Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Атте техникăна юратма вĕрентрĕ"

06 сентября 2014 г.

Ашшĕ-амăш ятне яман çын пурнăçра ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Кашни ялтах пур кунашкал ырă тĕслĕхсем.

Техника хатĕрĕ хакланни, ялта пурăнаканшăн ăна туянасси ыйтусем çуратни хресчене çĕнĕ çулсем шырама хистет. Çак çулпа пырса çуралаççĕ те ĕнтĕ пирĕн хушăри Кулибинсем. Вĕсене вăхăтра курни-асăрхани, вĕсен ĕçĕпе паллашни тата ыттисене кăтартни çĕнĕлĕхсен çулне уçать, малалла аталанма пулăшать.

Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Евтихий Федоров Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнче пурăнать. Тăван еншĕн вăл хăйне евĕр паллă çын - вырăнти Кулибин. Çапла хисеплеççĕ ăна ку тăрăхра. Евтихий Иванович пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ пушă вăхăта техника ăсталассипе ирттерет.

- Çак киленÿ ачаллах çуралчĕ. Атте Иван Федорович "Ударник" хуçалăх механизаторĕччĕ те, пире 4 ывăлне, черетпе тăтăшах хăйĕнпе пĕрле илсе çÿретчĕ. Çавăнпа та вăл хуçалăхра ĕçлекен Т-16 трактора чĕртесси, ăна юсасси-ĕçлеттересси ачаллах пире çывăх пулчĕ. Аннепе иккĕшĕ 6 ача çуратса ÿстерчĕç вĕсем, ĕçе юратма вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Тавах вĕсене уншăн, - терĕ хăй ăсталанă трактор тавра ерипен утнă май ялти ăста.

Евтихий Иванович паян кирек хăш техникăпа та çăмăллăнах хутшăну йĕркелет. Çак юрату вăл тÿперен ÿкнĕ пулăм мар. Ăна                   Е. Федоров ачаран аталантарса пынă. Шкул çулĕсенчех ашшĕ вĕрентнипе техникăпа туслашнăскер хире тухман кунсенче килти мотороллера кунне 2 - 3 хут та сÿтсе çăмхалатчĕ вăл. Çак ĕçре, кулăшла пулĕ те, кашни кун çĕнĕлĕх шыратчĕ. Ачаллах техникăпа çывăх туслашнă арçын ача пуртă-мăлатукран та ютшăнса тăмарĕ. Ку ĕçри хăнăхусене çулсем хушши пухса пырса паян вăл ăста механизаторпа пĕрлех -  паха столяр та. Çакна хăй вăйĕпе ăсталанă илемлĕ беседкăсем те çирĕплетеççĕ.

Çарта службăра пулнă хыççăн хресчен ачи хăйĕн пурнăçне ял хуçалăх техникипе çыхăнтарать. 10 çул ытла "Ударник" хуçалăхра механизаторта ĕçленĕ хушăрах техника ăсталас шухăш тытнăскер килте трактор-машина пуçтарас ĕçе пуçласа ярать. Выртан каска мăкланать пулсан, Евтихий пĕрре пуçăннă ĕçе мăкланма памарĕ.

Вăрманкасси Кулибинĕ хăйĕн тăрăшулăхĕпех курăк çулмалли агрегат,  утă тиемелли тата турттармалли машина ăсталарĕ, çĕр улми лартмалли тата ретсене чĕрсе кăпкалатмалли агрегатсене ĕçлеттерме пуçларĕ. Çулсем иртнĕçемĕн унăн харпăрлăхĕнче техника хатĕрĕ йышланчĕ кăна. Кашниех ял ĕçне механизацилеме пулăшать, хресченĕн кулленхи йывăр ĕçне çăмăллăх кÿрет.

- Мăшăрăмпа 2 ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстеретпĕр. Ывăлăмсем хама пулăшаççĕ ĕнтĕ. Акă Илья ывăлăмпа пĕрле ĕçлесе универсал трактор шутласа кăлартăмăр. Двигателĕ - "Жигули" автомашинăн, хыçалти мостпа передачăсен коробкине ГАЗ-51 автомашина çинчен илтĕмĕр. Çĕнĕ техника хăех тиет-пушатать тата тиев турттарать. 16 передачăллăскерĕн хăвачĕ хамăра килĕшнĕрен эпир ăна пĕр кун та ĕçсĕр лартмастпăр, - кăмăллăн каласа парать Евтихий Иванович.

Федоровсем кил хуçалăхри пĕр ĕçе те паян хăйсем ăсталанă тракторсăр пурнăçламаççĕ.

Вăрманкасри Кулибинсен харпăрлăхĕнче паян тĕрлĕ техника хатĕрĕ 5 единица. Вăл шутран 3 трактор тата 2 автомашина.

Харпăр хăйĕн вăйне ытларах шанакан пирĕн ентешĕн ĕмĕчĕсем татах пысăкраххи савăнтарать паян. Пурнăçланччăр вĕсем!

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика