Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшакана патшалăх та пулăшать

17 сентября 2014 г.

 

"Устойчивое развитие сельских территорий на 2014 - 2017 годы и на период до 2020 года" программăна кĕнĕ май пирĕн районти черетлĕ виçĕ çемье пурăнмалли условисене лайăхлатма субсидие тивĕçрĕç. Çакна çирĕплетекен свидетельствăсене вĕсем алла иртнĕ эрне кун илчĕç.

- Пирĕншĕн ку питĕ пысăк парне, уйрăмах часах воспитатель кунĕ çитнине шута илсен, - теççĕ Елена Шурнеевăпа Наталия Волкова воспитательсем.

Елена (сăн ÿкерчĕкре варринчи) Юнкăри "Рябинушкăра" вăй хурать. Кăçал вăл ЧР Пуçлăхĕн стипендине те илсе тăма тивĕçрĕ. Апла пулсан пурнăç çакăн пек хастар çынсене ытларах килĕштерет теме те пулать. Субсидипе Елена пÿрт туса пĕтерессине калать.

Наталия (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри) çемйи вара патшалăх пулăшăвне çĕнĕ хваттер туяннă çĕрте усă курма палăртнă. Москакассинчи "Колокольчик" ача садĕнче вăй хуракан çамрăк специалист хваттере таçта мар, кунтах, тăван районтах туянассине пĕлтерчĕ.

Раиса Волкова (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) пурăнмалли условисене лайăхлатма черете 2011 çулта тăнă. Вăл 1991 çултанпах Апчарти фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хурать. Çак пулăшупа усă курса вĕсен çемйи те кăçалах пÿрт туса пĕтерĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе - уйăрса панă укçа-тенкĕпе - тĕллевлĕ усă курмаллине асăнса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев свидетельствăсем пачĕ. Район бюджечĕпе эффективлă усă курнăран çакăн пек пулăшăва кăçал чылай çемьене пама май килнине те палăртрĕ.

Çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç-хĕл район администрацийĕн капиталлă строительствăпа общество инфраструктурине аталантарассин пайĕ тимленипе пулса пырать. Кунти специалистсем пурăнмалли условисене лайăхлатма черете тăнисене те, субсидие тивĕçнисене те яланах кирлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Ку хутĕнче те акă Олеся Валежниковăпа Ольга Тимофеева специалистсем çемьесен свидетельство илнĕ хыççăнхи утăмĕсене тĕплĕн ăнлантарса пачĕç, ытти ыйтусене кăмăлпах хуравларĕç.

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика