Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сентябрьти аслати - вăрăм кĕре

06 сентября 2014 г.

 

Авăн уйăхĕ - кĕр пуçламăшĕ. Çу каçа акса-лартса ÿстернине паян пуçтараймасан хĕл тутă пуласси иккĕленÿллĕ. Çак вăхăтра каярах юлса пулакан пан улмисемпе грушăсем те пиçсе çитеççĕ, тулăх çимĕçлĕ йăрансем пушанаççĕ. Ял çынни çĕр улмине те кăларса нÿхрепе упранма  кĕртсе хурать. Пахчаçăсем пан улмине те татса пуçтарса хураççĕ. Пахчара тислĕк тăкса анасене сухалаççĕ е кĕреçепе пусса хураççĕ.

Кил хуçи арăмĕсем улма-çырлапа пахча çимĕçе ятарлă савăтсене тăварлаççĕ, консервлаççĕ - хĕле хатĕрленеççĕ. Малаллахи калаçу - çак вăхăтри ĕçсен уйăх календарĕнчен.

...Урамра тăрук çиçĕм çиçрĕ те аслати вăрăммăн кĕмсĕртетрĕ: Муркаш çийĕн тачка çумăр пĕлĕчĕсем шуса иртеççĕ. Чăнах вăрăм кĕр пулĕ-ши;

Авăн уйăхĕн 6 - 8-мĕшĕсем. Улма-çырла йывăççисене чирлĕ тата хуçăк туратсенчен иртĕр. Кĕрхи культурăсем лартмалли йăрансене хатĕрлĕр. Пахчара çулçăсемпе çеçкĕсем пухăр, йывăç вуллисемпе тĕмсем тавра тислĕк сапалăр. Хĕл каçарма гладиолус суханĕсемпе георгинсен тымаррисене кăларса хурăр.

Авăн уйăхĕн 8 - 10-мĕшĕсем. Пахчара нимĕн те лартма, куçарса лартма, касма-иртме юрамасть. Пахча çимĕçе тăварлама тата йÿçĕтме юраман кунсем. Йăрансене тислĕк хывăр та пусса кăпкалатăр. Теплицăсене тасатăр, пухăннă çÿп-çапа çунтарса ярăр.

Авăн уйăхĕн 10 - 12-мĕшĕсем. Чечексене куçарса лартма, апатлантарма юрать. Йăрансене кăпкалатăр. Эмел курăкĕсем пухăр. Пахча çимĕçе тăварлама тата консервлама меллĕ кунсем.

Авăн уйăхĕн 12 - 14-мĕшĕсем. Кĕрхи ыхра лартма юрать. Гладиолус суханĕсемпе георгинсен тымаррисене кăларăр. Çак кунсенче тюльпан, нарцис, гиацинт лартни вырăнлă.

Авăн уйăхĕн 14 - 16-мĕшĕсем. Улмуççисемпе çырла тĕммисем çинчен чирлĕ, хăрăк, хуçăк туратсене иртĕр. Пахчари йывăçсем тавра çĕре пусса тухăр. Çамрăк йывăçсен тураттисене пĕр çыхха пухса çыхăр. Тăкăннă çулçăсене пуçтарса çунтарăр. Гладиолус суханĕсемпе георгинсен тымаррисене кăларăр. Купăста касма юрать, палан пуçтарма пуçлăр.

Авăн уйăхĕн 16 - 19-мĕшĕсем. Йăрансем пусса кăпкалатăр. Тислĕк тăкăр. Тымар çимĕç пухма вăхăт.

Авăн уйăхĕн 19 - 21-мĕшĕсем. Ÿсен-тăран лартма юраман кунсем. Хурлăханпа крыжовниксен тураттисене иртсе тĕмсене çамрăклатăр. Чирлĕ тата тухăç паман йывăçсене касăр,  тĕмсене кăклăр. Пахчана тирпейлессипе ĕçлĕр.

Авăн уйăхĕн 21 - 23-мĕшĕсем. Жимолость, хурлăханпа крыжовник тураттисене иртсе тĕмсене çамрăклатăр. Кая юлса пулакан купăстана касăр. Çĕр улми анисене пусса тухăр. Нумай çул ÿсекен чечексен йăранĕсене хĕл каçма йывăç кĕрпипе, лăсăсемпе, торфпа витĕр.

Авăн уйăхĕн 23 - 25-мĕшĕсем. Пахчара лартма, куçарса лартма, касса тирпейлеме тăхтăр. Эмел курăкĕсен тымарĕсене пуçтарса упрама хурăр.

Авăн уйăхĕн 25 - 26-мĕшĕсем. Ÿсен-тăрана апатлантарма тăхтăр. Лартма тата куçарса лартма меллĕ кунсем. Хăмла çырлин çимĕç панă тураттисене иртĕр.

Авăн уйăхĕн 26 - 29-мĕшĕсем. Çĕр пусса кăпкалатăр, йăрансем тăвăр, йывăçсемпе тĕмсем айне çĕрнĕ тислĕк хурăр. Теплицăсемпе парниксене тасатăр. Кĕрхи ыхра лартăр. Йăрансем çинчи купăстана касма, тăварлама, консервлама, йÿçĕтме меллĕ кунсем.

Авăн уйăхĕн 29 - 30-мĕшĕсем. Хăмла çырлине çĕр çумне авса хурăр. Чирлĕ тата тухăç паман йывăç-тĕмсене касăр тата кăклăр. Улмуççисемпе çырла тĕммисем айне çĕрнĕ тислĕк хурăр - пахчана хĕле хатĕрлĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика