профилактика кунĕн пĕтĕмлетĕвне пынă пулсан çийĕнчех мĕнле те пулин йышăну тума пулатчĕ пулĕ, анчах шкултан никам та килме вăхăт тупаймарĕ пулмалла.

Ял тăрăхĕнчи депутатсем йĕркелĕх çине сÿрĕккĕн пăхманни кăмăла хăпартрĕ. Акă депутатсен районти Пухăвĕн депутатне П. Воробьева Мăн Сĕнтĕрте транспорт шучĕ ÿсни, çавна май вĕсем хăвăртлăх режимне пăхăнманни пăшăрхантарать. Шкул умĕнче те, «Гигант» çулĕ енне тухмалли пăрăнчăкра та хăрушлăх пысăккине пĕлтерчĕ вăл. Çавăнпах ГИБДД сотрудникĕсем кунта тăтăшах пулни водительсене те, çуран çÿрекенсене те йĕркелĕхе хăнăхтарма пулăшассине калать депутат, хăрушлăха сирессипе транспорт çÿремелли маршрута та тепĕр хут пăхса тухма сĕнчĕ. Патрульпе пост служби Мăн Сĕнтĕрте час-час пулнин ырă енĕсем пирки ял тăрăхĕн депутачĕ Л. Ильгечкин: «Куртăр пулĕ, халĕ урамра та, паркра та эрех ĕçсе тăракансем çук», – тесе хĕпĕртесех пĕлтерчĕ. Куртăмăр – чăнах та çук.

Профилактика кунне пĕтĕмлетсе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова тата районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Григорьев каларĕç. Çакăн пек профилактика кунĕсем кирлипе, вĕсем кирек хăш вăхăтра ирттерсен те усăллă пулнипе ял тăрăхĕнчи обществăлла активлă çынсем пурте килĕшрĕç. Ĕçсĕррисем çине, ача сачĕсене çÿрекен ачасем çине тимлĕх ытларах уйăрмалли пирки те, хăш-пĕр çемьесене уйăхсерен ача-пăча пособийĕсене илме документсем хатĕрлеме пулăшмалли пирки те сăмах пулчĕ. Профилактика кунĕнче тухса тăнă ыйтусене татса парассипе туса ирттермелли ĕçсене палăртрĕç. Вĕсене вăхăта вăраха тăсмасăр пурнăçлама шантарчĕç.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика