06 сентября 2014 г.
Сентябрĕн пĕрремĕш вырсарни кунĕ - Раççейре нефть тата газ промышленноçĕнче ĕçлекенсен професси уявĕ. Пирĕн районшăн та вăл пĕлтерĕшсĕр мар, мĕншĕн тесен Муркаш енĕн ытларах пайĕ паян çут çанталăк газĕпе тухăçлă усă курать. Районта çут çанталăк газĕпе çыхăннă ĕçсене пурнăçлакан тĕп организаци - "Шупашкарти газ валеçекен газпром" акционер уçă обществăн Муркашри филиалĕ. Яваплăха туйса ĕçлекен газовиксем хăйсем умне тухакан кирек хăш ыйтăва та вăхăтра тата туллин татса пама хатĕр пулнипе палăрса тăраççĕ.
- Яваплăхĕ - пысăк, ĕçĕ те çăмăл мар. Анчах хамăр ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлатпăр, 170 çынран тăракан пирĕн коллектив алă усмасть. Пĕрлехи тăрăшулăхпа эпир Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенче 2067 км газ пăрăхĕсем пăхса тăратпăр. Пирĕн тытăмра пурĕ 486 ГРП пĕр кăлтăксăр ĕçлет. Хамăр района илсен газ пăрăхĕсем 874 км йышăнаççĕ. Вĕсемпе пыракан çут çанталăк газĕпе 11787 уйрăм килте (вăл шутран 1600 хваттер) газпа усă курнине тĕрĕслесе тăратпăр. Пирĕн район çултан-çул "кăвак çулăмпа" ытларах усă курса пырать. Кăçалхи 7 уйăхра çеç ку кăтарту 56417 кубла метра çитрĕ.
Май килнипе усă курса района газификацилес ĕçе тÿпе хывнисене, паян ку ĕçре вăй хуракансене, пирĕн йышра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене тата вĕсен çемйисене уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп, - пĕтĕмлетрĕ филиал ертÿçи Р. Чебенов.
Уяв ячĕпе сире!
Сăн ÿкерчĕкре (сулахайран сылтăмалла): малти ретре - И. Мочалов слесарьпе, Ю. Митрофанов водитель-слесарь* хыçалти ретре - П. Хмелев, М. Андреев, М. Мичурин, Ю. Чернов водитель-слесарь, Г. Митрофанов слесарьпе пÿртри газ оборудованийĕн службин маçтăрĕ О. Семенова.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.