06 сентября 2014 г.
Кирек хăш ÿсĕмри ачана та ача садне хăнăхма çăмăл мар. Ачан пурнăçĕ тĕпрен улшăнать: кун йĕркине пăсаймастăн, çумра тăван çынсем çук, юнашар - ют ачасем, аслисене итлемелле тата вĕсем мĕн хушнине пурнăçламалла. Çавăнпа та ачана садике хăнăхма вăхăт кирлĕ.
Çак вăхăтра - хăнăху тапхăрĕнче - вăл çĕнĕлĕхсене хăнăхать, пĕлменнине пĕлме тытăнать, çĕнĕ хутшăнусем йĕркелеме пуçлать. Çак тапхăр психика тĕлĕшĕнчен те çăмăл иртмест.
Çак вăхăтра чылай амăшĕ вĕсен ачи кăна садике лайăх хăнăхаймасть, ытти ачасем чиперех хăнăхаççĕ тесе шутлать. Ку йăнăш. Çĕнĕ лару-тăрура пур ачана та кăмăл-туйăм енчен йывăр. Ку вăл ачасемшĕн стресс шутланать.
Çавна май садике çÿреме пуçланă пĕрремĕш кунсенче ачан туйăмĕсем те "кутăн". Ачан хăрас туйăм çуралать. Вăл çĕнĕ çынсемпе тÿрех хутшăнма та, хăйне илсе каймасран та хăрать. Тепĕр чух вара ача унăн пачах та нимĕнле туйăм çук пек çÿрет. Унра тарăху та палăрма пултарать: çи-пуçа хывтармасть е тăхăнтартмасть, аслисене çапса илме те пултарать.
Ача садĕнчи хамăрăн опыта тепĕр хут тишкерсе эпир, воспитательсем, хамăра валли тепĕр хут пĕтĕмлетÿ турăмăр.
Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче ашшĕпе амăшĕсене те ачисемпе пĕрле ача сачĕпе паллашма, картишĕнче пĕрле выляма сĕнтĕмĕр.
Хамăр вара ачасем çинчен тулли хыпар пухрăмăр: ачан кăмăл-туйăмĕ, вăл мĕн тума килĕштерни, мĕн çини, мĕнпе выляма юратни тата ытти те.
Ашшĕ-амăшĕпе ирпе ачасене 7.45 сехетрен пуçласа 8.15 сехетчен садике леçесси пирки калаçса татăлтăмăр. Малтанхи кунсенче вара ашшĕ-амăшĕ ачисене 16.00 сехетре киле илсе каяссине пĕлтерчĕç.
Садике ача ыттисемпе "пайлама" хатĕр теттесене кăна илсе килмелли пирки те калаçса татăлтăмăр.
Ачасене çывăрттарас умĕн эпир вĕсене пĕчĕк калавсем вуласа паратпăр, ачашлатпăр.
Чи лайăх эмел - кулни. Çавăнпа та пирĕн ачасем патне хăнана ырă кăмăллă та интереслĕ теттесем кăна "килеççĕ". Вĕсемпе пĕрле ачасем савăнаççĕ, кулаççĕ, ыррине вĕренеççĕ.
Кашни ачана тимлĕ сăнаса эпир унпа хутшăну йĕркелеме пултартăмăр.
Ачасен хăнăху тапхăрĕ лайăх иртни ачасем пĕр-пĕринпе тата воспитательсемпе йĕркеленĕ хутшăнусенче те палăрать. Вĕсем воспитательсене ыйтусем параççĕ, ĕç-пуçа активлă хутшăнма пуçларĕç, хаваспах выляççĕ, кулаççĕ, лайăх çывăраççĕ тата çиеççĕ.
Вĕсем хăйсем патне аслăрах ачасем килсен текех хумханмаççĕ, хăрамаççĕ. Медсестра, музыка ертÿçи, ача сачĕн ертÿçи тата ытти аслисем килсе çÿренине те хăнăхса пыраççĕ.
Кĕçĕн ушкăнри ачасен хăнăху тапхăрĕ икĕ эрне майлă пычĕ. Уйăх иртсен вара ачасем пĕр-пĕрне, аслисене татах та ытларах хăнăхса çитеççĕ. Хăйсене тивĕçлĕ тытма вĕренсе пыраççĕ.
Хăнăху тапхăрĕнче вара чи пĕлтерĕшли - ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ тата чăтăмлăхĕ.
А. Тихонова,
"Путене" ача сачĕн воспитателĕ.