Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çулне палăртнă

20 сентября 2014 г.

Аталану çулне палăртнă

 

Сентябрĕн 18-мĕшĕн-че Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Унта ВТО-на кĕнĕ май тата Раççее хирĕçле санкцисем йышăннине шута илсе Раççей бизнесĕпе тÿрремĕн çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Ларăва уçнă май Раççей Президенчĕ Владимир Путин юлашки вунă çул хушшинче çĕр-шыв экономикинче структура тĕлĕшпе тарăн улшăнусем пулса иртнине, предпринимательство аталаннине палартнă. 16 çула пынă калаçусем хыççăн Раççей ВТО-на кĕме пултарнă, анчах та Хĕвел анăç çĕр-шывĕсем Раççее хирĕçле санкцисем йышăнни ирĕклĕ те тĕрĕс конкуренци принципĕсене пăсать. Раççей санкцисене хирĕçле мерăсем йышăнни вара кама та пулин айăплассипе мар, хамăрăн тавар туса кăларакансене хÿтĕлессипе çыхăннă.

Раççей экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев хăйĕн сăмахĕнче çавна асăннă. Хĕвел анăç çĕр-шыв банкĕсем финанс санкцийĕсем йышăннă условисенче производствăна аталантарма нумай вăхăтлăх кредит ресурсĕсемпе тивĕçтерессин ыйтăвне татса памасăр май çук. Раççей экономикине аталантармалли тĕп çăл куç вăл хамăрăн кредит системи пулса тăрать.

Белгород облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Евгений Савченко Китай Халăх Республикипе хутшăнусене çÿллĕрех шайра йĕркелеме сĕннĕ. Вăл Раççейăн стратегиллĕ тĕп партнерĕ пулса тăрать.

Воронеж облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алексей Гордеев тухса калаçнă. Вăл ытларах ял хуçалăхне пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерессин ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Юлашки икĕ çул хушшинче Раççей Ял хуçалăх министерстви кивĕ сĕт фермисене реконструкцилессин, çĕннисене тăвассин проекчĕсене пурнăçа кĕртессине финанслама пăрахнă.

Раççей ВТО-на кĕни Чăваш Енре шалти рынокра ют çĕр-шыв продукцийĕн шайĕ ÿснинче палăрать. Ку вăл ытларах пысăк технологи оборудованийĕ кÿрсе килнипе çыхăннă. Вĕсем хушшинче "Промтрактор-Вагон" ЗАО, "Хĕвел" ООО, "Керамика" ООО, "ГиПор-М" ООО, "Проектэлектротехника" ООО, "Акконд" ООО, "ТУС" ЗАО, "Букет Чувашии" ОАО, "ЮРМА" агрохолдинг" ООО, "Чувашавтодор" ОАО. Çĕнĕ производствăсем йĕркеленĕ тата вĕсене оборудованисемпе комплектласа хута янă май малашлăхра импорт калăпăшĕ чакмалла.

Республикăн экономикăри хальхи лару-тăрăвне тишкерни çавна кăтартса парать. Чăваш Республикинче конкурентлă ĕç-хĕл шутĕнче апат-çимĕç продукчĕсем туса илесси, хими производстви, металлурги производстви, электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕ туса кăларасси. "Химпром" ОАО, "Дюпан-Химпром" ЗАО, "ЧПО им. В.И. Чапаева" ОАО, «Акконд» ОАО чикĕ леш енне продукци ăсатассине юлашки 2 - 3 çул хушшинче палăрмаллах ÿстернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика