Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта

17 сентября 2014 г.

 

Депутатсем

канашланă

Иртнĕ эрнере Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕнче ку тăрăхри коммуналлă мунча шăпине сÿтсе явнă. 2011 çулхи декабрьтенпе "Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе  коммуналлă хуçалăх предприяти тытса тăма пуçланă мунча 2012 çулхи июнь уйăхĕччен ĕçленĕ. Специалистсем мунча тăкаклă ĕçленине тата çурчĕ питĕ киввине палăртнă.

Пухăва хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев депутатсемпе канашланă май "мунча ыйтăвне" татса памалли майсем çинче чарăнса тăнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ те ку ыйтăва татса парассинче пулăшу кÿмеллине палăртнă.

 

Ача прависемпе кăсăкланнă

Муркаш районĕнче ача прависене мĕнле пăхăннипе паллашма ЧР ача прависен уполномоченнăйĕн аппаратĕнчи специалистсем килсе кайнă.

Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă аталану енĕпе ĕçлекен çумĕпе Л. Тарасовăпа тĕл пулнă, опекăпа попечительство секторĕн, çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси ĕçĕпе паллашнă, сывлăха çирĕплетмелли кампанин кăçалхи пĕтĕмлетĕвĕпе кăсăкланнă.

Аса илтеретпĕр, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 6873 ача пурăнать, 490 çемье - нумай ачаллисем, тăлăх ачасем тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем 69.

 

Йÿçкассинче иртнĕ

Ял тăрăхĕсенче профилактика кунĕсем малалла пыраççĕ. Иртнĕ эрнере ку ĕç-пуç Йÿçкасси ял тăрăхĕнче иртнĕ.

Профилактика субъекчĕсен представителĕсем, районти тĕрлĕ комисси членĕсем, депутатсем, вырăнти профилактика канашĕн членĕсем ял тăрăхĕнчи йывăр лару-тăруллă çемьесенче пулнă, хĕç-пăшал упракансемпе, тăтăшах эрех-сăра ĕçекенсемпе тата ыттисемпе тĕл пулса калаçнă. Кунти предприятисемпе учрежденисенче пулса профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.

Профилактика кунĕн пĕтĕмлетĕвне кÿршĕри Шетмĕпуç, Чуманкасси, Уйкас Янасал тата Турай ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем те хутшăннă.

 

Хирсем

пушанаççĕ

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче кăçал лартса ÿстернĕ 320 гектар çинчи çĕр улмирен 210 гектарне пуçтарса кĕртнĕ. Çак ĕçе "Агросоюз Картофель", "Гея" чикĕллĕ яваплăхлă обществăсенче тата И. Чернова ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вĕçленĕ. Çĕр улми кăларасси "Ударник", Ильич яч. хис. хуçалăхсенче те вĕçленсе пырать. Çĕр улми тухăçĕ районĕпе вăтамран  135,7 центнер.

Районти çĕр ĕçченĕ иртнĕ кунсенче кĕрхи культурăсене 5800 гектар (маларах палăртнин 100 проценчĕ) акса хăварнă. Суворов яч. хис.,              Е. Андреев яч. хис., "Свобода", "Оринино" ял хуçалăх производство кооперативĕсен уй-хирĕсенче кĕртрисем 530 - 374-шар гектар йышăнаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика