Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăхшăн - стипенди

06 сентября 2014 г.

 

Чăваш Республикинчи пултарулăхпа уйрăмах палăрса тăракан çамрăксемпе студентсене - 14 çул тултарнисенчен пуçласа 30 çулчченхисене - ятарлă стипенди парса чыслаççĕ. Çак стипендие илес текенсем хушшинче вĕренÿре ăнăçлă ĕлкĕрсе пыракансем, бизнес-проект хатĕрлессипе, наука, пултарулăх, производство, ертсе пырас ĕç енĕпе çитĕнÿ тăвакансем пулма пултараççĕ.

Пирĕн район та хастар çамрăксемсĕр мар. Акă кăçал та Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн стипендине районти тĕрлĕ сферăра ĕçлекен тата вĕренекен 17 çамрăк илсе тăрать. Стипенди хушма пулăшу пулнине кашниех палăртать.

Çитес çул вара çак стипендие тивĕçекеннисем татах та нумайрах пулччăр. Çавăнпа та октябрĕн 1-мĕшĕччен пур предприятипе организацисен, учрежденисен тата тĕрлĕ органсен хăйсен коллективĕсенчен республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçме пултаракан çамрăксен кандидатурисене тăратма май пур. Çакна валли ятарлă документсем хатĕрлемелле. Кун пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнче пĕлме пултаратăр.

 

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика