Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем - илемлĕхпе юнашар

06 сентября 2014 г.

 

Вăхăт улшăнăвĕ пурнăç çине ытларах перекетлĕхпе илемлĕх енчен пăхма хистет. Район хаçачĕн нумай вулавçипе тĕл пулсан та калаçу çак йĕр çинех кĕрсе каять. Кунта вара кашнин хăйĕн ăсталăхĕ, маçтăрлăхĕпе пултарулăхĕ, пурнăçпа килĕшÿлĕх шырани, алă ĕç культурине аталантарни, çак ырă енсене çамрăк ăрăва парса хăварма тăрăшни.

Обществăра рынок хутшăнăвĕсем аталанни çынсене ытларах харпăр хăйĕн вăйĕ çине шанма ыйтать. Çакă пирĕн халăхăмăрăн ырă енĕсене мала кăларать. Вăл е ку производствăра е урăх çĕрте ĕçлекен тăрăшуллă çемье пуçĕ ĕçрен таврăнсан килти хушма хуçалăхра вăй хурать, тăвансене, кÿршĕсене, ялта пурăнакансене пулăшать. Çутă малашлăхпа пурăнакан кил хуçи арăмĕн те алă усса ларма вăхăт çук. Тĕпелте те вăр-вар вăл, алса-чăлха çыхма е тĕрĕ тĕрлеме ларсан та маххă памасть, килти выльăх-чĕрлĕхпе те тупăшлă ĕçлет, пахчара та çум ÿстермест. Çакăн пек çемьесен пурнăçне тишкеретĕн те тĕп вырăнта патшалăх пулăшăвĕ мар, ĕçе чунĕпе парăннă çынсем куç умне тухаççĕ. Тĕрĕссипе вĕсем рынок аталанăвĕн тапхăрĕнче çĕнĕлĕхсене алла илсе ÿссе тĕрекленнĕ, йывăрлăхсем умĕнче пуç усман хастарсем. Пылчăкран, тислĕкрен хăраманскерсем вĕсем йывăрлăхрисене пĕр иккĕленсе тăмасăр пулăшу панине куратăн та, ялта пурăнакан çĕнĕ аталану шайне ура ярса пуснине туйса илетĕн.

Çакнашкал шухăш-ĕмĕте тĕпе хурса сăмах пуçартăм эпĕ Москакасси ял тăрăхĕнчи Анаткас Хачăкра пурăнакан Галина Егоровăпа. Пахча ĕçĕсене вĕçлесе кĕнĕ хĕрарăм сĕтел çинчи çипсене илсе тĕрĕ тĕрлеме ларчĕ.

- Сирĕн çине пăхатăп та эсир ларса канма пĕлмен пек курăнать. Ăçтан-ха кун чухлĕ вăй? - кăсăклантăм унран.

- Ял çыннин, çĕр ĕçченĕн канăвĕ вăл - хăйне евĕр вăрттăнлăх. Хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хресчен кану пирки шутламасть те. Мĕн акни-лартнине пуçтарса кĕртсен малашлăх пирки пуç ватнă чух иртет унăн канăвĕ. Ку вăл ялта пурăнакан кашни çыншăнах паллă. Çавăнпа та кĕрхи нихăш ĕçе те ырана хăварас марри унăн тĕллевĕнче, - пулчĕ алă ĕçне кÿлĕннĕ хĕрарăмăн хуравĕ.

Кил хуçи Виссарион Петрович та ĕçрен ютшăнса тăманни ывăлĕсемпе хĕрĕ çине те куçнă пулас. Петьăпа Юра паян - чăн-чăн алă ăстисем. Вĕсем тунă сĕтел-пукан, ывăспа кашăксем, çăпалапа çăкăр чашкисем, пуканесем - хăйне евĕр илемлĕх тĕнчи, чун канăвĕ.

Галина Лазаревнăпа  унăн хĕрĕ Ирина (сăн ÿкерчĕкре) алла пуканесем илсен алă ăстисен пултарулăхĕ куç умне туллин тухрĕ.

- Эпир, ял ачисем, çĕр ĕçĕнче атте-аннепе пĕрле вăй илсе ÿснĕскерсем. Выльăх пăхасси те, пахчара ĕçлесси те пирĕншĕн йывăр мар. Çавăнпа пĕрлех алă ĕçĕ те чăваш ачишĕн - телей уççи, - терĕ "Аскар" студин режиссер-операторĕ Ирина Виссарионовна хăйсем яланах илемлĕхпе юнашар пулнипе хĕпĕртесе.

Егоровсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн ытарлăн çапла калас килет. Ыранхи куна пăхса шанчăклă ĕçлекенĕн япăх пурăнма майĕ çук. Кам кашни утăмра пурнăç япăххине шырать - унăн пÿрт-çурчĕ те ишĕлет, хăй те мухмăр-сухмăртан тухса пĕтеймест. Çакна çирĕп ăнланса уйрăлтăм эпĕ Галина Лазаревнăпа Иринăран.

Ĕçлесен ялта та хуларинчен кая мар пурăнма пулать.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика