06 февраля 2013 г.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă услуга тарифĕсене ÿстерме палăртнă. Çапла вара иртнĕ çулхипе кăçалхи тарифсене танлаштарсан сивĕ шывпа тата канализаципе усă курнăшăн 7, 6 процент, ăшăпа – 8, 5 процент, çутăпа – 10,1 процент, çут çанталăк газĕпе – 15 процент ытларах тÿлĕпĕр. Коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн çемьене, тупăш шайне кура, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви субсидипе тивĕçтерет. Çапла вара халăха коммуналлă услугăшăн тăкакланине саплаштарма республика бюджетĕнче 374 млн тенкĕ пăхса хунă. Тарифсемпе нормативсем тата тупăш шайĕ улшăннипе бюджет çулсеренех ÿссе пырать. Субсидипе тивĕçтерме уйăрнă укçа-тенкĕ малтанласа палăртнă тăрăх 27, 1 пин çемье валли çитмелле. Чăваш Республикинче иртнĕ çул 24 пин çемье субсидипе усă курнă, пĕр уйăхшăн тивекен вăтам субсиди калăпăшĕ 893, 7 тенкĕпе танлашнă. Районти ку тĕлĕшри лару-тăрупа паллашма социаллă пулăшу пайĕн тĕр эксперт специалисчĕпе Н. Васильевăпа калаçрăм.
– Районта коммуналлă услугăшăн паракан субсидие тивĕçекен йышлă-и?
– Иртнĕ çул районти 474 çемье коммуналлă услугăшăн паракан субсидие тивĕçрĕ. Пĕр уйăхшăн уйăракан вăтам субсиди калăпăшĕ 778,4 тенкĕпе танлашрĕ.
– Коммуналлă услугăсемшĕн социаллă пулăшупа тивĕçтересси хăш категорири çынсене пырса тивет.
– Паянхи кун тĕлне районти 2711 çын федераллă çăмăллăхпа, 3983 çын регионти çăмăллăхпа усă курать. Федераци шайĕнчи çăмăллăха тивĕçекенсем уйăхсерен укçан илсе тăраççĕ. Вăрçă инваличĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса инвалида тухнисем, вĕсен çемье членĕсем 391 тенкĕ илеççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене 391 тенкĕ, вĕсен çемье членĕсене 113 тенкĕ параççĕ. «Жителю блокадного Ленинграда» паллă тата инвалид ушкăнĕ пуррисем 391 тенкĕ, вĕсен çемье членĕсем 113 тенкĕ илеççĕ. Вăрçă, тытăçу ĕçĕсен ветеранĕсем, вĕсен çемье членĕсем 113 тенкĕ илеççĕ. Пурнăçран уйрăлнă вăрçă инваличĕсен çемье членĕсем, Аслă Отечественнăй тата ытти вăрçа хутшăннисем 391 тенкĕне, вĕсен çемье членĕсем 113 тенкĕне тивĕçеççĕ. Инвалидсене 736 тенкĕ параççĕ. Инвалид ача пур çемьери кашни çын пуçне 736 тенкĕ, анчах та коммуналлă услугăшăн тăкакланнинчен пысăк мар уйăраççĕ.
Регион шайĕнчи çăмăллăхпа усă куракансем те уйăхсерен паракан тÿлеве тивĕçеççĕ. Ĕç ветеранĕсене 1026 тенкĕ параççĕ, реабилитациленисене – 2456 тенкĕ. Политика репрессийĕсене пула шар курнисем 2187 тенкĕ илеççĕ.
Ялти специалистсене – патшалăх тата муниципаллă культура учрежденийĕсенче, сывлăх сыхлавĕнче, социаллă пулăшура, ветеринаринче, вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене коммуналлă услугăшăн тăкакланине уйăхсерен 926 тенкĕ саплаштараççĕ.
– Ялти специалистсене коммуналлă услугăшăн тÿлекен укçа калăпăшĕ вĕсем хăш районта пурăннинчен килет-и?
– Уйăхсерен паракан тÿлев калăпăшĕ специалист вăл е ку районта пурăннипе те çыхăннă. Республикăри социаллă стандарт нормине 18 тăваткал метрпа шутлаççĕ, çавăн пекех кунта коммуналлă услугăсен хакĕ кĕрет. Тĕрлĕ сăлтава пула Чăваш Республикинчи районсенче коммуналлă услугăшăн тÿлесси пĕр шайра мар.
Р. Илларионова
калаçнă.