20 сентября 2014 г.
Района сентябрĕн 17-мĕшĕнче черетлĕ информаци кунĕ ирттерме республика тĕп хулинчен Чăваш Республикинчи Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Ушкăн представителĕсем çав кун район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсемпе пĕрле Йÿçкасси, Шетмĕпуç, Çатракасси, Ильинка, Мăн Сĕнтĕр, Катькас, Муркаш, Юнкă ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Ĕç коллективĕсенче ирттернĕ тĕл пулусенче сăмах октябрĕн 9 - 11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне хатĕрленесси çинчен* Чăваш Республикинче таварсен рынокне шайлаштарассипе туса ирттермелли ĕçсен комплексĕ çинчен* Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнчи 108 № "Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхне çирĕплетессипе тата пурнăç пахалăхне ÿстерессипе пурнăçа кĕртмелли хушма мерăсем çинчен" Указне ("Чăваш Республикин сывлăх профильне") пурнăçа кĕртесси çинчен* вырма тата ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пыни, муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче ял хуçалăх ярмăрккисене йĕркелесси çинчен* Чăваш Республикин территорийĕнче 2014 - 2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси çинчен пычĕ.
Çыннăн сывлăхĕ, пурнăçĕ хаклă
Муркаш районне килсе çитнĕ ĕç ушкăнне ертсе пынă Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçипе Вениамин Петровпа пирĕн журналист Н. Николаева калаçнă.
- Вениамин Иванович, информаци кунĕнче эсир тĕрлĕ темăпа калаçу пуçартăр. Республикăра сывă пурнăç йĕркипе спорта атлантарасси пирки калани те сирĕн сăмахра паллă вырăн йышăнчĕ. Пĕтĕм тĕнчери форума Чăваш Енре ирттерме палăртнă пирки мĕн шутлатăр;
- "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форум кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртет. Ку таранччен вăл Хусанта, Мускавра, Саранскра тата Якутинче иртнĕ. Черетлĕ форум пирĕн республикăра иртни Чăваш Ене шаннине кăтартса парать. Ку йышăнăва пирĕн патра физкультурăпа спорт уйрăмах юлашки çулсенче лайăх аталаннине кура тунă паллах. Акă 2013 çулта Чăваш Республики физкультурăпа спорта аталантарассин "Регион России" номинацире Раççей Правительствин наци премине тивĕçрĕ. Икĕ хут - 2012, 2013 çулсен пĕтĕмлетĕвĕпе çĕр-шыври регионсенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелессипе Чăваш Республики иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Çавăнпа та пирĕн республика форума йышăнса ирттерме тивĕç тесе шутлатăп.
Малтанласа палăртнă тăрăх форума 50 çĕр-шыври, Раççейри 80 ытла субъектри пурĕ 4 пине яхăн çын хутшăнĕ. Форумпа пĕрлех РФ Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарассипе ĕçлекен канашăн ларăвĕ те иртет. Апла пулсан форум май пур таран çÿллĕ шайра иртмелле, мĕншĕн тесен тĕнчери спорт сообществин тимлĕхĕ çак кунсенче пирĕн республика çинче пулĕ.
- Форум ĕçленĕ кунсенче сахал мар интереслĕ мероприяти ирттерме палăртнă, вĕсен йышĕнче - ГТО нормисене пурнăçламалли пĕрлехи куна йĕркелесси те. ГТО комплексĕ "чĕрĕлсе тăни" пирки хăвăр шухăша пĕлтерсемĕр.
- Форум уçăлнă кун Чăваш Енре ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçламалли пĕрлехи кун иртет. Çакна май "Спартак" стадионта пысăк спорт уявĕ йĕркелеме палăртнă. ГТО нормативĕсене республикăри хуласемпе районсенчи пĕр пин ытла çын пурнăçлама хатĕрленет: ГТО комплексĕн 12 нормативĕпе ÿсĕме кура 11 ушкăнра тестировани ирттереççĕ.
ГТО комплексĕ çĕнĕрен вăй илнине эпĕ ырлатăп. Çак пулăм, çак утăм кирлĕ тесе шутлатăп. Вăл массăллă спорта тата та лайăхрах аталантарма пулăшасси куç кĕрет. ГТО пурри ачаранах сывă пурнăç йĕркине суйласа илме те хистĕ.
- Сывă пурнăç йĕрки çине куçнăран, Чăваш Енри «сывлăх профильне» хатĕрлесси республикăра пурăнакансене мĕнле майпа пулăшма тивĕç;
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхне çирĕплетмелли тата пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн республикăн Министрсен Кабинетне "Чăваш Республикин сывлăх профильне" туса хатĕрлеме тата çирĕплетме хушнă. Çак профиль республикăра пурăнакансен сывлăхне тата пурнăç условийĕсене лайăхлатма тивĕç. Республикăри кашни муниципалитетăн та хăйĕн "сывлăх профилĕ" пулĕ. "Сывлăх профилĕнче" çынсен сывлăх шайне çырса пани, сывлăх çине витĕм кÿрекен медицинăпа çыхăнман факторсем çинчен çырса пани пулĕ. Çапла май çынсен пурнăçĕпе ĕç условийĕсене тишкереççĕ, производствăри лару-тăрăва, апатланăва, пурăнакан вырăна, пурăнмалли условисене тата ыттине те куçран вĕçертмĕç. "Сывлăх профилĕ" вĕренÿпе те, культурăн пур енĕпе те, каларăмăр ĕнтĕ, апатлану культурипе те çыхăнса тăрать. Çапла вара вăл обществăна сывлăх проблемисем çине тимлĕх уйăрма хистет.
Сывлăх мĕнле пуласси малтанах çемьерен, ача сачĕсенчен, шкулсенчен, çынран хăйĕнчен килет. Профиле туса хума шутлани вара патшалăх сывлăх ыйтăвĕ çине тата пысăкрах тимлĕх уйăрма шутланине палăртать.
- Вениамин Иванович, Сирĕн ĕç профильне кура вара пушар хăрушсăрлăхĕ пирки ыйтмасăр тăма çук. Мĕнле лару-тăру паян ку тĕлĕшпе республикăра; Муркаш районĕнчи лару-тăрăва мĕнле хаклатăр;
- Паянхи кун тĕлне (сентябрĕн 17-мĕшĕ) пирĕн республикăра çулталăк пуçланнăранпа 740 пушар пулнă. Апла пулсан кашни кун вăтамран икĕ-виçĕ пушар тухать. Пушар сăлтавĕ тĕрлĕрен, анчах та ытларах чух - электрооборудовани, электроприборсем, электропроводасем юрăхсăра тухни. Анлă сарăлнă тепĕр сăлтав - çынсем пурăнмалли çурт-йĕрти е мунчари кăмакасене пăхса тăманни. Виççĕмĕшĕ - пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕтĕмĕшле пăсни. Çак сăлтавсене пула пÿрт-çурт кĕлленет, çынсем вилеççĕ. Çынсем пушарта вилни ытларах чух хăйсем ÿсĕрле пирус туртса çывăрса кайнипе çыхăннă. Хальхи вăхăта пушарсенче 59 çын вилнĕ. Çавăнпа та пирĕн тĕллев - çынсене пĕрмай асăрхаттарасси. Пирĕн служба сотрудникĕсем асăрхаттарни кăна çителĕксĕр, кашни çыннăн хăйĕн кÿршисене асăрхаттармалла. Йывăр лару-тăруллă çемьесенче инкек тухма пултарать - вĕсене асăрхаттармалла. Тен пĕрре кăна мар, темиçе хут та калама тивĕ, асăрхаттарма ÿркенмелле мар.
Юлашки 5 çулта республикăра пушар тухасси чакса пырас тенденци пур. Çакна ырă пулăм тесе хакламалла паллах, анчах та ку лăпланмаллине пĕлтермест. Муркаш районĕнче кăçал, шел пулин те, пушар тухасси малтанхи çултинчен ÿсрĕ. Çавăнпа та асăрхаттарусене яланах шута илмелле. Килте огнетушитель пулни питĕ лайăх. Çĕнĕ огнетушитель 5 çул хушши усă курма юрăхлă. Хакĕ - 600 тенке яхăн. Ялта огнетушительсем пулни пушар вăхăтĕнче пушар машинисем çитиччен çулăма сарăлассинчен сыхлама май парать. Ÿкессе пĕлнĕ пулсан улăм сарăттăм, тенĕ ваттисем. Пирĕн вара ÿкиччен асăрханма хăнăхмалла.
Пур хастаррисем, тăван çĕре юратакансем
Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçипе Вениамин Петровпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Йÿçкасси тата Шетмĕпуç ял тăрăхĕсене çитсе унти ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.
- Эпир хамăра ĕç укçи мĕнле тÿленине ăнлансах каймастпăр, хăш уйăхшăн илни паллах мар, - пăшăрханса каларĕç "Ударник" хуçалăхра ĕçлекенсем вĕсен мĕнле ыйтусем пуррипе кăсăклансан.
В. Петровпа Р. Тимофеев вĕсемпе Кив Матьăкри йĕтем çинче тĕл пулчĕç. Хĕрсе кайсах тырă алатчĕç кунта. Уй-хирте вырма вĕçленнĕ ĕнтĕ, тырра типĕтсе кĕлетсене хумалла кăна.
- Малтанхи парăм пулнăран тата хуçалăх йывăр лару-тăрура пулнипе укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе çыхăннă çакă, пайăн-пайăн тÿлеççĕ. Хальхи вăхăтра куллен тÿлемелли ĕç укçине тÿлеççĕ-и; - хурав панипе пĕрлех интересленчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.
- Тÿлеççĕ, - пулчĕ хурав.
Чăнах та "Ударник" хуçалăхăн йывăр лару-тăрăвĕ пирки районти ертÿçĕсем кăна мар, республика Пуçлăхĕ те пĕлсе тăрать. Хуçалăхра лайăх улшăнусем пулччăр тесе тĕрлĕ майсем шыраççĕ. Пысăк инвестор килсен, паллах, лару-тăру лайăх енне улшăнĕ, анчах хальлĕхе кун пеккисем тупăнман-ха. Апла пулин те тăрăшса вăй хуракансем, тăван çĕре чунтан юратакансем пуррипе тытăнса тăрать паян çак хуçалăх. Ăна чылай çул ертсе пынă П. Давыдовăн таса сăнарне упрать ĕнтĕ халăх, унăн хастарлăхне аса илсе вăй хурать. Çитес çул вара "Ударникăн" малашлăхĕ лайăх еннех улшăнасса шанаççĕ районти тата республикăри ертÿçĕсем.
Сăмах май Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçипе В. Петровпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Кузьмин тата "Ударник" хуçалăхăн ертÿçин çумĕ С. Иванов информаци кунĕнче П. Давыдовăн вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хума та çитсе килчĕç.
В. Петровпа Р. Тимофеев информаци кунĕнче халăх патне çитермелли информацие хуçалăхра ĕçлекенсем патне туллин çитерчĕç. Ял хуçалăхĕнче выльăх ĕрчетесси çинче чарăнса тăнă май ял çынни те хушма хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх çулран-çул сахалтарах тытни пирки пăшăрханса калаçрĕç.
- Ялти çын ĕçлесе илнĕ тырра "выльăх витĕр" кăларсан тин тупăш пулать. Сĕтрен те яланах тупăш илме май пур. Çавăнпа та выльăх тытассинчен писни тĕрĕс мар, - хăйĕн шухăшне палăртрĕ Ростислав Николаевич.
Ĕç çыннисемпе ял хуçалăхĕнче тухса тăракан тĕрлĕ ыйтăва хускатнă май пĕтĕмлетÿ ял çынни паян канлĕ пурăнасшăнни патне çитсе тухрĕ. "Горькинчи пек укçа илесшĕн, алă усса ĕçлесшĕн - кун пек йĕркеллĕ пурнăç пулмасть çав", - терĕ Р. Тимофеев.
Ялсенче хастар та пуçаруллă çамрăксем юлмасан аталану пуласси курăнсах каймась. Çавăнпа та пĕчĕкрен ĕçе юратса ÿсекен ачасем кирлĕ. Акă "Ударникăн" Вăрманкасси ялĕ çывăхĕнчи çĕр улми лаптăкĕ çинче Шетмĕпуçĕнчи шкулта вĕренекенсем хаваспах ĕçлетчĕç: хуçалăха та пулăшу, шкула та хĕл каçмалăх çĕр улми кĕрет. Шкул директорĕ А. Степанова каланă тăрăх çĕр улми çителĕклĕ пулать. "Вырăнти таса пахча çимĕçе мĕн çиттĕр ĕнтĕ", - тесе тĕрĕсех калать вăл.
Çак лаптăк çинчен çĕр улми пуçтарса пĕтерсен "Ударникăн" кăçаллăха çĕр улми "пĕтнине" палăртрĕ хуçалăхăн агрономĕ А. Васильев. Апла кунта тухăçа пĕтĕмпех пухса илнĕ. Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх ку эрнере республикăра та вырма вĕçлеме шанчăк пур, юн кун тĕлне пур лаптăкăн 92,1 процентне вырса кĕртнĕ, çĕр улми вара 2,9 гектар çинчен (32,5 процент) пухса кĕртнĕ.
Çĕр улми пуçтарнине курса кунта çĕр улми туянакансем те чарăннăччĕ. "Сакăр тенкĕ - сакăр тенкĕ çурăпа туянатпăр", - терĕç вĕсем хакпа кăсăклансан.
Ял çынни паллах хăй тар тăкса туса илнĕ çимĕçе май пур таран хаклăрах сутасшăн. Акă сĕт пирки те ыйту пулчĕ информаци кунĕнче. Йÿçкасси тăрăхĕнче пурăнакансен сăмахĕнчен пĕр килограмм сĕте кунта 13 тенкĕ çурăпа пуçтараççĕ-мĕн.
- Вун пилĕк тенкĕ те мар вĕт-ха, - çак хакпа ытлашши кăмăллах маррине пытармарĕç кунта.
Малтан йÿнĕрех пулнă сĕт хакĕ вун виçĕ тенке республика Пуçлăхĕ "каланă" хыççăн пĕр кунтах ÿсрĕ-ха, халĕ те ÿстерсе пыраççĕ ăна. Р. Тимофеевпа В. Петров пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Ен Пуçлăхĕ сĕт хакне çирĕп контрольте тытать, çавăнпа та сĕт хакĕ çынсем асăннă 15 тенкĕ патне те çитмелле.
Йÿçкассисем хăйсене килсе курни паха тесе ертÿçĕсене уçă калаçушăн тав турĕç.
Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче вара, шел пулин те, çынсенчен пĕр ыйту та пулмарĕ. Информаци кунĕнче ялсене ĕç ушкăнĕсем шăпах çынсене канăç паман ыйтусене пĕлме, вĕсене татса парассинче пулăшма тухнине шута илсен кунта пуç ватмăш: те пĕтĕмпех лайăх, те - япăх. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вара кашни ял тăрăхĕнчи лару-тăрăва лайăх пĕлнĕрен калаçăва ку тăрăхра пурăнакансем мĕнпе кăсăкланма пултарнине шута илсе йĕркелерĕ. Шетмĕпуçсен çĕрпе эффективлă усă курассипе тимлемелле, кунти Культура çуртне те (ĕç ушкăнĕ унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕ) вăраха тăсмасăр юсаса çĕнетмелле.
Н. Николаева.