20 сентября 2014 г.
Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн чи малтанах хăйĕн тăрăшмалла. Ача спортпа туслă ÿсесси, паллах, пуçласа ашшĕ-амăшĕнчен килет, кайран - ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех ача садĕнчи воспитательсенчен, шкулти учительсенчен. Пĕчĕклех спортпа туслашни вара, унăн кирек хăш енне суйласа илсен те, пурнăç тăршшĕпех пулăшса пырать.
Юлашки çулсенче массăллă спорта, физкультурăна аталантарасси çине патшалăх питĕ пысăк тимлĕх уйăрать: физкультурăпа спорт комплексĕсем çĕкленсе хута каяççĕ, стадионсене юсаса çĕнетеççĕ, çĕннисене тăваççĕ, шкул спортзалĕсем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ. Пирĕн районта та физкультурăпа спорта аталантарма, апла пулсан çынсен спортпа туслашма майсем çителĕклĕ: пĕрремĕшĕ - "Сывлăх" ФСК пур, иккĕмĕшĕ - кашни ял тăрăхĕнчех шкул спортзалĕсемпе спорт площадкисем, виççĕмĕшĕ - кашни çул тĕрлĕ ăмăрту чылай иртет. Çитменлĕхĕсем вара хамăрта: пĕрремĕшĕ - сывлăха çирĕплетесси пирки шутламастпăр, хыççăн - наянлăх, кайран - "вăхăт çук".
Пирĕн республикăн патшалăх влаç органĕсем вара çине тăрсах тĕрлĕ çул-йĕр тупса пирĕн наянлăха çĕнтерес, сывлăх пирки тарăнрах шухăшлама хистес тесе тăрăшаççĕ. Тăрăшнипех ĕнтĕ республика Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума ирттерме те тивĕçлĕ пулчĕ. Кун пек форум кашни кун иртекен мероприяти мар, çавăнпа та октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче форум вăхăтĕнче иртекен мастер-классене хутшăнмалла, ГТО нормативĕсене те пурнăçласа пăхмалла - хамăршăн-çке.
Паян республикипех Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Юлташсемпе, тăвансемпе пĕрле пухăнса вырăнти стадионсене тухăр, Муркашри "Сывлăх" ФСК-на кайма ан ÿркенĕр. Пĕрре çак спорт "тĕнчине" лексен унти условисем сире килĕшĕç, малашне те çÿрес килĕ.
Ыран вара пурте "Наци кросне" хутшăнар. Чупу дистанцийĕ тĕрлĕрен, анчах сывлăха кура кашни çын хăйĕн кăмăлне тивĕçтерме пултарать. Ку вăл тупăшу мар, туслăн пурте пĕрле чупăва тухни. Тен "Наци кросĕ" шăпах сирĕнте тахçантанпах пытаннă "спорт юратăвне" вăратĕ.
Спортра ÿсĕмсем тума хăнăхнисем вара çавăнтах, Муркашри стадионта, Валентина Егорова Олимп чемпионкин парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен уçă ăмăртура тупăшĕç. Спортсменсене кăмăла хăпартакансем те кирлĕ, апла уçăлмалла тухса кĕни пуриншĕн те лайăх кăна.
Аса илтеретпĕр, "Наци кросĕ" чупăва тата В. Егорова парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртăва хутшăнакансене ыран, сентябрĕн 21-мĕшĕнче, В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн Муркашри филиалĕнче 8 сехетран пуçласа 10 сехет те 45 минутчен регистрацилеççĕ. Муркашри пысăк спорт уявне 11 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ.
Н. Николаева.