Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Судсăрах татса пама май пур

17 сентября 2014 г.

 

2014 çулхи августăн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн 241-ФЗ номерлĕ "О внесении изменений в федеральный закон о государственной регистрации юридических лиц и индивидуальных предпринимателей" Саккунĕ вăя кĕчĕ. Асăннă саккунпа регистраци органĕсен йышăнăвĕсене суд пуличчен шалăп парассин йĕркине, çавăн пекех патшалăх регистрацийĕ тума килĕшменнин йышăнăвне суд пуличчен обязательнăй майпа шалăп памаллине çирĕплетнĕ.

Акă енчен те заявитель регистраци органĕн йышăнăвĕпе килĕшмест пулсан, вăл çÿлерех пусăмри налук органне шалăп пама пултарать. Çакна заявителĕн хăйĕн прависене пăснă пирки пĕлнĕренпе 3 уйăх хушшинче туса ирттермелле. Шута илмелли сăлтавпа шалăп памалли тапхăр иртсе кайнă пулсан вара çÿлти пусăмри регистраци органĕ е Раççей Федерацийĕн налук служби çын ыйтнине тивĕçтерсе çак тапхăра тăсса пама пултараççĕ.

Шалăпа йышăнăвне шалăп паракан регистраци органĕ урлă параççĕ. Ăна çырупа çырса та, çавăн пекех электрон мелĕпе алă пусса электрон докуменчĕн формипе те пама пулать. Регистраци тăвакан орган шалăпа çÿлти пусăмри регистраци органне ăна йышăннăранпа 3 кун хушшинче ярса памалла. Шалăпа 15 кун хушшинче пăхса тухма тивĕç. Заявитель Раççей Федерацийĕн налук службин субъектĕнчи управленийĕн йышăнăвĕпе килĕшмест пулсан, вăл шалăппа федераци налук службине е суда тухма пултарать.

Йышăннă саккунпа Раççей Федерацийĕн налук службин территори органĕсем Федерацин юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсене патшалăх регистрацийĕ тăвасси пирки калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн регистрацилесси е регистрацилесси марри пирки тунă йышăнăвĕсене пăхса тухассин процедурине йĕркене кĕртнĕ. Шалăпсене ведомствăсенче пăхса тухассине тата йĕркине палăртнă.

Юридици сăпачĕсемпе уйрăм предпринимательсене патшалăх регистрацийĕ тăвассипе тавлашуллă самантсене обязательнăй майпа судчен пăхса тухса йĕркелессине пурнăçа кĕртни налук тÿлекенсене вăхăт та, укçа-тенкĕ те перекетлеме май парĕ.

Н. ВАСИНА,

налук инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Раççей Федерацийĕн патшалăх граждан службин 2-мĕш класлă советникĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика