20 сентября 2014 г.
Усăллă, кирлĕ тĕл пулусем
Акционерсен "Чувашская топливная компания" уçă обществин генеральнăй директорĕ Юрий Иванов тата район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ Валерий Лаврентьев информаци кунĕнче Ильинка ял тăрăхĕнче пулчĕç. Тĕл пулусене Ильинка ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп эксперт специалисчĕ Галина Силантьева та хутшăнчĕ.
Мăн Сĕнтĕр райповĕн "Союз" суту-илÿ центрĕ ("Продукты" тата "Промтовары" магазинсем) тата Михаил Бычков уйрăм предпринимателĕн "Юман" магазинĕпе кафе тĕп усадьбăра юнашарах вырнаçнă. Юрий Иванович малтанах вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кăмăл турĕ. Хăш-пĕр апат-çимĕç продукчĕсене ют çĕр-шывсенчен кÿрсе килессине чикĕленине пула магазинсенче продукци ассортименчĕ чухăнланман-и; Хаксем ÿссе кайман-и; Ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтерме майсем çителĕклĕ-и; Çак ыйтусемпе кăсăкланчĕ информаци ушкăнĕн ертÿçи.
"Продукты" магазинра ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ темелле. Ку е вăл продукци çукки палăрмасть. Аш-пăшне тата унран хатĕрленĕ продукцие ытларах Вăрнарти тата Етĕрнери аш-какай комбиначĕсенчен кÿрсе килеççĕ. Ытти продукци те пĕтĕмĕшле илсен хамăр патриех. Суту-илÿ предприятийĕ Мăн Сĕнтĕр райповĕн системине кĕрет, çавна май таварсене централизациленĕ майпа райпоран кÿрсе килессине йĕркеленĕ.
Кунпа пĕрлех предприяти уйрăм предпринимательсемпе ĕçлет. Ку е вăл тавар мĕн чухлĕ, хăш вăхăта кирлине кура унпа тивĕçтерсе тăракан предпринимательсем пур. Çавăн пекех сутуçăсем килти хуçалăхсенче ĕне тытакансенчен сĕт пухассине те туса пыраççĕ.
Мăн Сĕнтĕр райповĕ, Чăвашпотребсоюз системипе илес пулсан, ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри. Тавар çаврăнăш калăпăшĕ çуллен ÿссе пырать. Коллектива Центросоюз шайĕнче те пĕрре кăна мар палăртнă. Çак ÿсĕмре Ильинкăсен тÿпи те пурах. Алкоголь продукцийĕ туянасси чакса пырать пулин те, сутуçăсем ваккăн тавар сутассин пĕтĕмшле калăпăшне чакарма шутламаççĕ.
- Эсир хăш магазинта та пулин паян хура çăкăра пĕр буханкине 16 тенкĕпе, шурă çăнăхран пĕçернине 16 тенкĕ те 50 пуспа сутнине курнă-и; Çитменнине пахалăхне хаклама пултаратăр, - терĕ чикĕллĕ яваплăхлă "Юман" кафе" общество директорĕ Михаил Бычков.
Михаил Ананьевич каласа панă тăрăх вăл Шупашкарта та, ытти çĕрте те çăкăр завочĕсенче пулса курнă. Вĕсенче пуринче те çăкăра хальхи технологипе усă курса электричествăпа е газпа ĕçлекен кăмакасенче пĕçереççĕ. Ку магазина вара çăкăрпа Мари Республикинчи предприниматель тивĕçтерет. Çăкăра вăл авалхи меслетпе усă курса кирпĕч кăмакара пĕçерет иккен. Ял çыннисем каласа панă тăрăх кунтан кÿрсе килнĕ çăкăр эрне хушши усрас пулсан та кăвакарса каймасть, хăйĕн пахалăхне çухатмасть.
Тавар кÿрсе паракан предпринимательсемпе тачă çыхăнса ĕçлессине йĕркеленĕ. Ку е вăл апат-çимĕç продукцине мĕн чухлĕ сутăннине кура кăна илсе килеççĕ. Çавăнпа та вăл сентре çинче эрни-эрнипе выртса пăсăлмасть. Аш продукчĕсене Михаил Ананьевич Лапсарти чикĕллĕ яваплăхлă "Юрма" агрохолдинг" обществăран тата Мари Республикинчен кÿрсе тăрать. Пĕремĕк, печени, сăра таврашĕ - ытларахăшĕ пĕтĕмпех хамăр республикăра туса кăларни. Мăн Сĕнтĕрти çăкăр заводĕнчен илсе килекен пылак шыва çынсем хаваспах туянаççĕ.
Магазинпа юнашарах кафе ĕçлет. Куллен кунта апатланакан сахал мар. Çывăх вăхăтрах вара çуртăн иккĕмĕш хутĕнче банкет залне уçасшăн. Ку та кирлĕ. Мĕншĕн тесен туйсемпе юбилейсем, ытти тĕрлĕ мероприяти ирттерме хальхи вăхăтра Ильинкăра вырăн çукрах.
Сăмах май çавна та каласа хăварас пулать. Михаил Бычкова ял çыннисем депутатсен Ильинка ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн депутатне суйланă. Çавна май ял тăрăхĕн шайĕнче иртекен мероприятисене вăл чи активлă хутшăнакансенчен пĕри, унăн спонсор пулăшăвĕпе те час-часах усă кураççĕ.
Информаци ушкăнĕ Ильинкăри вăтам шкулăн учительсен коллективĕпе те тĕл пулчĕ. 2012 çулта Ильинка шкулĕ 150 çулхи юбилейне паллă тунăччĕ. Шкулăн икĕ хутлă çуртне хута яни вара 32 çул. Шкулта таса, хăтлă, тирпейлĕ. Çак илемлĕх территорие кĕрсенех куç умне пулать. Йĕри-тавра ачасен вăйĕпе акса-лартса ÿстернĕ чечексем ешернине курсан кĕр çитсе килнине те туймастăн.
Шкулта 104 ача вĕренет. Вăл шутра Украинăран куçса килнисен 2 ачи кунти шкула çÿреме тытăннă. Ытти вĕренекенсемпе хутшăнусем йĕркеллех пулни пирки пĕлтерчĕ шкул директорĕ Надежда Иванова.
Информаци кунĕн темисем çинче чарăнса тăнă май ушкăн членĕсем Юрий Ивановичпа Валерий Григорьевич Шупашкарта октябрĕн 9 - 11-мĕшĕсенче ирттерекен спорт форумĕ республикăшăн, республика влаç органĕсемшĕн, Чăваш Енре пурăнакан кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ событи пулса тăнине палăртрĕç. Пирĕн задача вара - хамăра кăтартма пултарни, унта активлă хутшăнасси. Тĕнче шайĕнче иртекен çак мероприятие 50 таран çĕр-шыв делегацийĕ хутшăнмалла вĕт-ха. Çакă республика тĕп хулине Мускав, Санкт-Петербург хулисен шайне кăларать.
Валерий Лаврентьев вара çавăн пирки те асăрхаттарчĕ. Форум мероприятийĕсем Шупашкарта иртеççĕ пулин те, делегацисем пирĕн района та килме пултараççĕ. Апла пулсан ку самант пирки те асра тытни кирлĕ.
Республика представителĕ Юрий Иванов районта пушар хăрушсăрлăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Çак вăхăта район территорийĕнче 30 пушар пулни, вĕсенче 3 çыннăн пурнăçĕ татăлни, сиен 4 млн. ытла тенкĕпе танлашни йĕркеллĕ пулăм мар. Хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă май вара ку ыйтăва куç ытамĕнчен вĕçертмелле мар.
Тĕл пулура вĕренÿпе çыхăннă ыйтусене çĕклекенсем пулчĕç. Хальхи вăхăтра ытти пур предмета та наци программине тĕпе хурса вĕрентессине йĕркеленĕ. Математикăна вара вырăс шкулĕсем валли хатĕрленĕ программăна тĕпе хурса вĕрентме тивет.
Çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсем те ыйтусем çуратаççĕ. Ытларах чухне вĕренÿ пособийĕсемпе, учебниксемпе тивĕçтересси пирки калаçаççĕ. Вĕренÿ стандарчĕсенче вара учебниксемпе кăна мар, вĕренÿпе методика комплекчĕсемпе тивĕçтересси пирки сăмах пырать. Унта кашни предметпах вĕренÿ тетрачĕсем те, методика материалĕ те, ытти те пулмалла. Кун пек комплектсемпе учительсене тивĕçтермеллех.
Юлашкинчен вара Валерий Лаврентьев çĕнĕ информаци технологийĕсемпе анлăрах усă курма пуçăнмалли пирки сăмах пуçармасăр пултараймарĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ хыççăн патшалăх тата муниципалитет услугисенчен чылайăшĕнпе килтен тухмасăрах усă курма пулать. Вăхăт иртнĕ май вĕсен шучĕ ÿссех пырĕ. Услугăсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр "виçĕ чÿрече" мелĕпе Муркашра ĕçлет, унăн филиалĕсене районти 15 библиотекăра уçнă. Хальхи вăхăтра патшалăх услугисен порталĕнче регистрациленесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ăнсăртран мар. Ку енĕпе район кăтартăвĕсем чаплах мар. Ильинка шкулĕпе илес пулсан пĕрлехи порталта регистрациленнисем пĕр çын та çук. Хамăр вара вĕрентекенсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла тетпĕр. Валерий Григорьевич порталта регистрациленессин мелĕсем, çакăн усси пирки тĕплĕ чарăнса тăчĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.
"Экологишĕн пирĕнтен кашниех яваплă"
Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Катькас ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ çул çÿревпе эпир Шатракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе специализациленекен "Гея" чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пултăмăр, Шатракассинче автоçул юсакан "Автодорсервис" ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçрăмăр.
Кашни тĕл пулу ĕçлĕ те уçă калаçура иртни ялта пурăнакансен кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем те сахал маррине кăтартрĕ.
- Вăрмансене сыхласси пирĕн республикăра мĕнле шайра; - пулчĕ пĕрремĕш ыйту Анатолий Петрович патне.
ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ ку ыйту çине хуравланă май республикăри вăрман хуçалăхĕн ĕç кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăрманпа туслă пулни сывă пурнăç йĕркишĕн пĕлтерĕшлине уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Çавăнпа та вăл хăйĕн хуравĕнче вăрмансене сыхласси халăхăн пĕрлехи тĕллевĕ пулмаллине палăртрĕ.
- Шупашкарта юпа уйăхĕн 9 - 11-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумĕ те - пирĕн енри экологи таса пулнине çирĕплетекен тĕслĕхсенчен пĕри. Çавăнпа та çак тасалăха пирĕн пулас ăрусемшĕн те сыхласа хăварасси - пĕрлехи ĕç. Уншăн пирĕнтен кашниех яваплă. Кунта ялта пурăнакансене çурт-йĕр çавăрма йывăç материалсемпе тивĕçтересси, вутă уйăрса парасси çинче те чарăнса тăрас килет. Çакă та пирĕн вăрмансене вăхăтра тасатса, çĕнетсе тăма пулăшать. Хăвăрах куратăр, ку ĕç те пирĕн ума экологи сыхлавĕпе çаврăнса тухать.
- Тăватă çул каялла вăрмансенче алхаснă пушарсем кÿнĕ инкексене сирсе пĕтертĕр-и;
- 2010 çулхи шăрăх çу кунĕсем вăрман хуçалăхне пысăк сиен кÿчĕç. "Хĕрлĕ автан" тыткăнĕнче шар курнă вăрмансене çĕнĕ пурнăç парасси - пĕр кунта тумалли ĕç мар. Çав шăрăх çул 10 пин гектар çинче пушар тухрĕ. 7 - 8 пин гектарĕ çунса кайрĕ. Иртнĕ çулсенче çав лаптăксене пĕтĕмпех тасатрăмăр, çамрăк вăрмансем лартса хăвартăмăр. Çак инкек пире вăрман хуçалăхне сыхласси çине тимлĕрех пăхмалли пирки аса илтерчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тимленипе юлашки çулсенче вăрмансене сыхлама 100 миллиона яхăн тенкĕлĕх пушар техники туянтăмăр. Вĕсенчен пĕри сирĕн районти Ильинка лесничествинче те вырăн тупрĕ. Турра шĕкĕр, Муркаш тăрăхĕ вăрманти пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăннăран сирĕн енре курăк çуннисĕр пуçне "хĕрлĕ автан" вăрмана кĕрсе кайнă тĕслĕх пулмарĕ. Кунта вăрман хуçалăх ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе пĕрле районти пушар хуралĕ тата район хаçачĕ халăхпа профилактика ĕçне çÿллĕ шайра ирттерни курăнать.
Тавралăх илемĕ хамăр алăра пулни пирки те тĕл пулусенче калаçу пĕрре мар çиеле тухрĕ. Ялта пурăнакансем çÿп-çапа çырмасемпе вăрмансене турттарса кайса тăкни ырă пулăм мар. Çак киревсĕр енпе вăрман хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсен, ялти интеллигенцин, вырăнти мал туртăмлă активăн тăрăшмалли пирки те ăнлануллă калаçусем иртрĕç.
Вăрмансенче хăрнă йывăçсене касассипе А. Яковлев вырăнсенчех тивĕçлĕ хушусем парса хăварчĕ. Ку ыйту Е. Скворцова ертсе пыракан "Гея" чикĕллĕ яваплăхлă обществăна çитсен малти вырăна тухрĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем сысна самăртассипе ĕçленĕрен çĕнĕлĕхсемпе тан пырса ферма тавра профнастилпа карта тытса çавăрнă. Анчах вăрман хĕрринчи хăрăк йывăçсем картасемшĕн те, кунта ĕçлекенсемшĕн те, выльăх-чĕрлĕхшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Министр çумĕ ку ыйтăва татса пама вырăнтах Ильинка лесничествин пуçлăхне А. Касьянова хушса хăварчĕ.
Тĕл пулусенче хир сыснисем уйрăм ыйтупа кун йĕркине кĕчĕç. Катькас ял тăрăхĕнчи вăрмансенче йышланса кайнă çак чĕр чунсем ял çыннисен пахчари çĕр улми пуссисене, "Гея" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн кĕр аки ирттернĕ хирĕсене сăтăр кÿни пирки вырăнта пурăнакансем тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа пачĕç. Ку ыйтупа тата ялсем çывăхĕнче, тепĕр чух урамсенче те чупса çÿрекен тилĕсемпе тивĕçлĕ йышăну тăвассине Анатолий Петрович хăй çине илчĕ.
Информаци ушкăнĕнче пулнă район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Илья Захаров вырăнсенче çĕр хутшăнăвĕсемпе çĕклекен ыйтусем çине тулли хуравсем пани те вырăнлă пулни палăрчĕ.
Шкулта, ĕç коллективĕсенче пулсан та тĕл пулусем ГТО нормисем пурнăçа кĕни пирки те калаçмасăр иртмерĕç. Пурнăçа таврăннă çак çĕнĕлĕх те халăх сывлăхĕшĕн пулнине пурте ăнланни курăнчĕ.
А. БЕЛОВ.
Тавар хакĕсем шайлашуллă
Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакан ушкăн чи малтанах "Муркаш" пасарĕнче пулчĕ. Пасар ертÿçи Евгений Субботин çакăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ, вăл каланă тăрăх çитес вăхăтра аш-пăш сутакансем валли те вырăн йĕркелеме палăртаççĕ.
Асăннă объект территорийĕнче 72 уйрăм предпринимательпе ял хуçалăх продукцине туса илекен 10 яхăн çын вăй хурать. Пĕтĕмĕшле илсен суту-илÿ ĕçĕ валли услови кунта йĕркеллĕ. Иртнĕ уйăхра районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă май ял хуçалăх продукцине сутакансем валли навессем туса пама хушнăччĕ. Унăн сĕнĕвне кĕске вăхăтра пурнăçланă, халĕ кунта хушма хуçалăхри продукцие сутма питĕ меллĕ.
- Кĕркунне - апат-çимĕçпе тулăх вăхăт. Çавăнпа та пулĕ юлашки тапхăрта тавар ытлах сутăнмасть. Туянакан кăмăлне тивĕçтерес тесе апат-çимĕçе тăтăшах пĕчĕк партипе кÿрсе килетпĕр. Хакĕсем, хăвăрах куратăр, пысăк мар, - калаçăва хутшăнчĕç сутуçăсем.
Чăваш Республикинче 97 пасар апат-çимĕçпе суту-илÿ тăвать. Район территорийĕнче çÿлерех асăннисĕр пуçне Москакассинче тата Мăн Сĕнтĕрте пур.
- Çакăн пек пасарсем ĕçлени çынсемшĕн питĕ меллĕ. Сутуçăсем валли суту вырăнĕ йĕркеленĕ, туянакан валли вара пахалăхлă продукци çителĕклех, çакăнпа танах хÿтлĕх кирлĕ категорие те тимлĕхсĕр хăварман. "Кĕр парнисем" ярмăрккă пынă вăхăтра ватă çынсене, инвалидсене ял хуçалăх продукцине тÿлевсĕрех вырăна çитерсе парассине йĕркеленĕ. Çак ĕçсем йăлтах республика ертÿлĕхĕ çынсемшĕн чăннипех те тăрăшнине çирĕплетеççĕ, - палăртрĕ шухăшне Раççей Юстици министерствин суд экспертизин федерацин Чăваш Республикинчи бюджет учрежденийĕн пуçлăхĕ Леонид Морозов пĕрлехи информаци кунне хутшăннă май.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕсене вăя кĕртнĕ май апат-çимĕç таварĕсен рынокне шайлаштарас ĕç тапхăрĕ пырать. Чăваш Енти ял хуçалăх продукцийĕ тавар туянакан патне ытлашши хакланмасăр тата çителĕклĕ чухлĕ çиттĕр тесе кирлĕ условисем йĕркелеççĕ. Çавна май ял хуçалăх продукцине туса кăларасси çине тимлĕх ытларах уйăраççĕ, тĕрлĕ шайра хаксен мониторингне тăтăшах туса тăраççĕ, апат-çимĕç таварĕсен хакĕсен ÿсĕмне чарма май паракан мелсене тишкереççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен апат-çимĕç таварĕсен рынокĕнчи лару-тăру тивĕçлĕ шайрах тăрать.
- Социаллă пĕлтерĕшлĕ тавар хакне кашни кун мониторинг тăватпăр. Çакă суту-илÿ точкисенчи лару-тăрăва пĕлсе тăма май парать. Пĕтĕмĕшле илсен вара район шайĕнче хаксем сăлтавсăр ÿссе кайнă факт çук, вĕсем шайлашуллă, - паллаштарать район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ Валентина Пушкова.
Çÿлерех асăннă ĕç шайĕнчи тепĕр саманта та асăнмалла. Хамăр тăрăхра туса илнĕ ял хуçалăх продукцине сутлăха ытларах кăларас тĕллевпе ăна туса кăлараканпа суту-илÿ точкисем хушшинче тачă çыхăну пулмалла. Çакăн пек ĕçлĕ хутшăну районти суту-илÿ точкисенче япăх мар йĕркеленнĕ темелле - сентре çинче районти хушма хуçалăх тытакансен продукцийĕ тĕрлĕрен.
Ĕç ушкăнĕ пулнă черетлĕ объект - "Хлеб" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн "Калач" лавкки. Кунта çăкăр-булка изделине туянакан йышлă, ассортимент пуян.
- Çакăнтинех юрататпăр, иртерех туянаймасан кайран валли юлмасть те, - терĕç черетре тăракансем.
Муркаш райповĕн "Гастроном" лавккин пĕр уйăхри тавар çаврăнăшĕ тăватă миллион тенкĕпе танлашать. Сентресем ытти районти тата хамăр тăрăхри экологи тĕлĕшĕнчи таса продукципе тулăх. Ценниксене виçĕ тĕспе уйăрнă: социаллă пĕлтерĕшли тата ытти. Лавкка ертÿçи Зоя Потапова каланă тăрăх туянакан республикăри продукцие ытларах кăмăллать.
"Визит" лавкка та туянакан кăмăлне туллин тивĕçтерет. Кунта çăмăллăх системи ĕçлет, çакă туянакана ытларах та илĕртет.
Çапла вара апат-çимĕç таварĕсен рынокне шайлаштарассине йĕркеленĕ май аякран кÿрсе килекен тавара сĕннипе пĕрлех туянакан умне хамăр патрине кăларма майсем туса пани курăнчĕ. Паянхи кун республика импорт таварĕсенчен кăна тытăнса тăмасть, кунтиех çителĕклĕ. Раççей Федерацийĕн территорине кÿрсе килме чарнă тавар хакĕсем кулленхи тимлĕхре пулмалла. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисене вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, спорт тата социаллă тивĕçтерÿ учрежденийĕсене апат-çимĕç продукчĕсемпе 2014 - 2015 çулсен тапхăрĕнче кирлĕ чухлĕ тивĕçтерес ĕç пырать.
Çавăн пекех çÿлерех асăннă ĕç шайĕнче тепĕр самант пур. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсене ял хуçалăх, апат-çимĕç, сĕт-çу продукчĕсем хатĕрлемелли тата тирпейлемелли оборудовани туяннин тăкакне саплаштарас ĕç пырать. Патшалăх шайĕнчи пулăшу валли 55 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
Ĕç кунĕ Муркаш райповĕнче суту-илÿ сферине тишкернипе вĕçленчĕ.
- Республикăри тĕрлĕ суту-илÿ точкинче пулнă май Муркаш районĕнче çак сфера тивĕçлĕ шайрине палăртас килет. Срокран тухнă тавар курăнмарĕ, тавар этикеткисем йĕркеллĕ, тавар туянакансенчен те çăхав таврашĕ пулмарĕ. Апла пулсан кунта тÿрĕ кăмăллă сутуçăсем ĕçлеççĕ, - пĕтĕмлетрĕ шухăшне Леонид Морозов.
Р. Илларионова.