06 сентября 2014 г.
Вĕренÿ çулĕ умĕн, августри конференцире, районти педагогсем ачасене математика тата çут çанталăк ăслăлăхĕсен енĕпе ытларах аталантарасси пирки хĕрÿ калаçрĕç. Эпир вара ку темăпа тĕплĕнрех калаçма район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхне Зоя Дипломатовăна чĕнтĕмĕр.
- Районти педагогсен августри конференцийĕнче тĕп калаçу математика тата çут çанталăк ăслăлăхĕсемпе çыхăннă предметсене вĕрентессин пахалăхне ÿстересси пирки пулчĕ. Зоя Юрьевна, çак темăн çивĕчлĕхĕ мĕнпе çыхăннă;
- Пĕлтĕрхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе çĕр-шывра математика вĕрентĕвне аталантарассин концепцине çирĕплетрĕç. Концепцин тĕп тĕллевĕ - Раççейри математика вĕрентĕвне тĕнчере малти позицисене кăларасси. Математика вĕренме илĕртÿллĕ пулса тăмалла, математика пĕлĕвне илесси пĕлтерĕшлĕ пулни ачан шухăш-кăмăлĕпе çыхăнса тăмалла.
Çавăнпа та пирĕн те математикăна тата çут çанталăкпа çыхăннă ытти ăслăлăхсене вĕрентессинче пĕрлехи принципсене палăртмалла. Районти кашни вĕренÿ учрежденийĕн асăннă концепцие пурнăçа кĕртессин "çул-йĕр карттипе" килĕшÿллĕн мероприятисен планне хатĕрлемелле, тивĕçлĕ йышăнусем тумалла.
Юлашки темиçе вунă çуллăхра шкул ачисем математика тата çут çанталăкпа çыхăннă ытти ăслăлăхсем патне ытлашши туртăнманни палăрса тăрать. Тĕрĕсрех каласан çак туртăм чакса пыни палăрать. Паян, наукăпа техника питĕ вăйлă аталаннă вăхăтра, çак пулăм пурнăçпа хирĕçле пулса тухать. Ку вара чăнах та çивĕч ыйтусем çуратать.
- Ачан аталанăвĕ çемьере пуçланать паллах, хыççăн - ача садĕнче. Пирĕн районта ачасене ача сачĕсенче аталанма пуçламăш условисем пĕрешкелех-и?
- Районта 14 ача сачĕ, шкулсем çумĕнче йĕркеленĕ 16 ушкăн, кĕске вăхăтпа ĕçлекен 2 ушкăн тата 3 пуçламăш шкул-ача сачĕ. Виçĕ çул тултарнă тата аслăрах ачасене çак вĕренÿ учрежденийĕсене явăçтарассинче ыйту çук, черетсене пĕтернĕ. Шкулчченхи ÿсĕме çитнисен (5-6,5 çулти ачасем) 99 проценчĕ ача сачĕсене е ушкăнсене çÿрет.
Асăннă пур вĕренÿ учрежденийĕнче те ачасем валли пуçламăш условисене пĕр пек йĕркеленĕ. Ачасен тĕрлĕ пултарулăхне маларах уçса парасси çине те тимлĕх уйăраççĕ. Халĕ, наукăпа техника аталанăвĕн тапхăрĕнче, математика тата унпа çыхăннă ытти пĕлĕве парасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Вĕренĕве федерацин патшалăх стандарчĕсемпе (ФГОС) йĕркелесе пыма тытăннăран воспитательсен те ачасене проект ĕç-хĕлне, тĕрлĕ тĕпчев ĕçне, конструировани ĕçне ытларах явăçтармалла. Юлашки çулсенче кун пек конкурссем питĕ нумай иртеççĕ - хутшăнмалла. Çакăн пек конкурссене çулсеренех активлă хутшăнаканнисем пур: "Солнышко", "Путене", "Василек", "Малыш", "Колокольчик", "Мечта" ача сачĕсем.
- Ачасенчен нумайăшĕ шкула кайма пуçланă çулсенчех математика килĕшнине калаççĕ. Кайран вара?
- Чăнах та тĕпчевсем, ыйтăмсем 1-2 классенче ачасенчен 70 процентне яхăн математика ытларах килĕшнине калаççĕ, кайран вара 4 класра кун пеккисем 55 процента яхăн, 7 класра 30 процента яхăн юлаççĕ. Апла пулсан малалла физика, хими биологи тата ытти хăш-пĕр предметсене вĕренме те туртăм пĕтет. Çавăнпа та августри конференцире тĕрлĕ ушкăнра, педагогсен профильне кура, тĕплĕ калаçу пулчĕ. Çак ушкăнсем хăйсен йышăнăвĕсене вĕренÿ пайне çитерчĕç. Çапла вара пирĕн районти вĕренÿ тытăмĕн шайĕнче тивĕçлĕ йышăнусем тумалла, çитменлĕхсене кĕске вăхăтрах пĕтермелле.
- Ачан пĕлĕвне патшалăх пĕрлехи экзаменĕ хак парать тенине ашшĕ-амăшĕ тăтăшах илтет. Шкулти тата ытти шайра иртекен олимпиадăсем, конкурссем ачан пĕлĕвне тĕрĕс хаклама пулăшаççĕ-и?
- Предмет олимпиадисем пĕлÿ пахалăхĕн уйрăм енĕсене хак парассинче шăпах пулăшаççĕ. Кунпа пĕрлех Раççей шайĕнчи олимпиадăсем шкулти тата муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсене мĕнле йĕркеленипе тÿрремĕнех çыхăннă. Пирĕн районта та олимпиадăсене хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пыни палăрать. Ку лайăх тенденци.
- Математикăпа тата çут çанталăкпа çыхăннă предмет олимпиадисен кăтартăвĕсем, республика шайне тишкерес пулсан, тивĕçтереççĕ-и?
- Уйрăм ачашăн тата уйрăм педагогшăн республика шайĕнчи çитĕнÿ питĕ пĕлтерĕшлĕ, анчах та республика шайĕнчи кăтартусем, пĕтĕмĕшле илсен, савăнмаллисемех мар.
Акă 2009 çултанпа математикăпа тата çут çанталăкпа çыхăннă предмет олимпиадисен кăтартăвĕсем: 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче республика шайĕнче биологи предмечĕпе призлă вырăн 2 пулнă, химипе - 1, экологипе - 1* 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче биологипе 3 призлă вырăн, экологипе - 1* 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче биологипе - 1, химипе - 1* 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче биологипе - 1, экологипе -1* 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче экологипе 1 призер. Танлаштару куç умĕнчех.
Математика тата физика олимпиадисем вара пирĕн шкул ачисем çултан çула япăхрах пÿлÿ пухнине кăтартаççĕ. Çавăнпа та тивĕçтереççĕ теме чĕлхе ниепле те çаврăнмасть.
- Олимпиада призерĕсене пысăк ответлăхпа ĕçлекен учительсем хатĕрлеççĕ пулĕ ĕнтĕ.
- Кирек мĕнле олимпиада, кирек мĕнле конкурс призерне хатĕрлес тесен паллах питĕ тăрăшмалла. Самантпа усă курса эпĕ Муркашри вăтам шкулта вăй хуракан Веста Николаевна Ананьева, Галина Венедиктовна Андреева тата Мăн Сĕнтĕрти шкулти Изольда Куприяновна Матвеева ĕçне пысăк хак панине каласшăн. Çак учительсен вĕренекенĕсем биологи, хими тата экологи енĕпе регион шайĕнчи ÿсĕмсем тăваççĕ.
- Инженерипе техника енĕпе аталанма пирĕн районта ачасем валли мĕнле майсем пур?
- Ăста инженерсем çитменни пирĕн районта та палăрать. Çавăнпа та пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 5 шкулта - Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Чуманкасси, Йÿçкасси тата Калайкасси шкулĕсенче - инженери класĕсене уçнă. Робототехника занятийĕсенче пĕлÿ илме 2013 çулта шкулсене вĕренÿпе лаборатори оборудованийĕпе пурĕ 570,611 тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Çапла вара ачасем пĕчĕкренех программировани тата модельсем тăвасси мĕн иккенне пĕлсе аталанаççĕ. Робототехникăна вĕренекенсем валли иртнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăра тĕрлĕ конкурс иртрĕ. "Сумо" ятпа иртнĕ робототехника ăмăртăвĕнче Олег Константинович Волков информатика учителĕ ертсе пынипе Муркашри шкул ачисем 6-мĕш вырăн йышăнчĕç.
Шкулсенче инженерипе техника енĕсене аталантарма хушма пĕлÿ паракан учрежденисен ресурсĕпе те анлă усă курма задача лартнă. Майсем пур, мĕншĕн тесен районти çамрăк техниксен станцийĕнче ăста педагогсем ĕçлеççĕ, вĕсен воспитанникĕсем республикăра яланах малтисен йышĕнче. Çут çанталăк ăслăлăхĕсемпе çыхăннă кружоксене районти ача-пăча пултарулăх çурчĕ урлă йĕркеленĕ. Кунта Юнкăри вăтам шкулти Татьяна Владимировна Ермакова вĕренекенĕсем (шкул лесничествине çÿрекенсем) çулсеренех лайăх кăтартусемпе савăнтарнине каласа хăвармалла.
- Çапах та патшалăх пĕтĕмĕшле экзаменĕсем патнех таврăнар-ха. Зоя Юрьевна, математикăпа тата маларах асăннă ытти предметпа экзамен тытассинче мĕнле лару-тăру?
- Математикăпа тата физикăпа кăçал иртнĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕсенче пирĕн районти вĕренекенсем пухнă вăтам балсем республикăри вăтам балсенчен пĕчĕкрех. 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче вара пысăкрах пулнă. Районти вăтам бал кăçал математикăпа 40,42-пе танлашнă. Çав вăхăтрах икĕ ресурс центрĕнче - Калайкассинчи тата Йÿçкассинчи вăтам шкулсенче - кăтартусем районти вăтам кăтартуран та пĕчĕкрех. Нискассинчи вăтам шкулта кăна вĕренекенсем пухнă вăтам балл (48) республикăри вăтам кăтартуран кăшт пысăкрах.
Ачасем хăйсен ирĕкĕпе суйласа илнипе хими, географи, биологи предмечĕсемпе патшалăх пĕрлехи экзаменĕсене тытаççĕ. Кăтартусем япăх мар темелле, анчах та физика предмечĕ каллех шухăшлаттарать. Кăçал акă физикăпа палăртнă чи пĕчĕк карт урлă Çатракассинчи, Калайкассинчи тата Йÿçкассинчи хăш-пĕр вĕренекен каçаймарĕ.
Патшалăх пĕрлехи экзаменĕсем те, тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансем тытакан патшалăх тĕп экзаменĕсем те шкулсем умне лартнă тĕп задачăсем туллин пурнăçланманни пирки калаççĕ. Апла пулсан çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчă кăна, туса çитерейменнине пурнăçлама ĕлкĕрĕпĕр темелле мар, пĕрремĕш кунранах çанă тавăрса ĕçлемелле.
- Тавах тĕплĕ калаçушăн.
Н. Николаева.