06 февраля 2013 г.
Январĕн 20-мĕшĕнче «О донорстве крови и ее компонентов» Федераллă саккун вăя кĕчĕ. Вăл юн тата унăн компоненчĕсене парассипе эффективлă та хальхи вăхăта тивĕçтерекен тытăм туса хума тивĕç. Кунпа пĕрлех – çак пархатарлă ĕçе хутшăнма çынсене право тата экономика тĕлĕшĕнчен лайăх условисем туса пама та.
Саккун юн тÿлевсĕр тата тÿлевлĕ парассине палăртса çирĕплетет. Ун тăрăх донорсене юн (е тата унăн компоненчĕсене) панă кун тÿлевсĕр апатлантармалла. Маларах донорсене укçа панă. Анчах та çав укçапа кам мĕнле пĕлнĕ çапла усă курнă. Донорăн вара йĕркеллĕ апатланмалла. Анчах та донора, вăл ытти чухне юн тÿлевсĕр парать пулин те, юн яракан станци хăй чĕнсе илсен, сăмахран, уяв кунĕсенче, çĕрлехи сменăра, канмалли кунсенче тата вырăнсене тухса ирттермелли Донор кунĕсенче, саккунпа килĕ-шÿллĕн, укçа тÿлемелле.
«Раççейĕн хисеплĕ донорĕ» паллăна пăрахăçламан, анчах та çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн ку ята юн тÿлевсĕр паракансем кăна тивĕçме пултараççĕ.
Юн тÿлевлĕ парассин тĕслĕхĕсене Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин ятарлă хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Сăмахран, донорăн юнĕнче тата (е) унăн компоненчĕсенче юнăн сайра-хутра тĕл пулакан фенотипĕ пулсан, юнра эритроцитсен хăш-пĕр антигенĕсем пулмасан тата ытти хăш-пĕр тĕслĕхсенче. Çак хушупах тÿлев суммисене те палăртнă.
Саккунра донорсен юнне хатĕрлеме, упрама тата ăна пĕр вырăнтан тепĕр вырăна илсе кайма уйрăм çын аллинчи организацисен ирĕк çуккине çирĕплетнĕ. Çапла вара ку юн пахалăхĕ çине лайăх витĕм кÿмелле. Кунсăр пуçне Раççейре патшалăхăн пĕтĕмĕшле автоматизациленĕ юн банкне те туса хума палăртаççĕ.
Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин юн яракан станцийĕнчи даннăйсем тăрăх пирĕн республикăра пурĕ 17 пин донора регистрациленĕ, вĕсенчен 1100 донор кăна – юн тÿлевлĕ паракансем.
Сăмах май каласан нумай ют çĕр-шывра юн парасси тÿлевсĕр. Апла пулин те акă Инди юн парассипе Гиннес рекорчĕсен кĕнекине те пĕрре мар кĕнĕ. Японире вара юн паракансене мар, юн паман çынсене тĕл пулма йывăртарах-мĕн. Хула урамĕсенче çынсене юн пама явăçтарассипе яланах агитаци мероприятийĕсем иртеççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн тĕпчевĕсем донорсем ыттисенчен вăтамран 5 çул нумайрах пурăннине çирĕплетеççĕ. Унăн сăлтавĕ те паллă – çĕнĕ юн туса кăларма организмри чылай клетка çĕнелет. Çапла вара организмăн иммунитечĕ те тăтăшах çĕнĕ вăй илсе тăрать. Апла пулсан пархатарлă ĕç туни хамăршăнах усăллă.
Н. Николаева.