Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стадиона васкăр

17 сентября 2014 г.

 

В. Егорова парнисене çĕнсе илессишĕн тата Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ-2014» чупу кунĕнче çăмăл атлетика кросĕнче мала тухассишĕн 2005-2007 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем 300 метр чупса ăмăртĕç, 2008 çулта çуралнисен тата кĕçĕнреххисен ÿсĕмĕнчисем - 250 метр. 1997 çулта çуралнисемпе аслăрах арçынсен дистанцийĕ 2 çухрăмпа, çак ÿсĕмри хĕрарăмсен 1 çухрăмпа танлашать. 55 çулти тата аслăрах хĕрарăмсен, 60 çулти тата аслăрах арçынсен тупăшу дистанцийĕ 300 метр чухлĕ.

Ăмăрту программипе ертÿçĕсен стартне те пăхса хунă. Унта предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем е вĕсен çумĕсем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсен дистанцийĕ 1 çухрăм.

Командăсен пĕтĕмĕшле результатне мĕнле вырăнсем йышăннине кура шутлаççĕ. Зачета командăри хĕрсен (хĕрарăмсен) тата арçын ачасен (арçынсен)  чи лайăх тăватă кăтартăвĕ каять. Ветерансен кăтартăвĕсем команда зачетне кĕмеççĕ.

Призлă вырăнсене тухнă командăсем дипломсемпе медальсене, парнесене тивĕçеççĕ, çĕнтерÿçĕсем кунпа пĕрлех - куçса çÿрекен кубока та.

Ăмăртăва хутшăнакансене çав кун 8 сехетрен пуçласа 10 сехет те 45 минутчен регистрацилеççĕ. 11 сехетре ăмăртусене савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă.

Спорт уявĕнчен айккинче тăрса ан юлăр: чупăва хутшăнăр, спортпа туслисене курма та çитĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика