Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăма кĕменни лайăхрах

20 сентября 2014 г.

 

Коммуналлă услугăсемпе тивĕçтерессипе, вĕсен хакĕсемпе, тÿлев тапхăрĕпе çыхăннă ыйтусем редакци почтинче тăтăшах тĕл пулаççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен хăшĕсем тата услугăсемшĕн вăхăтра тÿлемен пирки коммунальщиксем умĕнче пысăк парăма кĕрсе каяççĕ. Мĕн пулма пултарать кун пек чухне; Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕнчен кун пирки çапла ăнлантарса пачĕç:

- Граждансем ЖКХ услугисемшĕн вăхăтра тÿлеменшĕн час-часах çак услугăсемпе усă курассине чарса лартма тивет. Саккунпа килĕшÿллĕн вара коммуналлă услугăсемшĕн икĕ уйăх таран тÿлемен пулсан та услугăсемпе усă курассине чарса лартма ирĕк пур.

Мĕн чухлĕ парăма кĕме юрать;

Парăма шутласа палăртасси кăткăсрах япала. Расчет центрĕн сотрудникĕ сирĕн счетчик кăтартăвĕсене пăхмасть, хваттерте миçе çын пурăннине шута илсе ăна услугăпа усă курмалли норматив тата тариф çине хутлать. Пулнă сумма парăм сумминчен иртмест пулсан, услугăпа усă курассине чарса лартасран шикленме кирлĕ мар. Кун пек тĕрĕслевсене вара ертсе пыракан компани кашни тата чи пĕчĕк парăмсем тĕлĕшпе те туса ирттерме пултарать.

Енчен те ертсе пыракан компани коммуналлă услугăпа (калăпăр, ăшă шывпа) усă курассине чарса лартма йышăну турĕ пулсан, малтанах обязательнăй йĕркепе хваттер хуçи патне асăрхаттару хутне ярса пама тивĕç. Ăна парăмçа хăйне алăран памалла, расписка çине алă пустармалла. Çакăн хыççăн парăма кĕнĕ çыннăн парăма тÿлесе татма татах пĕр уйăх вăхăт пур. Енчен те 30 кун иртнĕ хыççăн та парăма тÿлесе татман пулсан, ертсе пыракан компанин коммуналлă услугăпа усă курассине чарса лартма ирĕк пур.

Мĕнле услугăпа усă курассине чарса лартма пултараççĕ;

Саккунпа килĕшÿллĕн ăшăпа тивĕçтерессисĕр пуçне кирек епле услугăпа усă курассине те чарса лартма юрать. Нумай хваттерлĕ çуртсенче кунсăр пуçне сивĕ шыв парассине чарса лартма юрамасть. Уйрăм çынсен çурчĕсенче сивĕ шыв пăрăхĕсене те татма пултараççĕ. Апла пулсан хваттерсенче пурăнакансем электричествăсăр, газсăр, вĕри шывсăр тата канализацисĕр тăрса юлма пултараççĕ. Ытларах чухне шăпах ĕнтĕ канализаципе усă курассине чарса лартаççĕ. Мĕншĕн тесен, пĕрремĕшĕнчен, çакна тума техника тĕлĕшпе ансат (тĕрлĕрен заглушкăсем вырнаçтаракан фирмăсем хальхи вăхăтра сахал мар), иккĕмĕшĕнчен, çапла тунин эффективлăхĕ пысăк.

Хăш-пĕр экспертсен шучĕпе канализацие хупласа хума юрамасть, мĕншĕн тесен кун пек чухне пурăнмалли çурт-йĕр пурăнмалли мар пулса тăрать. "ЖКХ Контроль" НП исполнительнăй директорĕн çумĕ Александр Козлов кун пирки çапла ăнлантарса парать: "Ку вăл ун пек мар. РФ саккунсен пуххинче пăхнă тăрăх канализаци вырнаçтарнă пÿлĕм пурăнмалли çурт-йĕр шутне кĕмест".

Парăма парса татнă хыççăн икĕ кун хушшинче услугăпа усă курма май туса памалла. Коммуналлă услугăпа усă курассине чарса лартнăшăн та, çĕнĕрен усă курма май туса панăшăн та укçа тÿлеттермеççĕ. Ку ĕçсемшĕн счет тăратма хăтланни саккунлă мар шутланать. Парăма пайăн-пайăн та тÿлесе татма май пур. Апла тăвас пулсан парăма тÿлесе татассин схеми пирки ертсе пыракан компанипе калаçса татăлмалла та кун пирки килĕшÿ туса алă пусмалла.

Тата мĕншĕн айăплама пултараççĕ;

Парăмсем çук пулсан та цивилизаци ырлăх-пурлăхĕсĕр тăрса юлма май пур. Сăлтавĕ кунта инженери сечĕсем çумне тĕрлĕ оборудовани сыпăнтарни е электричество сечĕ çине палăртнинчен ытларах йывăрлăх паракан йăлари машинăсемпе усă курни те пулма пултарать. Кунсăр пуçне хваттерте электропроводка е шыв пăрăхĕсем япăх шайра пулсан та, çакă пĕтĕм çуртшăн авари хăрушлăхĕ кăларса тăратма пултарнине шута илсе, ку е вăл услугăпа усă курассине чарса лартма право пур.

Пĕлме: професси коллектор агентствисен наци ассоциацийĕн даннăйĕсем тăрăх Раççейре пурăнакансем 2013 çул пуçламăшĕ тĕлне ЖКХ услугисемшĕн 113 млрд. тенкĕне яхăн парăмра шутланнă. Ертсе пыракан компанисен парăмĕ 200 млрд. тенкĕ урлă каçнă.

* * *

Районта ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ха; Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем коммуналлă услугăсемшĕн вăхăтрах тÿлесе тăраççĕ-и; Парăмлисем çук-и; Пур пулсан вĕсем тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ; Çак ыйтусемпе интереслентĕм чикĕллĕ яваплăхлă "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ" общество директорĕпе Николай ЛЮБИМОВПА тĕл пулнă май:

- Хальхи вăхăтра пирĕн ертсе пыракан компани Муркашри, Москакассинчи, Мăн Сĕнтĕрти, Тренккăри тата Юнкăри нумай хваттерлĕ 74 çурта пăхса тăрать. Вĕсенчи 1572 хваттерĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 73 пин тăваткал метр.

Компани харпăр хăй хутса ăшăтмалла туман хваттерсене ăшăпа, кунсăр пуçне сивĕ шывпа тивĕçтерсе тăрассишĕн, таса мар шыва юхтарса кăларассишĕн ответлă пулса тăрать. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене тытса-пăхса тăрассипе те тĕрлĕ ĕç пурнăçлатпăр. Кусем вĕсем йăла каяшĕпе çÿп-çап турттарса тухса утилизацилесси, çуртсенче техника тĕпчев ĕçĕсем ирттересси, тĕтĕм çулĕсене тĕрĕслесе тăрасси, кулленхи ытти вак-тĕвек юсав ĕçĕсем туса ирттересси т. ыт. те.

Ертсе пыракан компание илес пулсан, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем умĕнче пирĕн парăмсем çук. Çапах та нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хушшинче услугăсемшĕн компание вăхăтра тÿлесе татăлма тăрăшман çынсем çук мар. Çак вăхăта кун пек парăм 2,5 млн. тенкĕпе танлашрĕ. Ку укçа-тенкĕпе эпир шăпах ĕнтĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕчĕкрех юсав ĕçĕсем туса ирттерме пултарăттăмăр. Пысăк парăмлисем хушшинче Мăн Сĕнтĕрти Мичурин урамĕнчи 10-мĕш çуртра пурăнакансем (пурте мар, паллах) - парăм 384 пин тенкĕ, кунти Новая урамри 34-мĕш çуртра пурăнакансем - парăм 216 пин тенкĕ, Москакассинчи 3 хутлă 8 çуртра пурăнакансем - парăм 786 пин тенкĕ.

Ертсе пыракан компани дебитор парăмне вăхăтра тата туллин шыраса илессипе пур мерăсене те йышăнать. Акă çулталăк пуçланнăранпа кăçал хăйсен ирĕкĕпе парăмсене парса татма е парăмсене парса татассин вăхăчĕсене палăртса компанипе килĕшÿ тума ыйтса претензи требованийĕсем 106 ярса патăмăр. Пурăнмалли çурт-йĕршĕн, коммуналлă услугăсемпе тивĕçтернĕшĕн парăмсене шыраса илме тата вăхăтра тÿлеменшĕн пенисем тÿлеттерме суд хушăвĕсем кăларма ыйтса районти суд участокĕсене 20 заявлени ярса патăмăр. Парăмсене шыраса илессипе суд приставĕсен районти пайне çулталăк пуçланнăранпа суд хушăвĕсене 30 çитерсе панă. Пĕтĕмпе вара хальхи вăхăтра суд приставĕсем патĕнче кун пек ĕçсем 55.

Çавăн пекех кăçалхи сакăр уйăх хушшинче парăмсене мĕнле майпа тÿлесе татассипе парăмçăсемпе 31 килĕшÿ тунă. Район администрацийĕн муниципалитет харпăрлăхĕнче шутланакан хваттерсенче пурăнакан 15 парăмçă тĕлĕшпе пулса тăнă парăмсем, вĕсене тÿлесе татасси е суд йышăнăвĕпе хваттерсенчен кăларса ярасси пирки администраци урлă претензи çырăвĕсемпе тухрăмăр. Юнкăри 18 хваттерлĕ çуртра пурăнакан пĕр парăмçă тĕлĕшпе хваттертен кăларса ярассипе район администрацийĕпе пĕрле документсене хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех ĕнтĕ.

Юлашкинчен çавна каласа хăварасшăн. Хальхи вăхăтра пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Пĕрисем коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессипе парăма кĕрсе кайнине пула тен çав çуртрах, юнашар хваттерте пурăнакан тата коммуналлă услугăсемшĕн йĕркеллĕ тÿлесе тăракан çыннăнах шар курма тивет. Мĕншĕн тесен çав парăм укçи-тенкипе тĕрлĕрен çуртсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерме, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхрах тума май пулĕччĕ. Çавăнпа та парăма кĕрекенсен чи малтанах çавна шута илесчĕ тата асра тытасчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика