Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра

20 сентября 2014 г.

 

Çыхăну çирĕпленет

Сентябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе Канаш хулинче пулнă. Республика Пуçлăхĕ тата Чул хула чукун çулĕн - "РЖД" ОАО филиалĕн пуçлăхĕ Анатолий Лесун чукун çул ĕçченĕсем валли нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт хута янипе çыхăннă савăнăçлă мероприятие хутшăннă.

Михаил Игнатьевпа Анатолий Лесун çĕнĕ хваттер уççи илнисене саламланă, Чăваш Енпе РЖД ертÿçисем хушшинче килĕштерсе ĕçлесси çирĕп пулнине палăртнă.

Хыççăн Канашри чукун çул вокзалĕнче "РЖД" ОАО тата Чăваш Республики пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси пирки нумай вăхăтлăх килĕшĕве алă пуснă.

Çавăн пекех Канашра Михаил Игнатьев ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтермелли программăпа туса лартнă 65 хваттерлĕ çуртра хваттер илнисене савăнăçлă лару-тăрура хваттер уççисене панă.

 

Саккунсене алă пуснă

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин саккунĕсене алă пуснă. Вĕсенчен пĕри - "Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планланă 2015-пе 2016 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен" Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен". Саккуна улшăнусем кĕртнĕ май республикăн 2014 çулхи бюджечĕ тупăшсем енĕпе пĕтĕмĕшле 2959,2 млн. тенкĕ чухлĕ ÿсет, 36578,8 млн. тенкĕпе танлашать. Вăл шутра каялла тавăрса памалла мар куçарса паракан укçа-тенкĕ сумми пĕтĕмĕшле 15068 млн. тенкĕпе танлашать.

Раççей Федерацийĕн Правительствин уйрăм йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн 2014 çулта саккунпа килĕшÿллĕн республикăна каялла тавăрса памалла мар хушма укçа-тенкĕ 3086,2 млн. тенкĕ куçарса пама пăхнă.

Сăмах май. Районта сентябрĕн 18-мĕшĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 35-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Депутатсем ларура ытти ыйтусемпе пĕрлех "Депутатсен районти Пухăвĕн 2013 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнчи С-30Ÿ7 номерлĕ "Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн 2014 çулхи тата планланă 2015-пе 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен" ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

Улшăнусем кĕртесси район бюджетне республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар 42 млн. тенкĕ укçа уйăрнипе, кунсăр пуçне район хăйĕн тупăшĕсен калăпăшне унчченхинчен тата 4,8 млн. тенкĕ ÿстерме палăртнипе çыхăннă. Ÿстернĕ тупăшсене район пĕлтерĕшлĕ задачăсене татса пама уйăрнă. Çапла вара районăн 2014 çулхи бюджечĕ тупăшсем енĕпе унччен йышăннипе танлаштарсан 47,3 млн. тенкĕ чухлĕ ÿсет, 519,3 млн. тенкĕпе танлашать. Расхутсем те 47,3 млн. тенкĕ чухлĕ ÿсеççĕ, пĕтĕмпе 544,6 млн. тенкĕпе танлашаççĕ. Куçарса паракан хушма укçа-тенкĕн ытларах пайĕпе тĕллевлĕ майпа вĕрентÿ ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлеме тата çамрăк çемьесене хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсиди уйăрма усă кураççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика