Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман тасалăх вырăнĕ пултăр

20 сентября 2014 г.

Вăрман тасалăх вырăнĕ пултăр

 

Çывăхри вăрмансемпе ĕшнесем паян ял çыннине хăйсен пуянлăхĕпе тата кĕрхи илемĕпе илĕртеççĕ. Çак ÿкерчĕк пирĕн хыççăн та нумай çуллăха упранса юлтăр тесен вăрман хуçалăхне аталантарас ĕçе пурин те пĕрле кÿлĕнмелле. Паянхи обществăра пире хупăрласа тăракан çут çанталăк ыйтăвĕ халăх умне çивĕчрех те çивĕчрех тухма пуçларĕ. Çакнашкал лару-тăрура нумай ыйтусене кая хăвармасăр татса памалли те халĕ пире иккĕлентермест.

Ыран - Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунĕ. Мĕнле пурăнаççĕ, епле шухăш-кăмăлпа кĕтсе илеççĕ-ха вĕсем хăйсен професси уявне; Çак ыйту çине хурав шыраса редакцин экономикăпа экологи пайĕн ертÿçи А. БЕЛОВ ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕпе            А. ЯКОВЛЕВПА тата Ильинка лесничествин лесничийĕпе                      А. КАСЬЯНОВПА тĕл пулнă.

- Анатолий Петрович, Муркаш енри вăрман хуçалăхĕшĕн эсир ют çын мар. Паян Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви шайĕнчен пăхсан хăй вăхăтĕнче хăвăр 11 çул ертсе пынă Малиновка лесничестви (пĕрлештерсе пысăклатнăранпа халĕ Ильинкăри участок лесничестви. - Ред.) паян мĕнле курăнать;

- Район хаçатне вăрман хуралçисене тата çак тытăмра ĕçлекенсене манса кайманнишĕн тавах. 5 лесничество шутĕнче Ильинка лесничестви те республикăри Сăнавлă вăрман хуçалăх тытăмне кĕрет. Çак тăрăхсенче ытларах çулçăллă вăрмансем ÿсеççĕ. Калăпăшĕпе те, хăйсем пурнăçлакан ĕçĕпе те Муркашсем ыттисенчен çаврăнăçуллăрах пулнипе палăраççĕ. Тĕслĕхрен, асăннă лесничествăсем  иртнĕ çул 114 гектар çинчи çамрăк вăрмансене касса тасатса ÿсме май туса панă пулсан, Ильинка лесничестви çак ĕçе 50 гектар çинче пурнăçларĕ. Тăваттăмĕш çул асăннă лесничествăра пушар хурал машини службăра тăнăран ку енпе те Муркашсем маларах пулни курăнать. Пушар машини кирлĕ вăхăтра кÿршĕ ялсене тухни те - инкек алхаснă вăхăтра пысăк пулăшу.

Министерство шайĕнчен пăхсан çакна калама пултаратăп. Ильинка лесничестви шаннă ĕçе ответлăха туйса пурнăçланипе палăрать. Хăйсен ĕçне кунта вăрман Кодексĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пыраççĕ, вăрманпа усă куракансем саккунсене епле пăхăнса тăнине тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. Вăрман вăл - халăх пуянлăхĕ. Çавăнпа та унпа пурин те пĕрешкел тирпейлĕ усă курмалла. Районти йĕрке хуралçисемпе, пушар хуралĕнче вăй хуракансемпе, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тачă çыхăнура пулнăран вăрмансенчи йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăма май пур та. Ку вăл малашне те çаплах сыхланса юласса шанатăп.

Май килнипе усă курса паян хамăн ĕçтешсене, Ильинка вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ ветерансене, вăрман хуçалăхне аталанма пулăшнисене тата халĕ те çак ĕçрен айккинче тăманнисене,  паян вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсене, вĕсен çемйисене, вăрман хуçалăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хуракан шкул ачисене Вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, пуçăннă ĕçсене вĕçне çитерме телей те ăнăçу сунатăп. Пĕрле пулсан эпир вăйлă.

- Анатолий Калистратович, республика шайĕнчен ырă сăмахсем каланине йышăнатăр-и; Тунă ÿсĕмсемпе лăпланмасăр малалла аталанма мĕнле çулсем пăхатăр;

- Иртнĕ çулсенчи йывăр вăхăтра пирĕн лесничествăри вăрман хуçалăхне çĕнетсе йĕркелеме вăл вăхăтра кунта лесничи пулнă Анатолий Петрович Яковлев пысăк тÿпе хыврĕ . Шăпах вăл ертсе пынă çулсенче лесничествăн бази тĕрекленсе çитрĕ, унăн производство хăвачĕ курăмлă ÿсрĕ.

Малашлăх тенĕрен. Кунта шутламалли те, ĕçлемелли те самаях. Уйрăмах вăрмансене варалассинчен сыхлассине эпир паян тĕп вырăна кăларатпăр. Çакăнта районта пурăнакан кашни çын пирĕнпе пĕр шухăшлă пуласса кĕтетпĕр, çак тĕллевпе ĕçлетпĕр. Уяв умĕн вара хамăрăн ветеран-вăрманçăсене, пире ытлă-çитлĕ пулăшакансене палăртса хăварас килет. Кашни вăрманçă тăван тавралăха пуянлатассипе тата ăна илем кÿрессипе епле ĕçлени паян йăлтах манăн куç умĕнче. Ку ĕçре тăрăшса вăй хунă тата  пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнă А. Селюшкин, В. Анисов, Н. Пантелеймонов, С. Николаев вăрманçăсем таврари ялсенче, районта хăйсенче ырă ят хăварчĕç. Хыççăнхи çулсенче вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ тата паян та тимлекен Г. Флегонтов, И. Игнатьев, П. Андреев, В. Таймаскин, В. Голубев, В. Колбасов, М. Моисеев, Б. Хрусталев, В. Николаев, Л. Николаев, Г. Васильев,  Н. Щербаков, В. Мазиков, Ю. Соловьев тата ыттисем те ырă ята тивĕçлĕ.

Уяв умĕн никама та айккинче пăрахса хăварас килмест. Вăрманçăсен професси уявĕ умĕн манăн вăрман лартас тата сыхлас ĕçре хастар шкул ачисене тав тăвас килет. Уйрăммăн илсен Чуманкасси, Йÿçкасси, Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Çатракасси, Кашмаш, Москакасси, Калайкасси, Юнкă шкулĕсене ырăпа палăртса хăваратăп. Вĕсен тăрăшулăхне аслисен те хаклама пĕлесчĕ. Çамрăк ăрăва мĕнле воспитани парса ÿстеретпĕр, пурнăçран та çавăн пек канлĕх курăпăр. Йывăç лартмалли черетлĕ тапхăр çитрĕ. Пурин те активлă хутшăнасчĕ унта.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика