20 сентября 2014 г.
Историрен пĕлетпĕр ĕнтĕ, чăвашсем Христос тĕнне 1740 çултанпа ĕненме пуçланă. Çавна май хуласенче кăна мар, ялсенче те чиркÿсем уçнă. Вăл вăхăтра вĕсен пĕлтерĕшĕ самаях пысăк пулнă, мĕншĕн тесен ял халăхĕн кулленхи йăли-йĕркине чиркÿ йĕркелесе ертсе пынă.
Акă Оринин салинче те прихута кĕрекен ялсенчи хресченсен шучĕпе кирпĕчрен купаласа хăпартнă Çветуй Троица чиркĕвне 1798 çулта уçнă. Архитектура илемлĕхне илес пулсан чăвашсен ăна çитекен храмсем пулман, ахальтен мар ĕнтĕ вăл Хусан епархийĕнче чи лайăххисенчен пĕри шутланнă. Чиркÿ çÿллĕшĕ 23,43 метр пулнă, чанĕ вара 1752,66 килограмм тайнă.
Çветуй Троица чиркĕвĕ те хăйĕн прихутĕнчи ĕненекенсемпе тĕн праçникĕсене, çĕнĕ çемье чăмăртакансене венчетлессине, çут тĕнчене килнĕ ачасене таса шыва кĕртсе ят парассине, вилнисемпе сыв пуллашассине тата ыттине те Турă саккунĕпе килĕшÿллĕн туса пынă.
Тĕн уявĕсене епле ирттернине илес пулсан çакна палăртмалла. Орининсем хăйсен чиркÿ праçникне - Троицăна яланах тĕплĕ хатĕрленсе паллă тунă. Çак кун пурте каннă. Уява хатĕрленсе кил-çурта тасатса тирпей-илем кĕртнĕ, чÿречесене вара ешĕл çулçăллă туратсемпе капăрлатнă. Праçник кун килĕрен тенĕ пекех тутлă апат-çимĕç хатĕрленĕ. Тăванĕсемпе кÿршисем, кил-йыш пĕрле уяв кĕрекине пухăнса техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйланнă, несĕлсене аса илнĕ. Ял çыннисем Троица праçникĕ хыççăн каллех кар тăрса хĕрÿ ĕçе кÿлĕннĕ...
Чиркÿ ĕненекенсене ыррине кăна вĕрентсе пынă. Анчах та пăтрашуллă лару-тăру вĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче те палăрмалла тарăн йĕр хăварнă. Совет саманинче халăха Турра ĕненессинчен пистерес тĕллевпе çĕр-шывра чиркÿсене хупса, çĕмĕрсе пĕтернĕ. Çак асар-писер шăпа Оринин салинчи Çветуй Троица чиркĕвне те айккинче хăварман. Унăн илемлĕ тăррине пăсса хĕреçĕпе чанĕсене йăтса антарнă. Юрать-ха, çуртне тĕпĕ-йĕрĕпех çĕмĕрсе юрăхсăра кăларман. Çак капмар чиркÿрен 1935 çулта клуб йĕркеленĕ.
Çулсем иртнĕçемĕн чиркÿрен тунă Культура çурчĕ те юхăнма тытăннă. Çавна май, ыт ахаллĕн мар ĕнтĕ, Орининсемпе ку тăрăхра пурăнакансем ăна тĕпрен юсаса каллех чиркÿ уçма тĕллев лартнă. Çавăнпа ял çыннисем 2002 çулхи майăн 18-мĕшĕнче пĕрле пухăнса çак ĕçе йĕркелесе пыма хăйсен ентешне Зосим Сергеевич Соловьева, ăна пулăшаканĕ пулма Вячеслав Прохорович Васильева шанаççĕ. Çакăнтан Культура çуртне тĕпрен юсаса чиркÿ уçассипе хĕрÿ ĕç пуçланать. Вĕсем ку ыйтупа Оринин ял тăрăхĕн, район администрацийĕсене те тухаççĕ, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава тата республика ертÿçи патне те çак хыпара çитереççĕ. Çапла лав вырăнтан тапранать. Культура çурчĕ пулнă çурта юсаса йĕркене кĕртме, унтан каллех чиркÿ тума ирĕк параççĕ.
2002 çулта çак çурта Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Ен Епархине параççĕ.
Çветуй Троица чиркÿ çуртне юсаса реконструкцилеме Орининсемпе ытти ялсенчи çынсем те укçа-тенкĕпе пулăшнă. Храма йĕркене кĕртме Чăваш Ен митрополичĕ Варнава та строительство материалĕсем туянма укçа-тенкĕпе пулăшать.
Ăстаçăсем тăрăшса вăй хуни сая каймарĕ, храм çуртне юсаса тĕрĕс-тĕкел йĕркене кĕртрĕç. Чиркĕвĕн прихут канашĕн ертÿçин пулăшаканĕ Алексей Бычков та çак сăваплă ĕçре тав сăмахне тивĕç. Чиркÿре служба ирттермелли зал капмар та самаях хăтлă, ăшă та çутă, тирпейлĕ. Маларах пулнă Культура çурчĕн тĕттĕм те хăтсăр залĕ пирки маннă ĕнтĕ. Чăннипех те мухтав чиркÿ çуртне реконструкцилеме хутшăннисене.
Иртнĕ шăмат кун вара прихутри çынсем чылай кĕтнĕ самант çитрĕ: сентябрĕн 15-мĕшĕнче Оринин салинчи Çветуй Троица чиркĕвĕ каллех ĕçлеме пуçларĕ. Ăна уçма Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава тата пирĕн тăрăхри священниксем килчĕç. Унта кÿршĕллĕ ялсенчен те сахал мар çын пуçтарăнчĕ.
Чиркÿ уçма йĕркеленĕ служба 7 сехет çурăра пуçланчĕ. Варнава митрополит чиркÿ уçнă ятпа кĕлĕ ирттерчĕ. Турра ĕненекенсем чиркÿ тавра Хĕрес тата турăшсем йăтса утса çаврăнчĕç. Чиркĕве уçса ăна таса шывпа "çутатрĕç".
Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме спонсорсем те пухăнчĕç. Чиркĕве юсаса çĕнетме акă Шупашкарти "Магнит" суту-илÿ точкисен сечĕн, "Шупашкар" суту-илÿ çурчĕн ертÿçисем те пулăшнă. Самантпа усă курса вара эпĕ Çĕнĕ Шупашкарти "Стройинвест" строительство компанийĕн генеральнăй директорĕпе Владислав Сазоновпа чиркÿ юсасси пирки сăмах пуçартăм.
- 2011 çулхи февраль уйăхĕнче хулăн юр йывăрăшĕ пуснипе клуб пулнă çуртăн çĕрĕшнĕ каштисем юрăхсăра тухнă, çапла вара çивитти те ишĕлнĕ. Ăна тата чиркÿ çуртне юсаса çĕнетме сахал мар укçа-тенкĕ, хатĕр кирлине шута илсе пирĕнтен Иннокентий атте пулăшу ыйтрĕ. Çавна май эпир çак ĕçре тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама кăмăл турăмăр, - терĕ Сергей Владимирович. - Икĕ çул хушшинче кунта чылай ĕç пурнăçларăмăр, чиркĕвĕн пĕрремĕш пайне тĕпрен юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Ку ĕçе малалла тăсса храмăн тата тепĕр уйрăмне тăвассипе, куполне тăвасипе тăрăшатпăр.
Чиркÿ уçма хутшăннă çынсене Иннокентий атте тав туса Турра ĕненекен сăваплă пулнине пĕлтерсе Ăна савма, ĕненме, чун-чĕререн таса пулма тата чиркĕве çÿреме чĕнсе сăмах каларĕ.
Çак мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова тата Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Волков та хутшăнчĕç.
Çапла Орининсем чылайранпа кĕтни, ĕмĕтленни пурнăçланчĕ: храм патне çул тинех каллех уçăлчĕ. Вăл малашне те яланах такăр пултăрччĕ.
А. Шариков,
журналист.