06 февраля 2013 г.
Февралĕн 2-мĕшĕнче Сталинград патĕнчи çапăçусенче фашистсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитрĕ. Çак çапăçăва хутшăннă ентешсенчен паян районта иккĕн кăна юлчĕç. Юнкăра çуралнă Г. Илугин тата Муркашри А. Капитонов. Çак историнче паллă куна 90 çул тултарнă Григорий Никифорович Волгоградра хăй юн тăкнă вырăнсенче паллă турĕ. Чăваш Республикинчен кайнă пĕртен-пĕр салтак пулчĕ вăл. Юбилейпа тата çак историллĕ кунпа ăна Р. Тимофеев çула тухиччен пĕр кун маларах саламланăччĕ.
Февралĕн 2-мĕшĕнче вара Ростислав Николаевич Сталинграда хÿтĕленĕ тепĕр салтака А. Капитонова 70 çул каялла тунă Çĕнтерÿпе саламларĕ:
– Тавах Сире Çĕнтерÿшĕн, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн, вăрçă хыççăн тăван район аталанăвĕшĕн ырми-канми вăй хунăшăн, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Вăл шур çÿçлĕ салтака Тав çырăвĕпе пĕрле чĕрĕ чечек çыххи тата асăнмалăх парне пачĕ. Ростислав Николаевич çавăн пекех Алексей Капитоновича Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн тата Волгоград облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн С. Боженовăн салам открыткисене пачĕ.
– Пурăнмах çĕнтернĕ Эсир çак хаяр çапăçура. 100 çултан та иртмелле пултăр, – терĕ Ростислав Николаевич çитес уйăхра 93 çул тултаракан Алексей Капитоновича.
Вăрçă пуçлансанах разведчиксем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнăскер, Сталинград патне лекиччен аманма та ĕлкĕрет. Госпитальтен тухсан тÿрех – Сталинград енне.
Телевизорпа та пăхма йывăр халь çав хăрушă çапăçусене. Алексей Капитонович вара унта пулнă, чĕрĕ юлма пултарнă. Чăннипех те пулать иккен çĕр çинче тĕлĕнтермĕш. Çав хаяр та хăрушă çапăçусенче салтаксем вăтамран 3 кун та пурăнайманнине (Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусем вăхăтĕнче салтаксем вăтамран 2,8 кун пурăнма пултарнă теççĕ халĕ историксем) шутласан пушшех те. Алексей Капитонович хăй пĕрремĕш хут çапăçăва кĕнине те лайăх астăвать. Пĕрле çапăçăва кĕнĕ 20 салтакран 4 кăна чĕррĕн юлнă. Малти линире çапăçаканскер, иккĕмĕш хут аманать.
1943 çулхи январьте шартлама сивĕ тăнă. 55 градуслă сивве чăтаймасăр нимĕçсем парăнма пуçланă. Нимĕçсен кимĕ кĕперсем пулнă. Вĕсене плена илнĕ хыççăн пирĕннисем çав кĕперсемпе усă курнă. 120 çынран тăракан пирĕннисен 104-мĕш кимĕ кĕпер батальонне минерсем, шоферсем, разведчиксем кĕнĕ. Капитонов та çуран çарсене çул уçса пыракан çак батальонтаччĕ.
Дон çинчи Ростов патĕнчи çапăçусене те лайăх астăвать Алексей Капитонович. Унтан Белоруссие, Украинăна, Польшăна ирĕке кăлараççĕ. Пĕрмаях çуран çарсене çул уçса парса пынă.
Пĕррехинче разведкăна кайнă юлташĕсем пĕрин хыççăн тепри таврăнайманнине те лайăх астăвать вăл. 4-мĕш хутĕнче ун патне черет çитет. Алексей гранатăпа нимĕçсен снайперне пĕтерет – перкелешÿ пуçланать. Унăн икĕ юлташĕ вилмеллех аманать, Капитонов госпитале лекет.
Пурĕ 4 хут аманнă вăл, юлашки хут – вăрçăн юлашки кунĕнче. Çĕнтерĕве госпитальте кĕтсе илнĕ салтак.
Вăрçă хыççăн ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра ĕçлет. Çара кайиччен çĕвĕç пулнăскер, качча каяс хĕрсене туй кĕписем те еплерех хитре çĕлесе паратчĕ тата. Мăшăрĕпе Анастасия Ефимовнăпа 1950 çулта пĕрлешеççĕ. Виçĕ ывăл çитĕнтернĕ.
Паян вара вăрçă ветеранĕ мăшăрĕпе çĕнĕ хваттерте пурăнать. Вĕсен 7 мăнук тата 3 кĕçĕн мăнук.
– Тавах Раççей тата Чăваш Республикин Правительствисене, район администрацине аслă ăру çыннисене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, çĕнĕ хваттерпе тивĕçтернĕшĕн, – теççĕ вĕсем.
А. Капитонова çак кун çавăн пекех район пуçлăхĕ – депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И. Николаев, ЧР Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалисчĕ Н. Васильева, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев, районти ветерансен канашĕн ертÿçи М. Виноградова саламларĕç. Муркашри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Юрий Жуков композитор ертсе пыракан «Илем» ансамбль Капитоновсене илемлĕ юрăсем парнелерĕ.
Л. ПАВЛОВА.