Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ГТО кирлĕ, вăл пулмалла"

17 сентября 2014 г.

 

Октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форум вăхăтĕнче Чăваш Енре ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçламалли пĕрлехи кун иртет

Форум уçăлнă кун "Спартак" стадионта пысăк спорт уявĕ йĕркелеме палăртнă. Çавна май Шупашкарта пурăнакансемпе пĕрлех унта çитнĕ пур хăна та хăйсене спортăн тĕрлĕ дисциплининче тĕрĕслесе пăхма пултарать: 60 тата 100 метрсене чупасси, вырăнтан сикесси, туртăнасси, кросс, ишесси тата ытти те. Çавăнпа та кăмăл пуррисен çав кун чи малтанах "Спартак" стадиона çитсе регистрациленмелле. Хăвăра пур енлĕн тĕрĕсленĕ хыççăн вара сире çакна çирĕплетекен удостоверени парĕç.

Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн "Готов к труду и обороне" нормативĕсене вăя кĕртесси çинчен калакан саккуна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи март уйăхĕнче алă пусса çирĕплетрĕ. Унпа килĕшÿллĕн ГТО нормативĕсене 11 ÿсĕм категорийĕнче уйрăммăн пурнăçлама май пур - 6 çултан пуçласа 70 çултисем таранах. Йывăрлăхĕпе кашни ÿсĕмри нормативсене виçĕ ушкăна уйăрнă, çапла май нормативсене пурнăçланă хыççăн бронза, кĕмĕл е ылтăн паллăна тивĕçме пулать.

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн 12 субъектĕнче - Карели, Мари Эл, Мордва, Тутар, Удмурт Республикисенче, Красноярск крайĕнче, Белгород, Владимир, Мускав, Свердловск, Смоленск тата Ярославль облаçĕсенче - ГТО нормисене пурнăçлама тытăнаççĕ. Çакă пирĕн çĕр-шывра ГТО комплексне пурнăçа кĕртессин пĕрремĕш пайĕпе килĕшсе тăрать.

ГТО-па хăй вăхăтĕнче çывăх туслашнă çынсем пирĕн хушăра та чылай. Çак нормативсене вĕсем мĕнле пурнăçланă тата ГТО-на çĕнĕрен пурнăç пани пирки мĕн шутлаççĕ-ха вĕсем;

В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн Муркашри тренерĕ Вячеслав Федорович КИСЕЛЕВ:

- Эпĕ çак нормативсене шкулта та, çарта чухне те пурнăçланă. 1971-1973 çулсенче Грузире çарта пулнă. Çавăн чухне питĕ вăйлă ыйтатчĕç. Манăн ГТО "кĕмĕл" значокĕ те пулнă. Вăл вăхăтра çĕр-шыв çара юрăхлă, апла пулсан çĕр-шыва хÿтĕлеме пултаракан çынсем ÿстерме тĕллев лартнă. Çавăнпа та ГТО юхăмĕ питĕ вăйлă аталаннă. 

ГТО комплексне çĕнĕрен аталантарса яма шутланине питĕ ырлатăп, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле илсен ачасем физкультурăпа спорта килĕштерсе кайни курăнмасть. Турник çинче аран-аран туртăнаççĕ, отжимани те япăх тăваççĕ. Ачашăн вара хускану тăвасси йывăр пулмалла мар вĕт-ха. Ак халь çак нормативсем вăя кĕме тытăннăçемĕн шкул ачисем физкультурăпа пĕчĕкренех туслашасса шанатăп. Кирлĕ ГТО, кирлĕ, вăл пулмалла.

1986 çултанпа 19 çул хушши районти вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ертÿçинче вăй хунă Галина Захаровна БОРИСОВА:

- Эпĕ 1954 çулта 1-мĕш класа кайнă, 1965 çулта шкултан вĕренсе тухнă. Çак вăхăтра ГТО нормисене пурнăçланă. Çак комплекса çĕнĕрен чĕртсе тăратни лайăх тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен вăл ачасене аталанма пулăшать, вĕсене физкультурăпа туслăрах пулма хистет. Ку вара çын организмĕшĕн лайăх кăна. ГТО кирлĕ.

 

Историрен:

"Готов к труду и обороне" комплекс пирĕн çĕр-шывра маларах (СССР вăхăтĕнче) питĕ анлă сарăлнă пулнă. Вăл пĕтĕмĕшле пĕлÿ, професси пĕлĕвне паракан учрежденисенче тата спорт организацийĕсенче физкультура хатĕрленĕвĕн тĕп программи шутланнă, кунпа пĕрлех çамрăксене патриот воспитанийĕ парассинче те пысăк вырăн йышăннă. Çак программа 1931-1991 çулсенче вăйра тăнă. Асăннă комплексăн нормативĕсене 10-60 çулхи çынсем пурнăçласа тĕрлĕ паллăна тивĕçме пултарнă.

1931 çулти ГТО программи икĕ пайран тăнă: 1-8 классенче вĕренекенсем валли (4 ÿсĕм) тата 16 çултан аслăраххисем валли (3 ÿсĕм).

Нормативсене пĕрре мар улшăнусем кĕртнĕ: 1940, 1947, 1956 1959, 1965 çулсенче. 1972 çулта кĕртнĕ улшăнусем хыççăн программа малашне урăх улшăнман.

1972 çултанпа çарта та ГТО нормисем вăйра тăма пуçланă.

1931-1941 çулсенче ГТО комплексĕн нормисене пурĕ пĕрле 6100000 çын пурнăçланă.

1948 çулта СССР-та физкультура коллективĕсем 139 пулнă, физкультурниксем 7,7 миллион çын шутланнă. 1977 çулта ку хисеп 219-па тата 52300000-пе танлашнă.

 

 

Н. Николаева

хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика