Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăта хаклама пĕлĕр

17 сентября 2014 г.

 

Мĕн-ха вăл патшалăх услугисем; Патшалăх тата муниципалитет услугисен пĕрлехи порталĕпе мĕнле усă курмалла; Паянхи кун пирĕнтен кашниншĕнех çак ыйтусем çĕнĕлĕх пулмалла мар. Пĕрлехи порталпа регистрациленсе патшалăх тата муниципалитет услугисемпе усă курма пурте пĕлме тивĕç. Пĕлме кăна мар, унпа анлă усă курмалла та. Çакăн пек çăмăллăхсем туса пани пĕтĕмпех çынсен вăхăтне перекетлессипе, вĕсене меллĕрех майсем туса парассипе çыхăннă.

Пирĕнтен кашнийĕнех патшалăх влаç органĕсене пĕрре кăна мар пыма тивнĕ е пыма тивĕ те: Раççей Федерацийĕн гражданинĕн е ют çĕр-шыв паспортне илме, мăшăрсем пĕрлешнине е уйрăлнине регистрацилеме, куçман пурлăха е транспорт хатĕрне регистрацилеме, ача çуралнине çинчен свидетельство илме е çын вилнине регистрацилеме, ачана пăхса пурăннăшăн паракан пособие йĕркелеме т. ыт. те. Кусем вĕсем пурте - патшалăх услугисем. Асăннă услугăсемпе усă курасси ялан тенĕ пекех тĕрлĕ чиновниксемпе, специалистсемпе тĕл пулассипе, черетсенче тăрассипе, кабинетсем тăрăх çÿрессипе, кирлĕ документсене пухассипе (хăш чухне мĕнле-мĕнле документсем хатĕрлемеллине те пĕлсе çитме йывăр) çыхăннă.

Альтернативлă ансат мел те пур. Патшалăхăн 42 тата муниципалитетăн 27 услугипе хальхи вăхăтра килтен тухмасăр та усă курма май туса панă. Çынсен патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче httpŸŸwwwĕgosuslugiĕru сайтра регистрациленмелле кăна. Анчах та пурте çакна хăй тĕллĕн тума пултараймасть. Е Интернет çук, е пĕлÿ шайĕ çитсех каймасть. Çавăнпа та Ярославка ял тăрăхĕнче çынсене патшалăх услугисен пĕрлехи потралĕнче регистрациленме пулăшу мелĕсем сĕнеççĕ. Кирек кам та кунта асăннă ыйтупа Ярославка ял тăрăхĕн администрацине е ял библиотекине нумай функциллĕ центр филиалне пыма пултарать. Специалистсем пулăшма шантараççĕ. Кун пирки информацие ял тăрăхĕн сайтĕнче те вырнаçтарнă. Çавна май асăннă ял тăрăхĕнче порталта регистрациленнисен шучĕ 90 çынна яхăн ĕнтĕ.

Турай ял тăрăхĕнче те Турай, Çулав, Уйкас Турай, Çаранçырми ялĕсенче пурăнакан граждансене Турай ял библиотекине пыма, патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче регистрациленме йыхравлаççĕ. Пыракансен пĕрле паспорт, страховани свидетельстви тата кĕсье телефонĕ пулмалла. Специалистсем пулăшнипе порталта регистрациленнĕ хыççăн кашниех Интернетпа усă курса патшалăх тата муниципалитет услугисемпе усă курма пултарĕ.

Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче те порталта регистрациленме кăмăл пуррисене пурне те пулăшу мелĕпе усă курма сĕнеççĕ. Вĕсене кирлĕ документсемпе ял тăрăхĕн администрацине пыма ыйтаççĕ.

Юлашки вăхăтра çĕнĕлĕхсем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсем пĕтĕмпех çынсене пурăнма, хăйсен ыйтăвĕсене татса пама лайăхрах майсем туса парассипе çыхăннă. Апла пулсан патшалăх кÿрекен пулăшу мелĕсемпе май пур таран туллинрех усă курар.

Сăмах май. Çак вăхăта районĕпе патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче 1822 çын регистрациленнĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика